Поиск
Шырав ĕçĕ:
2. Иисус кимӗ ҫинчен ансассӑнах Ӑна ҫӗр хӑвӑлӗнчи тупӑклӑхран тухнӑ усал ернӗ ҫын тӗл пулнӑ; 3. вӑл тупӑклӑхрах пурӑннӑ, ӑна никам та сӑнчӑрпа сӑнчӑрласа та чарайман; 4. ӑна темиҫе хут та тимӗрлесе-сӑнчӑрласа пӑхнӑ, анчах вӑл сӑнчӑрӗсене тата-тата пӑрахнӑ, тимӗрӗсене ватнӑ — ӑна никам та лӑплантарма пултарайман; 5. вӑл яланах ҫӗрле те, кӑнтӑрла та тусем хушшинче, ҫӗр хӑвӑлӗсенчи тупӑклӑхсенче кӑшкӑрашса, чулсем ҫумне ҫапӑнса ҫӳренӗ.
Мк 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
49. Эсӗ акӑ вӑл ывӑлӗшӗн мӗнле хуйхӑрнине курнӑ, ӑна лӑплантарма тӑрӑшнӑ — сана ҫакӑн ҫинчен каласа пӗлтермеллеччӗ.
3 Езд 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
40. Ҫакӑн умӗн сана мӗн курӑннин тупсӑмне ҫапла ӑнланмалла: 41. эсӗ йӗрекен арӑма курнӑ, ӑна лӑплантарма тӑрӑшнӑ, 42. кайран вӑл курӑнми пулнӑ, санӑн умна туса лартнӑ хула тухса тӑнӑ, 43. арӑм сана хӑй ывӑлӗн вилӗмӗ ҫинчен каласа панӑ — акӑ мӗне пӗлтерет ҫакӑ: 44. эсӗ курнӑ арӑм тата туса лартнӑ хула — Сион вӑл; 45. ҫав арӑм вӑтӑр ҫул ача тумасӑр пурӑнни — ҫакӑ ӗнтӗ Сионра вӑтӑр ҫул хушши парне кӳменнине пӗлтерет.
3 Езд 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Кайран мана лӑплантарма чарӑнчӗҫ, эпӗ вара ҫӗрле тӑтӑм та тухса чупрӑм, куратӑн ӗнтӗ — ҫак хире килсе тухрӑм.
3 Езд 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Эпир ӗнтӗ ҫутаткӑҫсене сӳнтертӗмӗр, кӳршӗсем пурте мана лӑплантарма тытӑнчӗҫ, эпӗ вара вилнӗ пек хытса лартӑм, тепӗр кунхи каҫченех ҫапла ларнӑ.
3 Езд 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Халӑх патне янӑ ҫырӑвӗнче вара патша ҫапла каланӑ: «Антиох патша иудейсен аслӑ ҫыннисене тата ытти иудейсене савӑнӑҫ сунать. 28. Эхер те эсир сывлӑхлӑ тӑратӑр пулсассӑн, эпир сире ҫавнах сунатпӑр — эпир те сывлӑхлах пурӑнатпӑр. 29. Эсир пирӗн патӑмӑрти ҫыннӑрсем патне килме шутлани ҫинчен Менелай пире пӗлтерчӗ. 30. Ҫапла вара ксанфик уйӑхӗн вӑтӑрмӗш кунӗччен килекенсене сылтӑм аллӑм хӑрушсӑрлӑх шантарма хатӗр: 31. иудейсем, унчченхи пекех, хӑйсен апат-ҫимӗҫне ҫиме, хӑйсен саккунӗсене уяса тӑма пултараҫҫӗ, малтанхи пӑтрашушӑн вӗсене нихӑшне те нимӗнле майпа та канӑҫсӑрлантармӗҫ. 32. Сире лӑплантарма эпӗ сирӗн пата Менелая ятӑм. 33. Сывлӑхлӑ пулӑр! Ҫӗр хӗрӗх саккӑрмӗш ҫул, ксанфик уйӑхӗн вунпиллӗкӗмӗш кунӗ».
2 Мак 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ман ҫинче — Ҫӳлхуҫа Турӑ Сывлӑшӗ: мӗскӗнсене ырӑ хыпар пӗлтермешкӗн Ҫӳлхуҫа Мана ҫу сӗрчӗ, Мана хуйхӑпа касӑлнӑ чӗреллисене лӑплантарма, тыткӑнрисене ирӗке тухасси ҫинчен пӗлтерме ячӗ, хупса хунисене тӗрме алӑкӗ уҫӑласси ҫинчен, 2. Ҫӳлхуҫа ырӑлӑхӗн вӑхӑчӗ ҫитессе, Туррӑмӑрӑн тавӑру кунӗ ҫитессе пӗлтерме, пур кулянакана та йӑпатма ячӗ, 3. Сион ҫинче хуйхӑрса пурӑнакансене пулӑшма: вӗсене кӗл вырӑнне пуҫкӑшӑль, куҫҫуль вырӑнне савӑнӑҫ ҫӑвӗ, хурлӑх вырӑнне мухтав тумӗ парнелеме ячӗ; вӗсене вара чӑнлӑхпа вӑйлисем, Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн мухтавӗшӗн лартнӑ йывӑҫсем тейӗҫ.
Ис 61 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Давид ӗнтӗ Аннон патне, ӑна ашшӗ вилнӗ хыҫҫӑн йӑпатса лӑплантармашкӑн, элчӗсем янӑ; Давид тарҫисем Аммон ҫӗрне, Аннон патне, ӑна йӑпатса лӑплантарма пырса ҫитнӗ.
1 Ҫулс 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Вӗсен ашшӗ Ефрем вӗсемшӗн темиҫе кун макӑрнӑ, тӑванӗсем ӑна лӑплантарма пынӑ.22. И плакал о них Ефрем, отец их, много дней, и приходили братья его утешать его.
1 Ҫулс 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Давид хӑйӗн тарҫисене ашшӗ вилнишӗн кулянакан Аннона лӑплантарма янӑ.
2 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.