Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ларнине (тĕпĕ: лар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Карамыш вӑл чӗмсӗр ларнине урӑхла ӑнланчӗ пулас.

Помоги переводом

8. Чалӑмри тус // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хан куҫне уҫрӗ, арӑмӗ юнашар ҫывӑрса ларнине курсан каллех аса илӳсен ҫӑмхине сӳтме тапратрӗ.

Помоги переводом

1. Хан керменӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пӗр тунката ҫывӑхӗнче лапсӑркка хӳреллӗ пакша мӑйӑр катса ларнине асӑрхасанах ҫурӑм хыҫӗнчи ухӑ пӗкечине алла илчӗ.

Помоги переводом

16. Вӑрманти тӗлпулу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Акӑ вӑл ҫултан инҫе мар хитре шӗшкӗ тӗмӗ ларнине асӑрхарӗ те ун ҫывӑхне пырса тӑчӗ.

Помоги переводом

1. Ҫунакан уха йӗппи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вара тин хайхи ҫӗмӗрт ҫул ҫине мӗнле тухса ларнине ӑнланса илтӗм.

Тогда только я понял, как выросла та первая черёмуха на дороге.

Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ // Валерий Алексеев. Толстой Л.Н. Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ: калавсем. Чӑвашла В.Н. Алексеев куҫарнӑ; ӳнерҫи С.А. Бритвина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2022. — 60 с. — 22–23 с.

Сасартӑк хыҫалти ретре Евӑпа Саша ларнине асӑрхарӗ.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫул хӗрринче, катӑркас йывӑҫҫин хӳттинче, йывӑҫ сак ларнине асӑрхарӗ Павлуш.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Хыпӑннипе питрен йывӑҫ тураттисем ҫапӑннине те, урасем пӗҫ кӑк таран кӗрт ӑшне пута-пута ларнине те пӑхмарӗ вӑл — вӗҫӗмсӗр васкарӗ.

Помоги переводом

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Пӗррехинче клубри пӳлӗмре иккӗшӗ кӑна хаваслӑн шӑкӑлтатса калаҫса ларнине ҫуна-ҫуна аса илчӗ Павлуш, анчах ун пирки ҫӗнӗ тусне пӗлтерме хӑймарӗ.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Умра икӗ эсер ларнине кура вӑл хирӗҫме хӑрарӗ.

Помоги переводом

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Хӑйне арестлесе илсе кайнине те, Сандецкий генералӑн подвалӗнче ларнине те, юнкерсемпе ҫапӑҫнине те маннӑ: часрах часрах хӑйӗн юратнӑ арӑмне курасчӗ, ыталасчӗ, савӑнасчӗ пӗрле.

Помоги переводом

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ялти ҫыншӑн тӑват тенкӗ хаклӑрах та, ҫырӑнса илес пулӗ — унсӑрӑн «Вӑхӑтлӑх правительство» мӗнне те пӗлмесӗрех юлӑпӑр, патша вырӑнне каялла пӗр-пӗр князь кӗрсе ларнине те сисмесӗрех юлӑпӑр!

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Хӗвел анса ларнине курман-и халиччӗн?

Помоги переводом

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Вӗлле умӗнче хуҫи ларнине пӑхмасӑр, вӗсем хӑшӗ пӗчӗк шӑтӑкран вӗҫе-вӗҫе тухса каяҫҫӗ, хӑшӗ, сап-сар ураллӑскерсем, йывӑррӑн вӗлле шӑтӑкӗ умӗнчи хӑма ҫине ана-ана лараҫҫӗ.

Помоги переводом

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Йывӑҫ ҫинче ҫерҫисем ларнине куртӑмӑр та ҫав чулпа петӗмӗр…

Помоги переводом

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫӑварне карать — сасси ҫук, — тет пӗррехинче ашшӗ Тимахвие, йывӑҫ ҫинче курак кӑранклатса ларнине асӑрхаса.

Помоги переводом

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Сӗтел хушшине пӗрерӗн-пӗрерӗн пырса ларнине Эльгеев юратман.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Либераллӑ шухӑшлӑскер, вӑл чухӑн халӑх выҫӑ ларнине, вӗсем, ӗнесӗр-лашасӑр асапланса пурӑннине, ҫӗршӗн куланай тӳлеме те укҫа тупайманнине, ачисене вӗрентме шкулсем те ялсенче ҫуккине, чахоткӑпа трахома чирӗ халӑха хупласа илнине тата ыттине те лайӑх курнӑ.

Помоги переводом

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ева сывлӑшсӑр антӑхса Гобсон патне чупса анчӗ те Детрей лӑпкӑн кӗтсе ларнине пӗрре чышнипех ҫапса ӳкерчӗ.

Задыхаясь, Ева прибежала к Гобсону и повалила спокойное ожидание Детрея одним толчком.

XXI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Тӳлек питне хӑйӗн кушӑрханӑ ал тупанӗсемпе алтӑра чикнӗн хупларӗ, унтан хӗр чавсисемпе хевтесӗррӗн сӗвенсе ларнине курчӗ.

Погрузив спокойное лицо в заскорузлые ладони свои, как в чашу, неизвестный увидел, что девушка прилегла, беспомощно опустившись на локоть.

XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней