Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

лекмен (тĕпĕ: лек) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Черчени тӑрӑх вӗрентекен преподаватель Жаков вӗренекенсене хытӑ тыткаланӑ, нимӗн те вараланман, пӗр тумлам лекмен чертёжсем ыйтнӑ.

Преподаватель черчения Жаков был очень строг и требовал, чтобы на чертеже не было ни единой помарки, ни единого пятнышка.

Ҫирӗм тӑххӑрмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.

Пӗрре те чарӑнса тӑмарӗҫ вӗсем, пӗрмаях алла-аллӑн тытӑнса, паркӑн вӗҫӗ-хӗррисӗр аллейисемпе утрӗҫ, сӑртсем ҫине хӑпарнӑ май илемлӗ вырӑнсем ҫине пӑхса киленчӗҫ, улӑхсене анса хӗвел лекмен сулхӑна пытанчӗҫ.

И ни разу они не останавливались — все шли да шли по бесконечным аллеям парка, то поднимаясь в гору и на ходу любуясь видом, то спускаясь в долину и укрываясь в непроницаемую тень — и все рука с рукой.

XXXVI // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.

Эпӗ нимӗнле хӑрушлӑха та лекмен.

Я никакой опасности не подвергался.

XXIV // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.

— Ӳпкине лекмен пултӑрах, — терӗ Соколов.

— Лишь бы не в легкие, — сказал Соколов.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Вӑл хӑйне хупӑрласа илнӗ ҫынсем витӗр ҫӗмӗрсе тухса тарма тапӑнса пӑхнӑ, анчах хролинсем ӑна флигеле каялла хӑваласа кӗртнӗ, ҫиччӗшӗнчен пӗрне персе ӳкернӗ Антонюк кунашкал перкелешӗве пӗрре анчах лекмен, анчах яланах терес-тӗкел тухса пынӑ: кашнинчех ӑна гранатӑсем тата тӗттӗм ҫӗр хӑтарнӑ.

Рванулся было напролом, но загнали его обратно хролинцы во флигель, проткнув одного из семерки пулей, не раз попадался Антонюк в такие перепалки и всегда уходил цел: выручали ручные гранаты и ночь.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Францин аллине Австрали ҫавӑншӑн ҫеҫ лекмен, мӗншӗн тетӗр пулсан, Боден капитан, калас пулать, хӑй хӑравҫӑ та пулман, 1802 ҫулта Австралин шаписем кваклатнинчен меслетсӗр сехӗрленсе ӳкнӗ те, часрах якӑрне илсе, текех кунта ӗмӗрне те килсе кӗрес мар тесе вӗҫтернӗ.

Что Австралия только потому не принадлежит Франции, что капитан Боден, который, кстати сказать, не был трусом, в 1802 году так испугался кваканья австралийских лягушек, что поспешил поднять якорь и бежал, чтобы никогда не возвращаться!

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Юлашки кунсенче вара таппа пачах шӑшисем лекмен.

Но в последние дни мыши что-то перестали попадаться.

Шӑши таппи // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 45–72 с.

Ыттисене вара лекмен тетӗн-им? —

Другим, думаешь, не нагорело? —

VI сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.

Ачасенчен ҫурри ытла пӗрре те «Крокодил ҫурине» лекмен, ыттисем вара леккелесен те пирӗн пек ҫине-ҫине мар, эпир акӑ, виҫсӗмӗр, хаҫат ҫине ҫыпӑҫтарса хунӑ пекех…

Больше половины ребят совсем не попало в «Крокодиленок», остальные хотя и попадают, но очень редко, а мы трое словно приклеены к этой газете.

«Крокодил ҫури» // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 85–100 с.

— Ан манса кай, сан Степан та тӗрмене паттӑр ӗҫшӗн лекмен, ҫана вара чӗлхӳне сахалтарах кӑларсан та юрамалла!

— Не забывай, что и твой Степан не за геройство в тюрьму сел, а тебе можно бы и покороче язык высовывать!

12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Алексей Макарович кунта пурӑнма пуҫлани нумай пулмасть-ха, ун ҫаплах ача ҫурчӗн картишӗнчи кивӗ флигельпе уйрӑлас килмен, вара ӑна пушӑ ларакан ҫурта куҫма кӑшт ҫеҫ обкомӑн ӳкӗтлеме лекмен.

Алексей Макарович поселился в нем совсем недавно, все не хотел расставаться с ветхим флигельком во Дворе детского дома, и потребовалось чуть ли не вмешательство обкома, чтобы Бахолдин наконец перебрался в пустовавшее помещение.

14 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Эсӗ ун чух машинӑна епле чуптартӑн, гусеницӑсем ҫӗре лекмен пекех пычӗҫ-ҫке.

Как ты тогда разогнал машину, ведь гусеницы почти не касались земли.

XXVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Лекмен, эпӗ хам ҫавӑн пек сӗнтӗм…

— Не достался, а я сам его предложил…

VII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Тата кунашкал тарӑн ҫӗре те нихӑҫан та лекмен.

А на такую глубину ему вообще не доводилось попадать.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Унта лекмен ҫӗртен лектерӗн!

Тут как не попасть!

XLII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Ӑна пӗр пуля та лекмен иккен.

Ни одна пуля не задела его.

XXIX. Юнпа тӗне кӗртни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вара никам шуйттанӗ те, пирӗн хаклӑ Давыдов юлташ пек, ҫавнашкал пӑтӑрмаха лекмен пулӗччӗ.

Вот тогда бы ни один черт не попал в такой переплет, как сейчас наш дорогой товарищ Давыдов.

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫавӑнпа намӑс валеҫнӗ чух мана намӑс тени пӗр татӑк та лекмен.

Вот и не досталось мне при дележке ни кусочка этой самой совести.

III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Хамӑн алла лекмен вӑл!

Не попалась она мне!

19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӑкӑр мӑйраки ҫине те лекмен пулӗччӗ.

Не угодил бы быку на рога.

30-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней