Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

медальсем (тĕпĕ: медаль) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Козловӑна тӑшман аллинчен туртса иличчен пӗр сехет малтан совет правительстви полкри нумай салтаксемпе офицерсене орденсемпе медальсем парса наградӑлани ҫинчен паллӑ пулчӗ.

За час до освобождения Козлова стало известно, что Советское правительство наградило орденами и медалями большую группу солдат и офицеров полка.

XI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

— Орденсемпе медальсем пурин те пӗр пек, ҫавӑнпа та сире валли урӑхла отличисем пулмалла ӗнтӗ, — пӗлекен ҫын пек каларӗ Умрихин.

— Ордена и медали у всех одинаковые, а для вас должны быть особые отличия, — знающе заявил Умрихин.

V // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Вӗсем умӗнче делегатсем утса ҫӳреҫҫӗ; анлӑ мар, анчах вӑрӑм фойере пӗрре пӗчӗк тутӑрсем ҫыхнӑ е хӗрарӑм шлепки тӑхӑннӑ пуҫсем, тепре вӑрӑм ҫӳҫлӗ е шакла пуҫсем вӗлтлетсе иртеҫҫӗ; хӑшӗсем гимнастеркапа галифе, урисене юр пек шурӑ бурки тӑхӑннӑ; хӑшӗсем ӑста ҫӗленӗ костюмсене пирвайхи хут тӑхӑннӑ, хӑшӗсем погонсем ҫакнӑ ҫар кителӗсене тӑхӑннӑ, хӑшпӗр ҫӗрте генерал лампасӗсем хӗрелсе илеҫҫӗ; кӑкӑр ҫинче орденсем, медальсем е тата Ылтӑн Ҫӑлтӑрсем те йӑлтӑртатса тӑман ҫын питӗ сахал.

Мимо них прохаживались делегаты; по всему неширокому, но длинному фойе виднелись то косынки или женские шляпы, то чубатые или лысеющие головы; кто был одет в гимнастерку и галифе, а на ногах бурки; кто в отлично сшитом, впервые надетом костюме; кто в военном кителе с погонами, кое-где красочно рисовались генеральские лампасы; редко-редко у кого на груди не блестят ордена, медали.

XIX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Кӑкӑрӗ ҫинче орденпа медальсем йӑлтӑртатаҫҫӗ.

Помоги переводом

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Уйрӑмах Женя Дунаев, Дима Петрянкин, Игорь Ермолаев, Дима Алимасов, Саша Люнгин тата ыттисем те яланах малтисен шутӗнче, медальсем ҫӗнсе илеҫҫӗ.

Помоги переводом

Ырӑ кӑмӑллӑ, тӗслӗхлӗ юлташ // Виталий ВАСИЛЬЕВ. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18

Грамотӑсемпе медальсем кунта та хӑйсен хуҫисене тупрӗҫ.

Грамоты и медали и здесь нашли своих владельцев.

Эпир нимӗҫ ҫӗрӗсем тӑрӑх утса тухнӑ // Николай Смирнов. «Тӑван Ен», 47-48№, 2016.06.23-30

Шкултан вӗренсе тухнӑ май ылтӑн тата кӗмӗл медальсем илекенсене депутат кашни ҫулах парнепе савӑнтарать.

Помоги переводом

Николай Малов: «Вӑй-хӑват ҫӑлкуҫӗ — шалти килӗшӳлӗх» // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Тӗнче чемпионачӗсенчи чи лайӑх кӑтартӑва СССР команди Англире иртнӗ турнирта кӑтартнӑ, 4-мӗш вырӑн йышӑнса /1966 ҫ./ пӑхӑр медальсем ҫӗнсе илнӗ.

Помоги переводом

Асран кайми самантсем // Алексей ВОЛКОВ. «Елчӗк Ен», 2016.05.07

Тепӗр 4 ҫултан Мельбурнри вӑйӑсенче ылтӑн медальсем ҫӗнсе илнӗ.

Помоги переводом

Асран кайми самантсем // Алексей ВОЛКОВ. «Елчӗк Ен», 2016.05.07

Фронтовикӑн кӑкӑрне Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ, «Ҫапӑҫури паллӑ ӗҫсемшӗн» тата ытти медальсем илемлетнӗ.

Помоги переводом

Журналистсем те Тӑван ҫӗршыв ирӗклӗхӗшӗн кӗрешнӗ // Л.ШУРЯШКИНА. «Каҫал Ен», 2016.05.06

Ахальтен мар ӗнтӗ пархатарлӑ ӗҫпе ҫӗнсе илнӗ медальсем, Тав хучӗсем чылай унӑн.

Помоги переводом

Техника штурвалне алӑран яман // Владимир ЕГОРОВ. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.18

«Манӑн медальсем пур, кубок вара – пӗрремӗш!» – сӑлтавне пытармарӗ пӗчӗкскер.

Помоги переводом

Медальсен шутне ӳстерчӗҫ // ВЕРА ШУМИЛОВА. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Ҫӗнтерӳҫӗсене медальсем парса чысларӗҫ.

Победителей наградили медалями.

Волейболла, футболла вылярĕç // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, нарӑс, 26

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней