Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑл — мускуллӑ ҫавра питлӗ, вӑтӑрсенчи ҫамрӑк ҫын.Это был высокий человек лет тридцати, с круглым, мускулистым лицом.
XIX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Хура пустав тужурки унӑн тӗреклӗ мускуллӑ ӳт-пӳне ҫирӗппӗн туртӑнтарса витсе тӑрать, анчах тужурки ҫинче пӗр тӳме те юлман, — тӳмисем ахаль татӑлса ӳкнӗ темелле мар, юри касса илнӗ тесе шутлама май пур.
II сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Унта кӗнекесен хуплашкисемпе пӗрлешсе тӗттӗм шывра йӑрӑс пӳллӗ, тулли мускуллӑ ҫӳллӗ ҫын тӑрать, — шӑпах ҫавӑ: темиҫе ҫул каяллахи Эдвей.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 259–266 с.
Кӗре ӳчӗ, ҫутӑ кӑвак куҫӗсем, бронза сӗмлӗ кӑтрарах ҫӳҫӗ ӑна питех те кӑсӑк кӑтартаҫҫӗ — мускуллӑ пичӗн илемсӗрлӗхне шӑпах тӗрлӗ сӗм пуянлӑхӗпе ҫемҫетеҫҫӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 49–57 с.
Энниок хӑнана шӑтарасла тӗсерӗ те вӑраххӑн-вӑраххӑн кӗтеселле чакрӗ: мускуллӑ ҫак сӑна, пӗчӗк янахлӑ та пӗчӗк ҫӑварлӑскере, вӑл мӗнле манайтӑр?
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Шӑрӑхпа хӗрелсе кайнӑ, ҫӳҫ-пуҫӗсем тискеррӗн тӑмаланса пӗтнӗ грузчиксем ҫине, откатчиксемпе пильщиксем ҫине — Ерман ҫиллес куҫӗсемпе ҫиелтен ҫеҫ пӑхкаласа тӑрать, вӗсен ҫуркаланнӑ кӗписем айӗнчен ӑна хулӑм мускуллӑ уҫӑ кӑкӑрсем курӑнаҫҫӗ.
3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Кайран ҫитнӗ ҫул ҫӳрекен хӗрӗх ҫулалла ҫитнӗ ҫирӗп мускуллӑ вӑй питти ҫынччӗ.Путник был высокий плотный человек лет сорока, с крепкими мускулами, с смуглым, безбородым лицом.
XVI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Мӗн пурри пурте, куҫкӗски ҫинче палӑрнӑ шек, унӑн мускуллӑ маттур пичӗ ҫинче уҫҫӑн курӑнать.
III сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Хапхана илемлетекен хитре чугун чӗнтӗрсем алӑсемпе тытма ҫирӗп, мускуллӑ пӗчӗк урасемпе пусма шанчӑклӑ пулчӗҫ.
VI // Григорий Алентей. Куприн А.И. Шурӑ йыта: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 46 с.
— Апла пуҫӑн-ха эппин эсӗ ку ӗҫе, — (Дерпт университетӗнче пӗрле вӗреннӗ тесе, вӗсем пӗрне-пӗри «эсӗ» тесе чӗнеҫҫӗ); Фрост, мӑкӑрӑлса тӑракан мускуллӑ урисемпе пысӑк утӑмсем туса, хӑна пӳлӗмӗнчен буфета, буфетран хӑна пӳлӗмне каллӗ-маллӗ хутлама пикенчӗ те, часах сӗтел ҫине, яшка антармалли чара пырса ларчӗ, ун ҫине вунӑ кӗрепенке таякан сахӑр катӑкӗ, студентсен хӗреслетсе хунӑ виҫӗ шпаги пырса выртрӗҫ.
XXXIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Herr Frost нимӗҫ, анчах пирӗн ырӑ Карл Иваныч йышши нимӗҫ мар: вӑл вырӑсла тӗрӗс калаҫать, французла та перкелешет, пӗтӗмӗшпе илсен, уйрӑмах вӑл хӗрарӑмсем хушшинче нумай вӗреннӗ ҫын шутланать; вӑл хӗрлӗ мӑйӑхне ӳстерсе янӑ, хӑй ҫине йӑлтӑртатса тӑракан ҫутӑ кӑвак тӗслӗ, штрипкӑллӑ шӑлавар тӑхӑнса ҫӳрет, вӗҫӗсене шӑлавар ҫакки айне чикнӗ хура атлас шарфӗ ҫинче рубинлӑ пысӑк булавка йӑлкӑшать, вӑл ҫамрӑк, ҫи-пуҫӗ хӑйне хӑй кӑмӑлламалла хитре, мускуллӑ урисем тӳрӗ те тӗлӗнмелле илемлӗ.
XIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Тинӗс хӗрринчи сӑмахсене урӑхларах туса калаҫма, тайкаланса утма вӗреннӗ, хӑйсен мускуллӑ пӗвӗсене тельняшкӑсемпе ҫӑт туртӑнтарса лартнӑ, пирӗн хушша килсе вырнаҫнӑ Лӑпкӑ океан флочӗн морякӗсен хӑтланӑвӗсене ӳкерсе илме тӑрӑшакан каччӑсем.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Вӗсен хӗвелпе пиҫсе кайнӑ мускуллӑ ӳт-пӗвӗсем ҫине ҫап-ҫутӑ шыв юхса анса тӑрать.Загорелые, мускулистые торсы обливала светящаяся пузырчатая вода.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Эпӗ ӑнланса илме пултараймастӑп: мӗнле-ха ҫак этем, вӑрманта пире шӑхличсем туса параканскер, ларкӑч ҫине лартса катаччи чуптараканскер, ҫур тӗнчене тепӗр май ҫавӑрса лартма пултармалла хӑватлӑ мускуллӑ ҫын, хӑйне ырӑран пуҫне урӑх нимӗн те кӑтартман ҫынна вӗлерес шухӑша тытма пултарнӑ?
Вуннӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Пиҫӗ, мускуллӑ кӗлетке хӑйӗннех ыйтать, ун ҫинчи тӑварлӑ тарпа касӑлнӑ гимнастерка ҫатӑртатса кӑна тӑрать.
I // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Ҫамрӑках мар боецӑн ӳт-пӗвӗ мускуллӑ, шурӑ, мӑйӗ ҫеҫ ҫуха таран хӗвелпе пиҫсе хуралса кайнӑ, ҫав пиҫӗхнӗ вырӑн халӗ уйрӑммӑнах куҫ умне тухса тӑрать.
VIII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Ҫирӗп мускуллӑ аллисенче типӗ куракран явса тӗрлӗ тӗслӗ шапа хуранӗсемпе илемлетнӗ сулӑ.
Пӗрремӗш тус // Михаил Рубцов. Чумаченко А.А. Уйӑх ҫынни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Вӑл ҫамрӑк мар, унӑн хӑтсӑр, ҫынна хурлакан, тӑмананӑнни пек витӗр курӑнакан сарӑ тӗслӗ куҫӗсем хаяр, йывӑр; чышкӑ пек чӑмӑркка та туртӑнса тӑракан мускуллӑ пичӗ хӑйпе калаҫма тӑракан кашни ҫыннах хӑратать.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Комиссарпа калаҫнӑ пирки ӑна ӑшӑ пулчӗ пулас, вӑл хӑйӗн мӑйне ҫыхнӑ шарфне салтрӗ те, вара унӑн вӑйлӑ та мускуллӑ ҫара мӑйӗ курӑнса кайрӗ.
1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Вӑйлӑ, мускуллӑ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
- 1
- 2