Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

кӗлтурӗ (тĕпĕ: кӗлту) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл вилнӗ Дарья каҫсенче тӗлӗкре курӑнасран шикленчӗ, пӗр эрне эрнипех Ильиничнӑпа пӗр кравать ҫинче ҫывӑрса пурӑнчӗ, выртас умӗн кашнинчех турра тархасласа кӗлтурӗ: «Ту-рӑ-ҫӑм! Ан кӑтартах ӑна тӗлӗкре! Хӑтар, турӑҫӑм!» — йӑлӑна-йӑлӑна пӑшӑлтатрӗ вӑл.

Она боялась, что мертвая Дарья будет ей сниться по ночам, неделю спала на одной кровати с Ильиничной и, перед тем как лечь, молилась богу, мысленно просила: «Господи! Сделай так, чтобы она мне не снилась! Укрой, господи!»

XXI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Иван Иваныч хӑй валли вырӑн ҫӗре сарчӗ, темиҫе хут анасласа илчӗ, юлхавлӑн турра кӗлтурӗ те ҫывӑрма выртрӗ.

Иван Иваныч постлал себе на полу, несколько раз зевнул, лениво помолился и лег.

VIII // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

— Шалый тытӑнчӑклӑн хиклетсе илчӗ те калавне ҫапла пӗтерчӗ: — Мана вӑл тӑм пуҫ, тесе ятласа тӑкрӗ, турӑшсем умӗнче кӗлтурӗ те кайрӗ.

— Шалый сдержанно хмыкнул, закончил: — Обозвала она меня черным дураком, помолилась на образа и пошла.

X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Еврейӗ, икӗ ҫӗлетмен тӳшек виттинчен тунӑ пӳспе чӗркенӗ вилӗ умӗнче — ку та йӑла тӑрӑхчӗ ӗнтӗ — ҫӗр хута вуласа кӗлтурӗ.

и тот всю ночь читал молитвы над покойницей, лежавшей на полу, в саване из двух несшитых простынь — тоже согласно обряду.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ун сӑмахӗсенче тата чӗтрекен сассинче ҫав тери шутсӑр хытӑ юратни сисӗнсе тӑчӗ, вӑл чуна тапратмалла ҫав тери хӗрӳллӗн кӗлтурӗ, ҫавна кура Том каллех куҫҫуль юхтарма тытӑнчӗ.

Так трогательно, так тепло, с такой безграничной любовью в дрожащем старческом голосе и такие находила слова, что Том под кроватью обливался слезами, слушая, как она дочитывает последнюю молитву.

15-мӗш сыпӑк. Том тӑван килне вӑрттӑн пырать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Том сад карти ҫумне пырса салхуллӑн чавсаланса тӑчӗ, хӗрача садра тата пӑртак тӑтӑрччӗ тесе кӗлтурӗ вӑл.

Том подошел к забору и прислонился к нему в огорчении, надеясь все-таки, что она побудет в саду еще немножко.

3-мӗш сыпӑк. Вӑрҫапа тата юратупа аппаланать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Турӑшсен умӗнче чӗркуҫленсе ларса хӑй пӗлнӗ сӑмахсемпе кӗлтурӗ: — Эй, Турӑ.

Она преклонялась перед иконой и молилась своими простыми словами: — О, Боже.

Хурлӑхлӑ юрӑ // Николай Сунай. «Тӑван Атӑл», 2016, 9№

Павел ун патне кӗрсе кӗлтурӗ те, ун ҫине аллине хурса, ӑна сыватрӗ.

Павел вошел к нему, помолился и, возложив на него руки свои, исцелил его.

Ап ӗҫс 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

36. Ҫакна каласан Павел чӗркуҫленсе ларчӗ те вӗсемпе пуринпе те пӗрле кӗлтурӗ.

36. Сказав это, он преклонил колени свои и со всеми ими помолился.

Ап ӗҫс 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней