Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ольга шӑпланчӗ, Обломовӑн хулпуҫҫийӗ ҫине аллине хучӗ, чылайччен ун ҫине пӑхрӗ, вара сасартӑк зонтикне аяккалла ывӑтса ячӗ, ӑна мӑйран хӑвӑрт та хӗрӳллӗн ыталаса илчӗ, чуптурӗ, унтан йӑлт хӗрелсе, питне ун кӑкӑрӗ ҫумне пӑчӑртарӗ те шӑппӑн хушса хучӗ:
XII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Хӗрарӑм ӑна сасартӑк куҫӗсемпе ҫунтарса илсе, хӑй йынӑшса ярса, куҫӗсене хупса, унӑн хулпуҫҫийӗ ҫине ӳксен, унтан тӑна кӗрсе, ӑна пӑвса пӑрахас пекех, аллисемпе мӑйран ыталасан — вӑл, сехӗрленсе ӳксе, хӗрарӑмран тарнӑ пулӗччӗ…
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл вӗсене мирлештерет, йӗкӗлтет, тӗрлӗрен вӑйӑсем вӗрентет е пӗрне — пӗр чӗркуҫҫи ҫине, теприне — тепӗрин ҫине лартать, мӗнле те пулин ашкӑнчӑк ӑна мӑйран ҫакӑнать те унӑн бакенбарчӗсене тӑмалать.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Пуринчен ытларах вӑл шурӑ питлӗ хурлӑхлӑ хӗрсенчен, уйрӑммӑнах хура куҫӗсенче «асаплӑ кунсемпе ҫылӑхлӑ каҫсем» палӑрса тӑракан хӗрсенчен, хуйхи-суйхипе савӑнӑҫне никама палӑртман хӗрсенчен хӑранӑ; ун пек хӗрсен яланах мӗн те пулин ҫынна шанмалли, каламалли пур; каласа парас пулсан та вӗсем шартах сикеҫҫӗ, кӗтмен ҫӗртен куҫҫуль юхтараҫҫӗ, кайран сасартӑк тусне мӑйран ыталаса илеҫҫӗ, чылайччен куҫран тинкереҫҫӗ, унтан пӗлӗт ҫинелле пӑхаҫҫӗ, хӑйсене ылханлӑ пурнӑҫ пӳрни ҫинчен калаҫҫӗ, тепӗр чухне тата труках тӑнран кайса ӳкеҫҫӗ.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Анчах сасартӑк вӑл хӑйне такам пысӑк вӗри алӑпа мӑйран хытӑ ярса тытнине туйрӗ.Но вдруг почувствовал большую горячую руку, крепко схватившую его сзади за шею.
XXVI. Йӗрлеҫҫӗ // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
— О, Дюльдяль! — утне мӑйран ҫупӑрласа, ачашшӑн калаҫать Амед.— О Дюльдяль! — ласково говорил Амед, похлопывая коня по длинной шее.
19 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Эпӗ ун аллине чӑмӑртас тенӗ пулсан, вӑл мана мӑйран ыталаса тытнӑ пулӗччӗ, анчах эп, чул пек, вырӑнтан тапранмарӑм — вӑл тухса кайрӗ.
Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Грушницкий килчӗ те мана мӑйран ыталаса илчӗ, — ӑна офицера кӑларнӑ.Пришел Грушницкий и бросился мне на шею: он произведен в офицеры.
Июнӗн 3-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Сасартӑк алӑк уҫӑлчӗ те, Маша чупса кӗрсе мана мӑйран ыталаса илчӗ, ҫухӑрса ячӗ.Вдруг двери отворились, Маша вбегает и с визгом кидается мне на шею.
II // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
«Санӑн юлашки пӗчӗк карточку, эсӗ тунката ҫинче кулса ларса, йытӑпа пӗрле ӳкерни, яланах манпа пӗрле. Эпе ӑна аннен медальонӗ ашне кӳртсе лартрӑм та, мӑйран ҫакса ҫӳретӗп. Хама йывӑр килсен, эпӗ ӑна уҫса пӑхатӑп…
6 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вара мӑйӑхран ҫӗлесе тунӑ пӗчӗк хӑмӑта мӑйран ҫакрӗ те ачасене вӗрен вӗҫӗсене тыттарчӗ.Потом вышел вперед, впрягся в маленький хомут, сделанный из мешковины, дал по веревке мальцам.
14 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
«Манӑм чӗрере ҫакӑн пек йывӑрлӑх пурри ҫинчен пӗлнӗ пулсан, вӑл мана хӗрхенетчӗ-ши? — тесе ыйтнӑ Том хӑйӗнчен хӑй. — Вӑл макӑрса яратчӗ-ши, мана мӑйран ыталаса илсе йӑпатасшӑн пулатчӗ-ши?
3-мӗш сыпӑк. Вӑрҫапа тата юратупа аппаланать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Мӑйран вӗренпе йӑлмаклатчӗҫ.
Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№
Анчах «хам ҫӗҫӗпе мӑйран касрӑм» тесе суйма пултараймастӑп.
Хӑрасан та каялла чакман // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016, кӑрлач, 21; 23–24№