Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

меллӗ сăмах пирĕн базăра пур.
меллӗ (тĕпĕ: меллӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кал-кал туса лартма май та пурччӗ ҫав ку ҫурта: ытла кӑткӑс объект мар вӑл, ҫитменнине тата — аслӑ ҫул хӗрринчех: йӗпе-сапа ҫанталӑкра та ӑна-кӑна турттарса пыма меллӗ.

Помоги переводом

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Мана Улюк совхоз хваттерӗнчен мӗншӗн кунта куҫса килнине ыйтма меллӗ самант ҫитнӗн туйӑнчӗ (Улюкпа хӗрӗ, тем каласан та, ырӑпа куҫса килмен пек туйӑнать, Анюк чӑннине каламан пек туйӑнса тӑрать, чӑннине пӗлессӗм килсе тӑрать).

Помоги переводом

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Евлалия Васильева ертсе пынипе вырӑнти условисенче меллӗ пусӑ ҫаврӑнӑшне хатӗрлесе ӗҫе кӗртнӗ, тӑпра пулӑхне тата акӑнакан культурӑсен уйрӑмлӑхӗсене кура удобренисемпе усӑ курассине, вӑрлӑх туса илессине ӑнӑҫлӑ йӗркелесе пынӑ.

Помоги переводом

Евлалия Васильева агрономӑн пурнӑҫ уйӗ // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2023/06/02/%d0%b5%d0%b ... 83%d0%b9e/

Халӗ сирӗн хӑвӑршӑн меллӗ пек ӗҫлемелле.

Наступает период, когда вы должны начать действовать с выгодой для себя.

22-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Тислӗк таврашне те турттарма меллӗ вӑл…

Помоги переводом

Чӑваш Енри тухтӑрсем тем те ӑсласа кӑларма ӑста! // Аҫтахар Плотников. https://t.me/senkapkan/213

Бизнеса йӗркелесе пуҫарса яма питех те меллӗ Чӑваш Енре.

Помоги переводом

Предпринимательлӗх центрӗ Чӑваш Ен пулма пултарӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/26/pred ... lma-pultar

Кириллицӑпа эпир паян та усӑ куратпӑр, Кирилпа Мефодий тунӑ азбука чи ансат та меллӗ.

Помоги переводом

Славян ҫырулӑхӗпе культура кунне ҫулсерен майӑн 24-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... va-3270575

Ҫанталӑк кӑштах ӑшӑтнӑ чухне вӑрлӑха алламалли чи меллӗ вӑхӑт пулнине калаҫҫӗ.

Помоги переводом

Паха вӑрлӑхпа усӑ курни пысӑк тухӑҫ илме тата тӑкаксен пысӑк пайне саплаштарма май парать // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/05/12/%d0%bf%d0% ... %b0%d1%82/

Ҫапла майпа Елчӗке аякри ялтан строительство ӗҫӗнче усӑ курма кирлӗ ку е вӑл тавара туянма килнӗ ҫын хаклӑ вӑхӑтне сая ямасӑр, мӗнпур япалана кунтанах туянма пултарни питех те меллӗ пулнине ӑнланатпӑр.

Помоги переводом

Туянакансен ыйтӑвӗсене туллин тивӗҫтереҫҫӗ // Александр ГОЛОВИН. http://елчекен.рф/2023/05/19/%d1%82%d1%8 ... 80%d0%b5c/

Вӗсем вулама меллӗ, ӑнланма йывӑрлӑх кӳмен вырӑсла текстпа усӑ курӗҫ.

Помоги переводом

Округа чӑвашлатмалла-и? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6313.html

Синоним пек усӑ курма меллӗ пулӗ!

Помоги переводом

Округа чӑвашлатмалла-и? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6313.html

Сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пырсан, сывлӑх та ҫирӗп пулӗ, пуласлӑхра ҫитӗнӳсем тума та аван, йывӑрлӑха парӑнтарма та меллӗ.

Помоги переводом

Регионта юлашки виҫӗ ҫул хушшинче футболла вылямалли уйсемпе стадионсене 14 уҫнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/11/regi ... tbolla-vil

Пӗр сӑмахпа каласан, спорта кӑмӑл тӑвакансене валли кӗлетке-ҫурӑма хускатма анчах мар, ятарлӑ ӑмӑртусене ирттерме те меллӗ.

Помоги переводом

Регионта юлашки виҫӗ ҫул хушшинче футболла вылямалли уйсемпе стадионсене 14 уҫнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/11/regi ... tbolla-vil

Ҫӗнӗ вырӑнта меллӗ пултӑр тесе тӑлӑх ҫамрӑксене тивӗҫлӗ майсем туса пама тӑрӑшнӑ: сантехника тата электричество плити вырнаҫтарнӑ, юсав ӗҫӗсене ирттернӗ.

Помоги переводом

89 тӑлӑха хваттерпе тивӗҫтерчӗҫ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61148

Ун чухне эпӗ ӳпкелешменччӗ, халӗ шӑпах - меллӗ самант.

Помоги переводом

Тутӑ ҫын выҫӑскере ӑнланайӗ-ши? // Владимир СУРКОВ. «Хыпар», 2015, 40–41 (26692-26693)№, 12 с.

Инвалидсемшӗн меллӗ пандуссемпе карлӑксем те, лифт та ҫук.

Помоги переводом

Тутӑ ҫын выҫӑскере ӑнланайӗ-ши? // Владимир СУРКОВ. «Хыпар», 2015, 40–41 (26692-26693)№, 12 с.

«Перекетлӗ поликлиника» принципӗсене пӑхӑнса, амбулатори уйрӑмӗнче лаптӑксемпе тухӑҫлӑ усӑ курассине пӑхса хӑварнӑ — пациентсем валли ятарлӑ хӑтлӑ зона, меллӗ навигаци, уҫӑ регистратура.

Помоги переводом

Кун йӗркинче — пӗлтерӗшлӗ ыйтусем // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/04/21/%d0%ba%d1%8 ... %b5%d0%bc/

Александр Николаевичпа Василий Владимирович унти ӗҫ-хӗлпе паллашрӗҫ, юсав вӗҫленсен ял ҫыннисен сывлӑхне ҫирӗплетмелли меллӗ вырӑн пуласса палӑртрӗҫ.

Помоги переводом

Кун йӗркинче — пӗлтерӗшлӗ ыйтусем // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/04/21/%d0%ba%d1%8 ... %b5%d0%bc/

Вӗсем пассажиршӑн питех те меллӗ: рычак пеккине ҫавӑрса кресло хыҫне тайӑлтаратӑн та пуҫа ун ҫине хурса вырӑн ҫинчи пекех канлӗн ҫывӑрма пултаратӑн.

Помоги переводом

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Хӗстернӗ кӗпине тирпейлӗ — Шывран килен шур хур пекех Ытарма ҫук яка та меллӗ Утса килет маттур пике.

Помоги переводом

Саланнӑ саманара нитне ҫухатмасӑр хӑтлӑх шыранӑ писатель // Борис Чиндыков. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 3-8 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней