Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

куҫрӗ (тĕпĕ: куҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Калаҫу майӗпен пурнӑҫ ҫине куҫрӗ.

Помоги переводом

Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

Пӗтӗмӗшле илсен чӑваш хӗрарӑмӗ те ытти халӑх пекех шӑлавар ҫине куҫрӗ.

Если обобщить, то и чувашская женщина, как и все нации, перешла на брюки.

Чӑваш тумӗ — халӑх мулӗ, сумӗ // Сувар. «Сувар», 16(697)№, 2007.05.11

Савелий 6-мӗшне куҫрӗ.

Савелий перешел в 6-ой.

Праски кинеми пиллесе авлантарнӑ // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Училищӗрех вӑл биатлон уйрӑмне куҫрӗ, Анатолий Акимов патӗнче ӑсталӑха туптама пуҫларӗ.

Помоги переводом

«Шикленсен те тӑвайккине хӑпаратчӗ» // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

— Тренерсем сӗннипе вӑл 7-мӗш класс хыҫҫӑн Шупашкарти Олимп резервӗсен училищине вӗренме куҫрӗ.

Помоги переводом

«Шикленсен те тӑвайккине хӑпаратчӗ» // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

2. Пирӗн пурлӑхӑмӑр ют ҫынсен аллине куҫрӗ, пирӗн ҫуртӑмӑрсем ют ӑрусенӗн аллине куҫрӗҫ; 3. эпир тӑлӑха, аттесӗр, тӑрса юлтӑмӑр; пирӗн аннемӗрсем — тӑлӑх арӑм пекех.

2. Наследие наше перешло к чужим, домы наши - к иноплеменным; 3. мы сделались сиротами, без отца; матери наши - как вдовы.

Хӳх 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

15. Иерихонри пророксен ывӑлӗсем ӑна аякранах асӑрханӑ та каланӑ: Илия хӑвачӗ Елисее куҫрӗ, тенӗ.

15. И увидели его сыны пророков, которые в Иерихоне, издали, и сказали: опочил дух Илии на Елисее.

4 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

«Ун чухне аван ӗҫлесе илеттӗм. Ачасене общежитире мар, тара тытнӑ хваттерте пурӑнтартӑм, укҫаран татӑк тӑратман, холодильнике апат-ҫимӗҫпе тултарсах тӑнӑ. Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та Ольӑпа пӗрлех пурӑнтӑмӑр, эпӗ эрни-эрнипе килте пулман чухне ывӑла пӗччен епле хӑварас? 9-мӗш класс хыҫҫӑн Владик та Шупашкара кайрӗ. Ялти ҫурта ҫӑра ҫакса, выльӑх-чӗрлӗхе сутса Оля та ывӑлӗпе, хӗрӗпе пӗрле хулана пурӑнма куҫрӗ. Медсестрана вӗреннӗскер пӗр вӑхӑт ялти садикре ӗҫлерӗ. Унтан кайсан, вӑхӑт иртсен, квалификацие ҫухатрӗ. Хулара кафере савӑт-сапа ҫунӑ ҫӗрте те, пекарньӑра та ӗҫлерӗ. Ҫӑкӑр пӗҫернӗ чухне сутлӑха юрӑхсӑрри тӑтӑш пулатчӗ унӑн, куншӑн хӑйӗн кӗсйинчен тӳлеттеретчӗҫ. Тӑкакӗсене хам кӗсьерен тем чухлех саплаштарнӑ», — каласа кӑтартрӗ Владимир Ильич.

Помоги переводом

Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗр-пӗрне лӑпкӑ пурнӑҫ кӑтартмаҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Ҫӗнтерӳҫӗ командӑсене И.Игнатьев дипломсем парса чыс турӗ, куҫса ҫӳрекен Кубок Элӗксенчен Ехремкассисене куҫрӗ.

Помоги переводом

Кубок Элӗксенчен Ехремкассине куҫрӗ // П.ЕФИМОВ. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Иртнӗ ҫул асӑннӑ тиев РФ Социаллӑ страховани фончӗн территори органне куҫрӗ, путевкӑсем валеҫес йӗрке вара ӗлӗкхиллех юлчӗ.

Помоги переводом

Сусăр пулсан та хевтесĕр мар // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней