Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

курӑп (тĕпĕ: кур) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Веҫех тӗлӗк ку. Ирпе вӑранӑп та акӑ, юнашарах Бао-эр ҫывӑрнине курӑп. Вӑл та вӑранӗ, «анне» тейӗ те выляма, сиккелеме тытӑнӗ».

Завтра проснусь и увижу, что Бао-эр спокойно спит рядом. Он тоже проснется, крикнет «ма» и, спрыгнув на пол, побежит играть, живой и ловкий, как тигренок.

Ыран // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 37–45 стр.

«Вырӑс математика литературинчи ҫитменлӗхе саплаштарма пулӑшса питӗ пысӑк ӗҫ турӑр эсир. Ҫак кӗнеке питех те кирлӗччӗ. Халӗ ӗнтӗ эпӗ хамӑн лекцисенче унпа час-часах усӑ курӑп», — тесе ҫырнӑ вӑл.

«Вы восполнили этим пробел в русской математической литературе, который так необходимо было пополнить. На своих лекциях я теперь буду постоянно делать указания на Ваш перевод», — писал он.

Ҫирӗм улттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

«Лури те чӗрех, — тесе хӗпӗртесе шухӑшларӑм эпӗ, — хамӑр питӗ чаплӑн ҫӗнтерсе тухрӑмӑр, урӑхла пулма та пултараймасть. Вӑл сывах, часах курӑп та ӑна эпӗ».

«Лури тоже жив! — с восторгом думалось мне. — Иначе не может быть, если мы так прекрасно отбились. Он жив, и сейчас я увижу его».

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хӑҫан вара курӑп эп ӑна?

Как я его увижу в таком случае?

11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Унта эпӗ ҫырансене курӑп, ҫӳлӗ ҫыран ҫинчен вӗҫсе иртӗп, вара эпир ҫил-тӑманран пӑрӑнса кайӑпӑр е калле Заполярьене таврӑнӑпӑр.

Я увижу берега, пройду над высоким берегом, и мы обойдём пургу или, в крайнем случае, вернёмся назад в Заполярье.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

22. Ҫавӑн пек эсир те халӗ хуйхӑллӑ; анчах Эпӗ сире каллех курӑп та, сирӗн чӗрӗрсем савӑнса кайӗҫ, сирӗн савӑнӑҫӑра сирӗнтен никам та туртса илеймӗ.

22. Так и вы теперь имеете печаль; но Я увижу вас опять, и возрадуется сердце ваше, и радости вашей никто не отнимет у вас.

Ин 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

23. Пӗлӗр ӗнтӗ: пирӗн Тимофей тӑванӑмӑра ирӗке кӑларнӑ; вӑл кӗҫех килес пулсассӑн, эпӗ те унпа пӗрле сире пырса курӑп.

23. Знайте, что брат наш Тимофей освобожден, и я вместе с ним, если он скоро придет, увижу вас.

Евр 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Вӑл манӑн ӗҫӗме татса париччен, мана сут тӑвиччен ман ҫинче Ҫӳлхуҫа ҫилли пулӗ, мӗншӗн тесен эпӗ Ун умӗнче ҫылӑха кӗтӗм; унтан Вӑл мана ҫутта илсе тухӗ те, эпӗ Унӑн тӳрӗлӗхне курӑп.

9. Гнев Господень я буду нести, потому что согрешил пред Ним, доколе Он не решит дела моего и не совершит суда надо мною; тогда Он выведет меня на свет, и я увижу правду Его.

Мих 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

18. Куҫӑма уҫсамччӗ, вара Санӑн саккунун кӗтречӗсене курӑп.

18. Открой очи мои, и увижу чудеса закона Твоего.

Пс 118 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

27. Эпӗ Ӑна хамах курӑп; ҫын куҫӗпе мар, хамӑн куҫӑмпа курӑп.

27. Я узрю Его сам; мои глаза, не глаза другого, увидят Его.

Иов 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

25. Пӗлетӗп эпӗ: мана Хӳтӗлекен чӗрӗ, юлашки кун ҫитсессӗн Вӑл ҫак ҫӗрсе пыракан ӳтӗм-тирӗме ҫӗнетӗ, 26. вара эпӗ, ӳтленнӗскер, Турра курӑп.

25. А я знаю, Искупитель мой жив, и Он в последний день восставит из праха распадающуюся кожу мою сию, 26. и я во плоти моей узрю Бога.

Иов 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

19. Ҫӳлхуҫамӑр ҫакна курчӗ [те ҫилленчӗ], ҫилли тӑвӑлса ҫитнӗрен Хӑйӗн ывӑлӗсенчен, Хӑйӗн хӗрӗсенчен пӑрӑнчӗ те 20. каларӗ: Хамӑн сӑнӑма вӗсенчен пытарӑп, вӗсем мӗнле пӗтнине курӑп: вӗсем — ирсӗрленнӗ йӑх; вӗсем — тӳрӗлӗх мӗнне пӗлмен ачасем; 21. вӗсем Мана турӑ маррипе тарӑхтарчӗҫ, хӑйсен ниме тӑман йӗрӗхӗсемпе кӳрентерчӗҫ: Эпӗ те вӗсене халӑх маррипе тарӑхтарӑп, ӑссӑр халӑх аллине парса кӳрентерӗп; 22. ӗнтӗ Манӑн ҫиллӗм вутла хыпса илчӗ, тамӑк тӗпне ҫитиех ҫунтарать, ҫӗре, ҫӗр ҫимӗҫне вут-ҫулӑм апачӗ тӑвать, тусен тӗпӗсене ӗнтсе хӑварать; 23. вӗсем ҫине пӗтӗм хӗн-асапа пуҫтарӑп, вӗсем ҫине пӗр ҫӗмренӗм юлмиччен вӗҫтерӗп: 24. выҫӑпа хӑрӑнӗҫ вӗсем, сивчирпе, ерекен хаяр чирпе вилсе пӗтӗҫ вӗсем; вӗсене тискер кайӑксен шӑлӗсемпе, ҫӗлен-калта наркӑмӑшӗпе витерӗп; 25. тул енчен вӗсене хӗҫ пӗтерсе пырӗ, килӗсенче каччи те, хӗрӗ те, кӑкӑр ачи те, кӑвакарнӑ ватӑ та сехри хӑпнипе вилсе выртӗҫ.

19. Господь увидел [и вознегодовал], и в негодовании пренебрег сынов Своих и дочерей Своих, 20. и сказал: сокрою лице Мое от них [и] увижу, какой будет конец их; ибо они род развращенный; дети, в которых нет верности; 21. они раздражили Меня не богом, суетными своими огорчили Меня: и Я раздражу их не народом, народом бессмысленным огорчу их; 22. ибо огонь возгорелся во гневе Моем, жжет до ада преисподнего, и поядает землю и произведения ее, и попаляет основания гор; 23. соберу на них бедствия и истощу на них стрелы Мои: 24. будут истощены голодом, истреблены горячкою и лютою заразою; и пошлю на них зубы зверей и яд ползающих по земле; 25. извне будет губить их меч, а в домах ужас - и юношу, и девицу, и грудного младенца, и покрытого сединою старца.

Аст 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

13. Эсир пурӑнакан килӗрсем ҫинче паллӑ, юн, пулӗ, юна курӑп та сирӗн тӗлтен иртсе кайӑп, Эпӗ Египет ҫӗрне пӗтернӗ чухне сирӗн хушшӑрта тӗп тӑвакан чир пулмӗ.

13. И будет у вас кровь знамением на домах, где вы находитесь, и увижу кровь и пройду мимо вас, и не будет между вами язвы губительной, когда буду поражать землю Египетскую.

Тух 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Мӗншӗн тесессӗн вӑл хӑй ӑшӗнче ҫапла шутланӑ: хам умӑмран пыракан парнесемпе эпӗ унӑн кӑмӑлне ҫавӑрӑп, хӑйне кайран курӑп; тен, мана хапӑл тӑвӗ, тенӗ.

Ибо он сказал сам в себе: умилостивлю его дарами, которые идут предо мною, и потом увижу лице его; может быть, и примет меня.

Пулт 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

16. [Манӑн] асамат кӗперӗ тӳпере пулӗ, Эпӗ ӑна курӑп та Турӑпа [ҫӗр хушшине,] ҫӗр ҫинче пурӑнакан кашни ӳтри кашни чӗрӗ чун хушшине хывнӑ ӗмӗрлӗх халалӑма аса илӗп, тенӗ.

16. И будет радуга [Моя] в облаке, и Я увижу ее, и вспомню завет вечный между Богом [и между землею] и между всякою душею живою во всякой плоти, которая на земле.

Пулт 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней