Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вокзалта халӑх туллиех, ҫӗрле ҫеҫ, икӗ поезд хушшинче, ик-виҫ сехетлӗхе кӑшт лӑпланать.
Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Аннӳ вӑрҫать, вӑрҫать те лӑпланать вӑл.
Пӗрремӗш курӑну // Арсений Тарасов. Килти архив
Вара ҫавӑнтах вӑл лӑпланать.
Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.
Кӑштах ӑшӑ нӳрлӗх сарӑлма тытӑнчӗ; варкӑш ҫил касси сирӗн патӑра вӗҫсе ҫитет те лӑпланать.Слегка повеяло теплой сыростью; влетевший ветер около вас замирает.
Ермолайпа мелник арӑмӗ // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 132–142 с.
Ҫил-тӑман пӗрре лӑпланать, тепре вӑйлӑланать, ҫӗр ҫийӗн ҫаврӑнакан юр номерленӗ ҫынсене хупӑрласа хурать.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Ҫиме ҫинчен шухӑшласан темле чун лӑпланать, ҫавӑнпа Тётка паҫӑр Федор Тимофеичран чӑх урине вӑрласа шкаппа стена хушшине пытарнине асне илчӗ, унта эрешмен картипе тусан туллиех.
VI. Канӑҫсӑр каҫ // С. Алексеев. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан С. Алеквеев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 68 с.
Полк командирӗ хӗҫ-пӑшалсене туртса илессипе хӑратнӑ хыҫҫӑн тин ҫак пӑлхану майӗпен хухкаласа лӑпланать.Но командир полка пригрозил разоружением, и волнение пошло на убыль, улеглось.
VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ача лӑпланать, анчах кӑштахран леш тӗлӗк ҫӗнӗрен пуҫланать.
Аллине шарт ҫапать Ненила // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.
Ну, спасибо, халӗ манӑн чунӑм лӑпланать.
XV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Унтан вӑл хӑй тавра пӑхать, вӑхӑтлӑх ырлӑха туять те лӑпланать; каҫхи хӗвел анӑҫри шуҫӑм ҫутинче хуллен те лӑпкӑн анса ларнине вӑл шухӑша кайса сӑнать те, юлашкинчен, ҫапла шутлать: унӑн пурнӑҫӗ ҫапла килсе тухрӗ кӑна мар, этем кун-ҫулӗ питӗ лӑпкӑ иртме пултарнине кӑтартма вӑл ҫапла ҫӑмӑл та канас пулмалла пулнӑ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Штольцӑн мӗнпур ӗҫ-хӗлӗпе пурнӑҫӗ ҫумне кунсерен тата тепӗр ют ӗҫ-хӗлпе ют пурнӑҫ хутшӑнса пырать: Ольгӑна чечексем, кӗнекесем, нотӑсем, альбомсем парнелесе, ӑна ӗҫ тупса патӑм тесе, лӑпланать вӑл, вара ӗҫлеме каять, е пӗр-пӗр лайӑх имение пӑхса ҫӳрет, е пӗр-пӗр ҫӗнӗ, чаплӑ ҫынсемпе паллашать; унтан ывӑнса таврӑнать те, рояль умне ларса, Ольга юрланине итлесе канать.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫурҫӗр тӗлӗнче асап тӳсекенсем ҫинчен-и, е хӑйӗн касса илнӗ чӑн-чӑн урисене шыраса ялсем тӑрӑх ҫӳрекен йывӑҫ ураллӑ упа ҫинчен юмах пуҫланать-и — сехӗрленсе ӳкнӗ ачан ҫӳҫӗ вирелле тӑрать; кӑмӑлӗ пӗрре лӑпланать, тепре вӗреме пуҫлать; вӑл вара тертленет, савӑнать, унӑн нервисем хӗлӗх пекех туртӑнса тӑраҫҫӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫырма та лӑпланать; кӑшт вӑхӑт иртсен, унта та сасартӑк юлашки хут тем чӑмпӑлтатать те шӑпланать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫапах та ача яланах шухӑ мар: вӑл, тепӗр чухне, няни патӗнче ларса сасартӑк лӑпланать те пур япала ҫине те тинкерсе пӑхма пуҫлать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫапла Обломов пӑшӑрханать те, лӑпланать те; ҫав лӑплантаракан тен, мӗнле те пулин текен сӑмахсенче вӑл хӑйӗн шанчӑкне, йӑпанӑвне тупать пулас, ҫавӑнпа вӑл ҫак юлашки икӗ инкекрен ҫав сӑмахсемпе хӑтӑлма тӑрӑшрӗ.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Кайран хӑйӗн шӑпине турӑ аллине шанса парать те лӑпланать, тӗнчере мӗн пулни-иртнишӗн пӑшӑрханма пӑрахать, тӑвӑл унта кирек мӗн тутӑр.
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Анчах пӑхатӑн, ирхи вӑхӑт иртрӗ, кун каҫ еннелле сулӑнать, унпа пӗрлех Обломовӑн хавшанӑ вӑйӗ те канма туртӑнать; ҫӗкленнӗ кӑмӑлӗ лӑпланать, пуҫӗнчи шухӑшӗсем сирӗлеҫҫӗ, юнӗ те майӗпен тапма пуҫлать, Обломов лӑпкӑн, шухӑша кайса, ҫурӑмӗ ҫине ҫаврӑнса выртать те чӳрече ҫине, пӗлӗт ҫине хурлӑхлӑн пӑхма пуҫлать, такамӑн тӑватӑ хутлӑ ҫурчӗ хыҫне мӑнаҫлӑн анакан хӗвеле хурлӑхлӑн пӑхса ӑсатать.
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Шыв урӑх ниҫта та куҫманнине пӗлсен вӑл лӑпланать, «Виктория» броненосеца ҫыран енне тытать.
Вунтӑххӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Вара матрос, шӑлӗсене шӑтӑртаттарса, хуллен лӑпланать.
XVI. «Башеннӑй, пер!» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Чирлӗ ҫын хӑшпӗр сӑмаха чун хавалӗпе калама тӑрӑшать, анчах ун нимӗн те пулмасть, вара вӑл ӗҫ тухманнине сиссе тӗлӗннӗ пек пулать те хӑех лӑпланать.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951