Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Виҫҫӗмӗш сыпӑк

Раздел: Икӗ капитан –> Саккӑрмӗш пай. Саня Григорьев каласа пани. Кӗрешер те шырар

Автор: Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ

Источник: Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Добавлен: 2019.09.21 12:08

Предложений: 30; Слово: 434

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Военное

Мӗн пултарнӑ таран

Пит ӗҫессӗм килетчӗ ман, вӗсем мана ҫӗклесе пынӑ чух мӗн яла ҫитичченех эпӗ шыв ыйтса анӑратрӑм, Лури ҫинчен ыйтрӑм. Ялта мана витрипех шыв лартса пачӗҫ, нимӗн пӑхса тӑмасӑр, пуҫа витрене чиксе, шыв ӗҫме тытӑнсан, хӗрарӑмсем мӗншӗн сасӑпах йӗрсе янине ӑнланаймарӑм эпӗ. Пит-куҫӑм ӗннӗччӗ манӑн, ҫӳҫӗм ҫыпҫӑнса пӗтнӗччӗ, ура аманнӑччӗ, ҫурӑм ҫинче те икӗ суран йӑрӑмӗ сарӑлса тӑратчӗ. Хӑрушӑччӗ эпӗ.

…Пархатарлӑ туйӑм ман чӗрере ҫирӗпленсех пычӗ. Хам эпӗ ялти килкартишӗнче, сарай патӗнчи утӑ ҫинче выртаттӑм та, ҫав туйӑм хам айӑмри курӑк чиккеленипе, утӑ шӑрши кӗнипе, хама упраса тӑракан ҫӗр вӗлермӗ тенипе ҫӗкленчӗ пулас. Мана кунта пӗр ватӑ кӑвак лашапа илсе килчӗҫ, лашине ман таврашри анкарти вӗрлӗкӗ патне кӑкарса хунӑччӗ, эпӗ ун ҫине пӑхрӑм та, телейӗм пуррине сиснипе, ик куҫӑмран куҫҫуль шӑпӑртатса анчӗ. Хамӑр мӗн пултарнӑ таран эпир пурне те турӑмӑр пулас. Радист пирки те, сывлӑшра перекенӗ пирки те пӑшӑрханмарӑм эпӗ, вӗсем килмесӗр мана кунтан илсе ан кайччӑр тесе ҫеҫ каларӑм. «Лури те чӗрех, — тесе хӗпӗртесе шухӑшларӑм эпӗ, — хамӑр питӗ чаплӑн ҫӗнтерсе тухрӑмӑр, урӑхла пулма та пултараймасть. Вӑл сывах, часах курӑп та ӑна эпӗ».

Эпӗ куртӑм ӑна. Лаша тулхӑрса илчӗ, туртӑнчӗ вӑл Лурие илсе килнӗ чух, унтан темле пӗр хаяр карчӑк — темшӗн вара пӗр ӑна ҫеҫ астуса тӑраттӑм эпӗ — вӑл пычӗ те пӗр сас кӑлармасӑр лашине аллипе пуҫӗнчен тӗкрӗ.

Лурийӗн пит-куҫӗ лӑпкӑччӗ, нимӗнпе те каскаланманччӗ вӑл, питҫӑмарти ҫинче ҫеҫ пӗр йӗр пурччӗ, вӑл ӗнтӗ аннӑ чух ҫӗре ҫитсен парашючӗпе темле майпа шӑйӑрттарнӑ пулмалла. Куҫне уҫнӑ. Ӑна ҫӗре вырттарнӑ чух мӗншӗн пурте ҫӗлӗкӗсене хывнине эпӗ малтан ӑнланмарӑм. Хай паҫӑрхи карчӑк ун умне пӗшкӗнчӗ те Лури аллисене темле майлаштарма тытӑнчӗ.

Унтан вара эпӗ санбата кайнӑ чух урапа ҫинче силленсе пытӑм; халь ӗнтӗ ялти мар, темле урӑх хӗрарӑм мана алӑрӑн тытнӑччӗ, юн тапнине пӗлесшӗн хыпашласа пӗрмаях:
— Хуллентерех, хуллентерех, — тесе пычӗ.
«Мӗншӗн хуллентерех? — тесе шухӑшларӑм эпӗ тӗлӗнсе. Вилетӗп-и вара эпӗ?» Илтӗнмеллех каларӑм пуль ҫак сӑмахсене, мӗншӗн тесен вӑл кулса илчӗ те:
— Пурӑнатӑрах, — терӗ.

Каллех урапа сиккеленсе тӑнкӑртатать, пуҫӑм такам чӗркуҫҫийӗ ҫинче выртать, крыльца патӗнче Лури выртнине куртӑм эпӗ, аллисене хӗреслетсе хунӑччӗ, вилнӗччӗ вӑл, эпӗ ун патнелле туртӑнтӑм та, мана ямарӗҫ.

Е сулахай, е сылтӑм ҫунат айӗнчен ҫӗр курӑнкалани палӑрать. Ман умра темле ҫынсем кӗпӗрленсе тӑраҫҫӗ, вӗсен хушшинче эпӗ хамӑн Катьӑна шыратӑп. Чӗнетӗп ӑна эпӗ. Анчах куҫа палӑрсах кайми халӑх хушшинчен хам тахҫан ыталанӑ чух кӑмӑлсӑр пӑхакан Катя мар тухса тӑчӗ ман умма, хама телей кӳрекен Катя мар — урӑххи тухрӗ. Пуҫне кайӑк пек пӑрса, хайхискер, куҫлӑхне ҫӗклетнӗ арҫын тухса тӑчӗ те сивлек куҫӗпе ман ҫинелле пӑхрӗ.

— Ну, мӗн тейӗн, кам вӑйлӑрах? — терӗм эпӗ ҫав нимӗҫе, — чӗрех ак эпӗ. Вӑрман ҫийӗпе те, тинӗс ҫийӗпе те, хир-хир урлӑ та пӗтӗм ҫӗр урлӑ вӗҫсе иртӗп эпӗ. Эсӗ акӑ, ҫынвӗлерен, пӗтрӗн! Эпӗ ҫӗнтертӗм сана!

Сайт:

 

Статистика

...подробней