Поиск
Шырав ĕçĕ:
10. Шывран тухнӑ чухне Иоанн тӳпе уҫӑлса кайнине, Сывлӑш кӑвакарчӑн пек курӑнса Ун ҫине аннине курнӑ.
Мк 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Иисус Турӑ Ҫуртне кӗнӗ те унта суту-илӳ тӑвакансене пурне те хӑваласа кӑларнӑ; укҫа улӑштаракансенӗн сӗтелӗсене, кӑвакарчӑн сутакансенӗн тенкелӗсене тӳнтере-тӳнтере янӑ, 13. каланӑ вӗсене: «Манӑн Ҫуртӑма кӗлӗ ҫурчӗ тейӗҫ» тесе ҫырнӑ; эсир вара ӑна вӑрӑ-хурах йӑви туса хунӑ, тенӗ.
Мф 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Акӑ Эпӗ сире сурӑхсене кашкӑрсен хушшине янӑ пек яратӑп: ӗнтӗ ҫӗлен пек чее пулӑр, кӑвакарчӑн пек йӑваш пулӑр.16. Вот, Я посылаю вас, как овец среди волков: итак будьте мудры, как змии, и просты, как голуби.
Мф 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Иисус Хӑйне шыва кӗртнӗ хыҫҫӑнах шывран тухнӑ, акӑ тӳпе уҫӑлса кайнӑ та, Иоанн Ун ҫине Турӑ Сывлӑшӗ кӑвакарчӑн пек курӑнса аннине курнӑ.
Мф 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Эй амӑшӗ! ытала хӑвӑн ывӑлусене, кӑвакарчӑн пек савӑнса пӑхса ӳстер вӗсене; шанчӑклӑ вырӑнта упра вӗсене, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ сана суйласа илнӗ, тет Ҫӳлхуҫа.
3 Езд 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫапла сӑмах татнӑ: ӑна ҫарамаслантарӗҫ те тыткӑна илсе кайӗҫ, унӑн хӑрхӑмӗсем кӑкӑрне ҫапа-ҫапа кӑвакарчӑн евӗр йынӑшӗҫ.
Наум 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ефрем ӗнтӗ, ӑссӑр кӑвакарчӑн пекех, чӗресӗр юлчӗ: Египет ҫыннисене пулӑшӑва чӗнеҫҫӗ, Ассирие ҫӳреҫҫӗ.11. И стал Ефрем, как глупый голубь, без сердца: зовут Египтян, идут в Ассирию.
Ос 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Эпир пурте упа пек мӗкӗретпӗр, кӑвакарчӑн пек йынӑшатпӑр; тӳрӗ сут пуласса кӗтетпӗр, анчах вӑл ҫук, ҫӑлӑнӑҫа шанатпӑр — пирӗн патӑртан аякра вӑл.
Ис 59 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Езекия, Иудея патши, хӑй чирленӗ чухне тата чиртен сывалса ҫитсессӗн тунӑ кӗлӗ: 10. «ӗнтӗ ҫапла шухӑшларӑм: ӗмӗрӗм варринчех ҫӗр тӗпӗн хапхинчен кӗмелле иккен манӑн; эпӗ юлашки ҫулсемсӗр юлтӑм. 11. Ҫӳлхуҫана кураймӑп, Ҫӳлхуҫана чӗррисен ҫӗрӗ ҫинче кураймӑп; ҫак тӗнчере пурӑнакан ҫынсене те эпӗ урӑх кураймӑп; 12. кӗтӳҫӗ хӳшшине куҫарнӑ пек, манӑн килӗме вырӑнӗнчен куҫараҫҫӗ, ман патӑмран илсе каяҫҫӗ; пир тӗртекенӗ пирне тӗркеленӗ пек, манӑн та пурӑнӑҫӑма тӗркелес пулать-мӗн; мана Вӑл пир кумминчен касса пӑрахӗ; Эсӗ мана вилӗм парасса кунӗн-ҫӗрӗн кӗтрӗм. 13. Ирчченех кӗтрӗм эпӗ; арӑслан пек, Вӑл манӑн пӗтӗм шӑммӑм-шаккӑма тӗпретрӗ; Эсӗ мана вилӗм парасса кунӗн-ҫӗрӗн кӗтрӗм. 14. Сассӑм тӑрна сасси, чӗкеҫ сасси евӗрлех, кӑвакарчӑн евӗр йынӑшрӑм эпӗ; куҫӑм вӗҫсӗр тӳпенелле пӑхса ӗшенчӗ: эй Турӑҫӑм! йывӑр-ҫке мана, ҫӑлсамччӗ мана. 15. Мӗнех калайӑп?
Ис 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ай, илемлӗ-ҫке эсӗ, савнийӗм-пикеҫӗм, ай, илемлӗ! кӑтру айӗн пӑхать кӑвакарчӑн куҫу; Галаад тӑвӗ ҫинчен анакан качака кӗтӗвне асилтерчӗ ҫӳҫӳ; 2. шӑлусене — шывран ҫуса кӑларнӑ, ҫӑмне каснӑ сурӑх кӗтӗвӗ тейӗн, хӗсӗрри унта ҫук, кашнийӗ — йӗкӗреш путекпе; 3. йӗпкӗн хӗрлӗ хӑю пек санӑн туту, ҫепӗҫ чӗлхӳ-ҫӑвару; питӳ — икӗ нар улмиех, ун тавра явӑнаҫҫӗ ҫӳҫ кӑтрисем; 4. мӑю — Давид юпи евӗрлӗ, ҫав юпана вӑл кӑрал ҫакма лартнӑ, ун ҫине пиншер хулкан ҫакнӑ, пур хулканӗ те — паттӑрсенӗн.
Юрӑ 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ах, савниҫӗм-пикеҫӗм, ытарайми хитре эс, ытарайми хитре! куҫусем — кӑвакарчӑн куҫӗсем.14. О, ты прекрасна, возлюбленная моя, ты прекрасна! глаза твои голубиные.
Юрӑ 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Карта хыҫӗнче ларакансем вара ҫунатне — кӗмӗл, тӗкне ылтӑн сӑрнӑ кӑвакарчӑн пекех.
Пс 67 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
«Аякра пӗр сасӑ кӑлармасӑр пурӑнакан кӑвакарчӑн» кӗвви евӗрлӗ.
Пс 55 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Каларӑм вара: «кӑвакарчӑн ҫуначӗ пек ҫунат кам парӗ-ши мана? вӗҫсе кайӑттӑм та ларса канӑттӑм; 8. аякка вӗҫсе кайӑттӑм та пушӑ хирех юлӑттӑм; 9. ҫавраҫилтен, ҫил-тӑвӑлран тарса пытанӑттӑм» терӗм.
Пс 54 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Тӑшман хупӑрласа илнӗ вӑхӑтра Самарире хӑрушла выҫлӑх тӑнӑ, ашак пуҫне сакӑрвунӑ сикль кӗмӗлле сутнӑ, чӗрӗк каб чухлӗ кӑвакарчӑн каяшне пилӗк сикль кӗмӗлле панӑ.
4 Пат 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Кам та пулин ун умӗнче сасартӑк, ӑнсӑртран, вилсе кайсассӑн, ҫавна пула вӑл хӑйӗн назорей ятне илнӗ пуҫне ирсӗрлетсессӗн, унӑн вара хӑйне тасатмалли кун ҫӳҫне кастармалла, ӑна ҫиччӗмӗш кунне кастармалла, 10. саккӑрмӗш кунне унӑн священник патне пуху чатӑрне кӗмелли вырӑна икӗ улатӑпа е икӗ ҫамрӑк кӑвакарчӑн илсе пымалла; 11. священник пӗр вӗҫен кайӑкне ҫылӑх парни кӳрӗ, теприне пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳрӗ, ҫапла ӑна вилнӗ ҫын ӳчӗпе ирсӗрленнинчен тасатӗ, ҫав кун унӑн пуҫне тасалӑх тивлечӗ парӗ; 12. хӑйне Ҫӳлхуҫана халалласа назорей пулса пурӑнассине унӑн вара ҫӗнӗрен пуҫламалла, ӳкӗнӗҫ парни кӳмешкӗн пӗр ҫулхи путек памалла; ӗнтӗ унччен назорей пулса пурӑнни ирсӗрленнӗрен унӑн ӗлӗкхи кунӗсем пӑрахӑҫланчӗҫ.
Йыш 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Тасамарлӑхӗ юхма чарӑнсассӑн, хӗрарӑмӑн хӑйӗн валли ҫичӗ кун картса хумалла, кайран вара таса пулӗ; 29. саккӑрмӗш кунне вӑл икӗ улатӑпа е икӗ ҫамрӑк кӑвакарчӑн илӗ те вӗсене священник патне пуху чатӑрне кӗмелли вырӑна илсе пырӗ; 30. священник вӗҫен кайӑксенчен пӗрне ҫылӑх парни кӳрӗ, тепӗрне пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳрӗ, вара священник ӑна тасамарлӑхӗ юхнинчен Ҫӳлхуҫа умӗнче тасатӗ.
Лев 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Юхтарса ҫӳрекен чирлӗ ҫыннӑн юхса тухаканни чарӑнсассӑн, унӑн хӑйне тасатмашкӑн ҫичӗ кун картса хумалла, хӑйӗн тумтирне ҫуса тасатмалла, ӳт-тирне ҫӑл шывӗпе ҫумалла, вара таса пулӗ; 14. саккӑрмӗш кунне вӑл икӗ улатӑпа е икӗ ҫамрӑк кӑвакарчӑн илӗ те, Ҫӳлхуҫа умне пуху чатӑрне кӗмелли вырӑна пырса, вӗсене священника парӗ; 15. священник ҫав вӗҫен кайӑксенчен пӗрне ҫылӑх парни кӳрӗ, тепӗрне пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрӗ, юхса ҫӳренинчен священник ӑна Ҫӳлхуҫа умӗнче тасатӗ.
Лев 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Унӑн путек памашкӑн халӗ ҫитеймест пулсассӑн, вӑл икӗ улатӑпа е икӗ ҫамрӑк кӑвакарчӑн — пӗрне пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳме, тепӗрне ҫылӑх парни кӳме — илсе пытӑр, вара священник арӑма тасатӗ те, вӑл таса пулӗ, тенӗ.
Лев 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ывӑл ачишӗн е хӗрачишӗн тасалма хунӑ кунӗсем иртсессӗн, унӑн пуху чатӑрне кӗмелли ҫӗре, священник патне, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳме пӗр ҫулхи путек илсе пымалла, ҫылӑх парни кӳме ҫамрӑк кӑвакарчӑн е улатӑпа илсе пымалла; 7. священник ҫакна Ҫӳлхуҫа умне кӳрӗ те арӑма тасатӗ, вӑл вара юнӗ юхнинчен тасалӗ.
Лев 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.