Поиск
Шырав ĕçĕ:
Комитет членӗсене асӑннӑ ҫынсенчен урӑх ларура тата ҫаксем те пур: Илья Странджов, атӑ ҫӗлекен, ӗлӗк тӗрмере ларнӑскер, ним мар чикӗшме пултаракан ҫын, Христо Врагов, суту-илӳҫӗ, тата Димо Капасӑз, ӑнах Беспортев та теҫҫӗ, атӑ ҫӗлекен уксах — Редактор тесе тӑрӑхласа чӗнеҫҫӗ ӑна, ӗҫри пултарулӑхӗ вара — каварҫӑ.
VII. Комитет // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
— Эсӗ, Макарушка, лериги ҫыннисене ан тӗкӗн: ҫылӑх! — хӑюсӑр хушса хучӗ Ҫӑрттан мучи, ку таранччен ним чӗнмесӗр шӑпӑрт ларнӑскер.
IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Найденов Ванюшка, ним калама аптранипе йӑл кулса, ҫаплах Макар ҫине пӑхса ларнӑскер, сӑмаха вӗҫлеме ыйтрӗ:Найденов Ванюшка, все время с недоумевающей улыбкой посматривавший на Макара, попросил:
28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Тигр тирӗсенчен тунӑ вырӑн ҫинче йӑлт ҫарамасланнӑ Суламифь выртнӑ, патша вара, ун ури патне урайне ларнӑскер, хӑйӗн изумруд куркине Мареотисран кӳртернӗ ылтӑн тӗслӗ эрехе иле-иле тултарнӑ та, пӗтӗм чӗрипе хӑпартланса, хӑй варлийӗн сывлӑхӗшӗн ӗҫнӗ тата ӑна ӗлӗкхи тӗлӗнмелле ӑслӑ халлапсем кала-кала кӑтартнӑ.
IX сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Лешӗ, типшӗм, вӑрӑм, малалла ӳпӗнсе ларнӑскер, таҫталла вӗҫсе кайма хатӗрленнӗ кайӑк пек туйӑннӑ, тискер кайӑкӑнни пек курпун сӑмсине пӑркаласа, вӑл кимӗ умӗнчи тӗттӗме хурчка куҫӗпе пӑхнӑ, пӗр аллипе руль авринчен ҫатӑрласа тытнӑ, тепринпе — йӑл кулнӑ майӑн чалӑшакан ҫӳхе тутисем ҫинчи сиккеленекен мӑйӑхӗсене турткаласа пынӑ.
II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Тӳмелемен жилетка витӗр пер чарусӑрах сивӗ нӳрлӗх ҫапать, анчах пысӑк кӗлетки, мозоль пек хытса ларнӑскер, сивӗ мӗн иккенне туймасть пулмалла.
Арманта // Василий Алагер. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 34–45 стр.
Санька, ҫӳҫе турачӗ ҫине утланса ларнӑскер, вырӑнтан та хускалмарӗ.
26-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Мануйлиха, урайне унпа юнашар ларнӑскер, ури ҫине йывӑррӑн ҫӗкленчӗ те ман еннелле аллисемпе сулкаларӗ.Мануйлиха, сидевшая тут же рядом, на земле, с трудом поднялась на ноги и замахала на меня руками.
XIII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Илем кӑна мар тӗлӗнтерсе тыткӑнланӑ мана Олеҫҫӑра, унӑн пӗр-пӗтӗм, хӑйне уйрӑм, ирӗклӗ кӑмӑлӗ те, унӑн ӑсӗ, пӗр вӑхӑтрах тӑп-тӑрӑ та еткерле тӗшмӗшлӗхпе ним кисретейми хӳптӗрленсе ларнӑскер, ачалла айӑпсӑрскер, ҫаплах тата хитре хӗрарӑмӑн чеелӗхне ҫухатман илӗртмӗшӗ те.
VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Ашшӗнчен ниҫталла та пӑрӑнман хӗрӗ, пӗчӗк ача пек ун чӗркуҫҫийӗ ҫинех хӑпарса ларнӑскер, ун сӑмахӗсене илтрӗ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
«Борис — йӗкехӳре тус» пӳлӗмре шӗлепкине хывмасӑр, пукан хӗррине ҫеҫ ларнӑскер, сывмар куҫӗсемпе кӗтесселле пӗр хускалмасӑр пӑхса ларать.
XXXIX. Аркату // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Катя, ури-мӗнӗпех ҫемҫе пукан ҫинче хутланса ларнӑскер, ҫывӑратчӗ ӗнтӗ.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑл, тӳп-тӳрӗ ларнӑскер, сцена ҫинчен пӗрре те куҫ илме пӗлмест.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Документсем уҫҫӑн кӑтартса пани умӗнче каялла чакма тытӑннӑскер, Совет Союзӗн айӑплаканӗ панӑ ыйтусемпе стена ҫумне хӗсӗнсе ларнӑскер, «Германин иккӗмӗш наци» ирӗксӗрех, шӑл витӗр, манӑн Тӑван ҫӗршывӑн вӗҫӗмсӗр анлӑ хирӗсенчи ҫапӑҫусенче, Хӗрлӗ Ҫар хыттӑн пыра-пыра ҫапнипе фашизмӑн унччен никама парӑнман темӗн пысӑкӑш ҫарӗ мӗнле арканса пыни ҫинчен каласа кӑтартрӗ.
Юлашкинчен калани // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Военврач Мировольский, уҫӑ чӳрече умне пӗр кружка сивӗ сӑра тытса ларнӑскер, Мересьевпа унӑн ҫулӑм ҫӳҫлӗ мӑшӑрӗ ҫинчен куҫ илмерӗ.
5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
61. Пӗтсе ларнӑскер, эсӗ вӗсемшӗн улӑм вырӑнне пулӑн, вӗсем саншӑн вут-кӑвар пулӗҫ — 62. вара сана, санӑн хулусене, санӑн ҫӗрне, санӑн тӑвусене тӗп тӑвӗҫ, санӑн пур вӑрманупа ҫимӗҫ кӳрекен йывӑҫусене ҫунтарса ярӗҫ; 63. ывӑлусене тыткӑна илсе кайӗҫ, пурлӑхна туртса илӗҫ, санӑн мухтавна тӗп тӑвӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа.
3 Езд 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Анчах та пӗри, Ассири енче пытанса ларнӑскер, вӗсене ҫавӑрса илӗ те вӗсенӗн пӗр ҫыннине вӗлерӗ; вара вӗсен ҫарӗнче сехӗрленсех ӳкӗҫ, чӗтрене ерӗҫ, патшасем те хӑраса ӳкӗҫ.
3 Езд 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.