Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

меллӗ сăмах пирĕн базăра пур.
меллӗ (тĕпĕ: меллӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче физкультура урокӗсене мини-стадионта ирттерме питӗ меллӗ пулӗ.

Помоги переводом

Округра — вӗренӳ министрӗ // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/08/04/%d0%be%d0%b ... 82%d1%80e/

Палӑртма кӑмӑллӑ, кану центрӗнче сывлӑха ҫирӗплетнисӗр пуҫне, ӑс-тӑна пуянлатма меллӗ, ӑс-хакӑл тӗнчине, тавра-курӑмлӑха та ӳстерсе пыма тӗрлӗ условисем пур.

Помоги переводом

Регион Пуҫлӑхӗ чӑваш чӗлхин пилотлӑ калаҫу клубне йӗркелес шухӑша ырланӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/16/regi ... alacu-klub

Халӗ ҫемьери лару-тӑрӑва лайӑхлатма меллӗ.

Так как сейчас есть возможность наладить семейные отношения.

32-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫутҫанталӑк лапамӗнче канма меллӗ вӑхӑт.

Период располагает для поездок на природу.

31-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ачасене ӗҫе явӑҫтарни предприятисемшӗн те меллӗ: ӗҫ укҫине пӗр пайне вӗсем тӳлеҫҫӗ, теприне — ӗҫлев центрӗсем.

Помоги переводом

Китай бизнесӗ каллех Чӑваш Енре тымар ярасшӑн // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/kitay-biznes ... -yarasshan

Тепӗр тесен, пӗлтерӗшлӗ мероприятисене йӗркелеме, пысӑк калӑпӑшлӑ проектсене пурнӑҫа кӗртме те меллӗ.

Помоги переводом

Кӑҫал Ҫамрӑксен ҫурчӗн прописки пулӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/07/kaca ... opiski-pul

Пӗр вырӑна мӗнпур ҫамрӑка пухма аван, пӗр-пӗрин паха ӗҫ опычӗсемпе паллашма меллӗ.

Помоги переводом

Кӑҫал Ҫамрӑксен ҫурчӗн прописки пулӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/07/kaca ... opiski-pul

Каярах сире хӑвӑрӑн пуҫаруллӑ проектӑрсене сӳтсе явма меллӗ пултӑр тесе, ятарлӑ тӳрем те туса пама тӑрӑшӑпӑр.

Помоги переводом

Кӑҫал Ҫамрӑксен ҫурчӗн прописки пулӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/07/kaca ... opiski-pul

Халӗ ӗҫ тытӑмне улӑштармашкӑн меллӗ.

Удачное время для того, чтобы изменить сферу деятельности.

27-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Пысӑках мар объекта, ГТО нормисене пама питӗ меллӗ.

Помоги переводом

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Каҫал ен тӑрӑхӗнче спорт инфратытӑмне пуянлатакан объектсене уҫнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/06/30/chav ... en-trhnche

Сиксе тапма епле меллӗ.

Помоги переводом

3 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Ваттисен ҫурчӗ Шурутри врач амбулаторийӗпе пӗр ҫуртра вырнаҫни ҫав енчен питӗ меллӗ, медицина ӗҫченӗсем юнашарах тесе калаҫҫӗ хӗрсем.

Помоги переводом

Пархатарлӑ та сӑваплӑ ӗҫ тӑваҫҫӗ // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/06/13/%d0%bf%d0%b ... %ab%d3%97/

Халӗ шӑпах кун валли меллӗ вӑхӑт.

Сейчас как раз благоприятный период для этого.

25-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫавине Коля питӗ меллӗ те селӗм туса панӑ иккен: вӑшкӑнать ҫеҫ.

Помоги переводом

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Сывлӑха ҫирӗплетмелли, пултарулӑха аталантармалли, культура пуянлӑхӗпе паллаштармалли, умри тӗллевсене пурнӑҫламалли чи меллӗ вӑхӑт вӗренекенсемшӗн.

Помоги переводом

Шкул лагерӗнче пурнӑҫ савӑк // Елена ИВАНОВА. http://alikovopress.ru/shkul-lagerenche- ... savak.html

Тепӗр тесен, ялта пурӑнакансене пӗр ҫӗре пухӑнса канашлама та меллӗ, пушӑ вӑхӑта усӑллӑ ирттерме аван.

Помоги переводом

Вӑрмарти Ямпай ялӗнче ҫӗнӗ Культура ҫуртне уҫнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/06/14/vrma ... curtne-ucn

Ҫӗршывшӑн ансатах мар вӑхӑтра отрасль предприятийӗсенчен чылайӑшӗ, пирӗн салтаксене пахалӑхлӑ хатӗр-хӗтӗрпе, меллӗ те ҫирӗп тумтирпе тата атӑ-пуш-макпа тивӗҫтерсе, пысӑк пулӑшу парать.

В непростое для страны время многие предприятия отрасли оказывают большую поддержку СВО, обеспечивая бойцов качественным снаряжением, тактической одеждой и обувью.

Олег Николаев Пир-авӑр тата ҫӑмӑл промышленноҫ ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/06/11/ole ... ikov-legko

Пӑхма чипер, анчах тыткалама, усӑ курма меллӗ мар.

Помоги переводом

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Меллӗ, ҫӑмӑл, теҫҫӗ.

Помоги переводом

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

«Пӑрахса кайрӗ пулас, ун йышши ҫынсем шавлӑ, тӗркӗшӳллӗ вырӑнта пулма юратмаҫҫӗ вӗсем. Тен, манпа вӑхӑт ирттерсе ҫӳрессинчен пӑрӑнмалли меллӗ самантпа усӑ курма васкарӗ», — тесе те шутланӑччӗ ӗнтӗ эп, ҫапла шутласа «ҫылӑха та кӗнӗччӗ» — ҫитрӗ-тӑчӗ хайхискер тахӑш енчен ман ҫума, панелевоз умне.

Помоги переводом

IX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней