Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

кӑтартмарӗ (тĕпĕ: кӑтарт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл ман патӑма тӳрех килсе каласа кӑтартмарӗ пулсан, унта мӗн те пулин пурах, ӑна вӑл вӗлерсен те калас ҫук.

Если он сразу не пришел ко мне и не рассказал, в чем дело, значит, что-то тут есть, чего он, хоть убей его, не скажет.

32 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.

Хӑй ҫитӗнтернӗ ҫамрӑкӑн доклачӗсене Воропаев мӗнле хытӑ тимлесе итлени ҫинчен Юрий ним те каласа кӑтартмарӗ.

Юрий не стал рассказывать о том почти пугающем его внимании, с которым Воропаев следил за докладами своего молодого выдвиженца.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Ак ӗнтӗ, Мишутка ашшӗ хушса хӑварнине итлерӗ, хамӑрӑннисене намӑс кӑтартмарӗ

Вот Мишка и послушал отцовского приказа, не принес срама своим…

II // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.

Хӑй ҫинчен, хӑйӗн иртнӗ пурнӑҫӗ ҫинчен, хӑйӗн планӗсем ҫинчен Санин каласа кӑтартмарӗ; вӑл тӳрех чи кирлинчен тытӑнчӗ, тепӗр майлӑ каласан, хӑй именине сутма шутлани ҫинчен калаҫма пуҫларӗ.

С своей стороны, Санин также мало распространялся о своей прошедшей жизни, о своих планах; он прямо приступил к главному — то есть заговорил о своем намерении продать имение .

XXXI // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.

Леноре фрау ним тума пӗлменнипе хурланса илчӗ, унтан мӗн пӳрнине пӑхӑнма шутларӗ, анчах ҫак лӑпкӑлӑх та часах вӑрттӑнлӑ хаваслӑх ҫине куҫрӗ, вӑл ҫак хаваслӑха кӑтартмарӗ, пытарса усрарӗ.

Переход от отчаяния — к грусти, а от нее к «тихой резиньяции» совершился довольно скоро в фрау Леноре; но и эта тихая резиньяция не замедлила превратиться в тайное довольство, которое, однако, всячески скрывалось и сдерживалось ради приличия.

XXX // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.

Николай Артемьевич «сӑмах хускатмастӑп», тесе килӗшрӗ, анчах Анна Васильевна ҫак килӗшӳшӗн мӗнле хак панине хӗрне каласа кӑтартмарӗ.

Николай Артемьевич согласился «не поднимать истории»; но Анна Васильевна не сказала своей дочери, какую цену он положил своему согласию.

XXXI // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Ара вӑл халиччен пӗр хӗре те чуп туса курман, паҫӑр ҫеҫ ҫӗкленсе кайнӑ кӑмӑлӗ пачах пусрӑнчӗ, анчах та сӳрӗклӗхе хӗре вӑл кӑтартмарӗ, йӗкӗлтешлӗ сӑмахсен айне пытарчӗ.

Помоги переводом

Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Шӑл шурри те кӑтартмарӗ, куян пек йӑпӑшт сикрӗ тӗм хыҫне.

Вдруг, не сказав ни слова, он забежал в кусты.

Ылтӑн пан улми // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 84–97 с.

Мӗн-мӗн кӑна туса кӑтартмарӗ пуль вӑл!

Чего он только не вытворял!

4 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Калаҫу вӑхӑтӗнче старик Аксинья пирки тек шӑл шурри те кӑтартмарӗ, анчах Григорий чунӗ унсӑрӑнах тӑвӑнса килчӗ.

В разговоре старик больше и словом не намекнул насчет Аксиньи, но Григорий и без этого был угнетен.

LXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Хӳрине те кӑтартмарӗ!

— Черта с два!

XXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Анчах Аникушка арӑмӗ шӑл шурри те кӑтартмарӗ, пӗлмӗше ҫеҫ печӗ.

Но Аникушкина жена поджимала губы, скрытничала, отделываясь незнанием.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хысна ҫӗнӗ хваттер пани ҫинчен, сад ҫинчен, пӳрт умӗнчи водопровод ҫинчен тӑхлачӗ каласа панишӗн Ниловна хӑй савӑннине кӑтартмарӗ: карчӑка урӑх шухӑшсем аптӑратнӑ пулас, вӑл, Марфа Игнатьевна патнелле пӗшкӗнсе, шӑппӑн ыйтрӗ:

Ниловна не выказывала особой радости, услышав от сватьи и о новой казенной квартире, и о садочке, и о водопроводе у самого порога; очевидно, старуху беспокоили другие мысли, и она, наклонившись к Марфе Игнатьевне, тихонько спросила:

XV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Слива, тӗлӗнсе кӑна хытса кайӑн, ун ҫине пӑхмарӗ те темелле, яланхи пек, хӑй хӑтланӑшӗсенчен те нимӗскер туса кӑтартмарӗ.

Против обыкновения, Слива почти не обратил на него внимания и не выкинул ни одной из своих штучек.

X // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Ровоама хаджие Огнянов пирки ҫакӑн пек ирсӗр элек сармашкӑн пӗртен пӗр сӑлтав пулӑшрӗ, Огнянов ун патне пӗрре те килсе курса хисеп кӑтартмарӗ, ҫапла килсе курманни хӗр-манаха хисеплемен пек, тӑрӑхланӑ пек пулса тӑчӗ, хӗр-манах ӑна каҫарми тӑшман вырӑнне хура пуҫларӗ.

Главной, а может быть, и единственной причиной, побудившей Хаджи Ровоаму распространить столь гнусные слухи об Огнянове, послужило то обстоятельство, что он не почтил её своим посещением; этим он нанес кровное оскорбление ее честолюбию и нажил в ее лице опасного врага.

X. Хӗрарӑмсен мӑнастирӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫакнашкалах, менельнике кайма тесе илчӗ те — тӗсне те кӑтартмарӗ.

Взяли вот этак же на именины, да и поминай как звали;

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Женя тутине пӑрса илчӗ те чутах чӗлхе кӑларса кӑтартмарӗ.

Женя только фыркнула в ответ и чуть было не показала язык,

Пӗрремӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Эсир, чӑн та, чухлатӑр ӗнтӗ вӗсене ӑҫта чи пысӑк хӑрушлӑх тӗл пулнине? — вара вӑл шӑп ҫав вырӑнах кӑтартмарӗ пулин те, мӗн кӑтартмаллине кӑтартрӗ.

Вы догадываетесь, не правда ли, в каком месте им приходится особенно трудно? — И не очень точно он показал это место.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пит-куҫӗнчен пӑхсах вӑл ӗшенни курӑнчӗ, крават ҫинче ларнӑ чух та хӑй юратнӑ «Сирӗн ҫунатӑр» юрӑ сӑмахӗсене каласа кӑтартмарӗ: «Эсир ытла ывӑннӑ пулсан, кӑштах канса илмесӗр ан та вӗҫӗр…»

У него было усталое лицо, и, садясь на койке, он не сказал своей любимой цитаты из «Ваших крыльев»: «Если вы переутомлены, лучше не летайте, пока не отдохнёте…»

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах та кунхинче качака ухмахлӑхне кӑтартмарӗ, сухалне ҫеҫ ҫилӗллӗн чӗтретсе илчӗ.

но на этот раз не закатила истерики, только сердито затрясла бородой.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней