Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

кӑларать (тĕпĕ: кӑлар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл хӑйӗн тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫлакан ӗҫӗ-хӗлӗпе ҫынсен шанӑҫне тӳрре кӑларать.

Помоги переводом

«Симӗс ылтӑн» ытамӗнче // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11312-si ... -ytam-nche

Унпа юнашар шӑнӑр курӑкӗ ҫулҫӑ сарнӑ, талпиҫен пуҫне кӑларать.

Помоги переводом

11. Тата тепӗр тупа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Пулать ун пекки, — сӑмах тӗртрӗ тепӗр старикӗ, — пӗр патша указ кӑларать, тепри ӑна пӑрахӑҫлать.

Помоги переводом

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ун пек кала-ха, пуҫлӑх тӳрех урса каять, вӗсене кӑптӑр-каптӑр хӑваласа кӑларать, тепринче элчӗсене йышӑнмасть те.

Помоги переводом

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Иливан ҫакна ҫеҫ ӑнланчӗ: ку палламан хӗрарӑм хӗр ачана такам арҫынӗ хушнипе чӗнсе кӑларать.

Помоги переводом

16. Иккӗмӗш Урасмет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӑйӗн вӑрӑм та ҫирӗп сӑмсипе вӑл хӑрӑк йывӑҫа таккаса шӑтарать те хуртне чӗлхипе туртса кӑларать.

Помоги переводом

Лайӑх меслет // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 34–35 с.

Хӑйне валли пӳрт пури кӑларать пуль ӗнтӗ?

Помоги переводом

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Вӑл-ку тарам, — кӗсйинчен ҫур литр эрех кӑларать Пантелеймон Матвеевич, — вил те пӗччен ӗҫейместӗп.

Помоги переводом

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

— Каллех аш, — кӑштах нӳр ҫапнӑ шурӑ хутаҫа кӑларать бригадир.

Помоги переводом

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Пӗрин упӑшки пухкалтер, ывӑлӗ нехтӑ кӑларать.

Помоги переводом

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.

Ял халӑхӗнчен тӗлӗнмелле ҫав: ҫын аялалла анма пуҫласанах тахҫан хисепленине манса каять, ун вырӑнне ача чух панӑ ятсене туртса кӑларать.

Помоги переводом

Анкарти виҫекенсем // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 61–66 с.

Аллисене вӑл васкамасӑр шывран кӑларать, арҫын пек аяк ҫине выртса вӑйлӑн туртса ярать.

Помоги переводом

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Ӗҫ ҫынна мухтава кӑларать, теҫҫӗ.

Помоги переводом

Республикӑра - виҫҫӗмӗш! // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11681-re ... -vicc-m-sh

Ӑна вӑл хӑйӗн урокӗсенче лартмасть иккен — хӑваласа кӑларать.

Помоги переводом

Типӗ мунча // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Питӗ тарӑхнипе Мултта хӗресе кӑларать те пуртӑпа касса ваклать, ҫырмана пӑрахса тӑпрапа хуплать…

Помоги переводом

Хӗллехи каҫсенче // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Иван пичче кӗске чӑпаклӑ чӗлӗмне ҫӑварӗнчен кӑларать те ҫӳлелле пӑхать, пуклак пӳрнипе пӗлӗте тӗллесе калама тытӑнать.

Помоги переводом

Шулли Иванӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Урхамахӗ ҫине утланса лачака ҫине кӗрет, ҫӗлен патне ҫывхарса хӗҫне кӑларать те ӑна касма тытӑнать.

Помоги переводом

Шулли Иванӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Алӑк патнерех сак ҫинче хура ҫӳҫлӗ, шурӑ кӗпеллӗ каччӑ ларать, хӑй умне виҫӗ кӗтесле йывӑҫ япала тытнӑ, ун ҫинче пӳрнисене ҫӑмӑллӑн вылятса илемлӗ сасӑ кӑларать.

Помоги переводом

Кӗслеҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫавна сиссе офицер Тискерленчӗ ытларах, Шӑлӗ витӗр сирпӗтсе Шурӑ кӑпӑк кӑларать.

Помоги переводом

Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.

Унтан Григорьева тытса каякан казаксене хӑваласа ҫитсе ӑна ирӗке кӑларать.

Потом догнали казаков, что увели Григорьева, и освободили его.

Юнлӑ юнкун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней