Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Эпир нимӗҫ ҫӗрӗсем тӑрӑх утса тухнӑ

Автор: Николай Смирнов

Источник: «Тӑван Ен», 47-48№, 2016.06.23-30

Добавлен: 2016.06.23 00:26

Предложений: 24; Слово: 348

Тип текста: Публицистика

По-русски Тема: Военное

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи хыҫҫӑн Германири ҫар хулисенче ҫур миллиона яхӑн салтак хӗсметре тӑнӑ. 1945-1994 ҫулсенче, 49 ҫул та 2 уйӑх та 22 кунра (1994 ҫулхи августӑн 31-мӗшӗччен), нимӗҫ ҫӗрӗ ҫинче 108 пин чӑваш каччи хӗсметре пулнӑ. Вӗсен ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ хушӑрах ҫак халӑх культурипе те паллашма май пулнӑ, икӗ халӑх туслӑхӗ ҫыру урлӑ малалла тӑсӑлнӑ.

Питӗр хулинче пурӑнакан Валерий Жиляев Германири Совет Ҫарӗсен ушкӑнӗнче пулнӑ ветерансен Халӑхсен хушшинчи ассоциацине йӗркелесе янӑранпа тӑхӑр ҫул иртрӗ. Чӑваш Енре вара 2013 ҫулхи декабрӗн 19-мӗшӗнче чӑмӑртаннӑ пӗрлешӗве Михаил Семенов полковник ертсе пырать. Иртнӗ ҫулхи декабрӗн 26-мӗшӗнчен Шупашкар районӗнче те ассоциаци уйрӑмӗ ӗҫлеме пуҫларӗ, унӑн ертӳҫи вара Чанкасри Вениамин Степанов. Вӑл йӗркеленипе июнӗн 9-мӗшӗнче Кӳкеҫри «Бичурин тата хальхи самана» музейра районти ГСВГ ветеранӗсем тӗл пулчӗҫ. Уяв ячӗпе медальсен чыславӗ те иртрӗ. Июнӗн 11-мӗшӗнче вара Германири Совет Ҫарӗсен ушкӑнӗ йӗркеленнӗренпе 71 ҫул ҫитнине халалласа Шупашкарти Ҫар Мухтавӗн монуменчӗ умӗнче уяв митингӗ халӑха йышлӑ пухрӗ. Унта тӗрлӗ районпа хуларан 200 яхӑн ветеран пухӑнчӗ. Вӑсен умӗнче федерацин Атӑлҫи округӗнчи вӗтерансен ассоциацийӗн ертӳҫи Геннадий Кошкин тата ыттисем тухса калаҫрӗҫ. Геннадий Кошкин 2014 ҫулта Германи ҫӗрӗ ҫинче Совет Ҫарӗсен ушкӑнӗнче хӗсметре тӑнӑ ҫар ҫыннисене асӑнса Чӑваш Республики пӗтӗм тӗнчере пуҫласа палӑк лартни пирки аса илтерчӗ. «2015 ҫулта тата 4 ҫӗрте палӑк тунӑ. Кӑҫал вара 6-мӗшне палӑка Шӑмӑршӑра уҫрӑмӑр. Ӗҫсем малалла пыраҫҫӗ», – терӗ вӑл уявпа саламланӑ май. Николай Кириллов ҫак куна патшалӑх уявӗсен шутне кӗртесси пирки каларӗ. Грамотӑсемпе медальсем кунта та хӑйсен хуҫисене тупрӗҫ. «Служба тивӗҫне Тӑван ҫӗршывран аякра пурнӑҫланӑшӑн» медале тивӗҫнисен йышӗнче Шупашкар районӗнчен ҫак йӗркесен авторӗ, Кӳкеҫре пурӑнакан Владимир Андреев, Роберт Кузьмин, Энтимӗркассинчи Владислав Касьянов пулчӗҫ. «Варшава килӗшӗвне – 60 ҫул» медале районтан Арефий Никифоровпа Евгений Федоров тивӗҫрӗҫ. Котеркассинчи Сильвестр Петров кӑкӑрӗ ҫинче вара «ГСВГ ветеранӗ» вӗр-ҫӗнӗ медаль ялтӑртатрӗ. Шӗнерпуҫӗнчи Виталий Яковлев ертӳҫӗсен аллинчен ассоциацие кӗнине ҫирӗплетекен ӗнентерӳ хучӗпе медале алла илчӗ. Ҫапла майпа ГСВГ ветеранӗсен регионри ассоциацийӗнче тӑракан ветерансен йышӗ 2 хут ӳсни палӑрчӗ. Германи ҫӗрӗ ҫинчен ҫар тивӗҫне пурнӑҫласа тӑван яла таврӑннӑранпа кӗркунне 30 ҫул ҫитет пулин те пӗр полкра хӗсметре тӑнисене халиччен тӗл пулма май килменччӗ. Уява Ҫӗрпӳ районӗнчен ҫитнӗ Станислав Марков, сӑмахран, 1979-1981 ҫулсенче эпӗ пулнӑ Хагенов хули ҫывӑхӗнчи 283-мӗш полкра химиксен ротинче хӗсметре тӑнӑ. Аса илмелли тем чухлех пулчӗ. Митинг хыҫҫӑн ӑшӑ тӗл пулу сӗтел хушшинче малалла тӑсӑлчӗ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней