Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑрӑм пустав брюки, ҫутӑ тӳмеллӗ курточка, Ландесман магазинӗнчен вӑтӑр тенке илнӗскерсем, Петя ҫинче михӗ пек ҫыпӑҫусӑр ҫакӑнса тӑнӑ.
XXX. Хатӗрлемелли класра // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Пӗр сӑмахпа каласан, февралӗн иккӗмӗшӗнче эпӗ, парадра ҫӳремелли кӑвак курточка тӑхӑннӑскер, Татариновсен патне кӗрсе, хама алӑк уҫса кӗтекен палламан хӗртен Николай Антоныч патне килни ҫинчен пӗлтернӗ вӑхӑтра манӑн нимӗнле план та ҫукчӗ-ха.
Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Чӑнах та, ҫак кун пурнӑҫ шӑпи хӑех шалпар та ҫапкаланчӑк кунчалӑ атӑ, форменнӑй курточка тӑхӑннӑ ача пулса (пуҫӗнче ун тӗл-тӗл хура паллӑсем пур, курточкӑран ырханкка мӑйӗ тӑсӑлса тухать), вӑйран сулӑнса ҫитнӗ ача пулса, хӑй патне пыни ҫинчен шухӑшламан ӗнтӗ Николай Антоныч.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Минька, ылтӑн сӑмсаллӑ кепка, кӑвак курточка — вӑл халӗ самаях кивелнӗ ӗнтӗ — тӑхӑннӑскер, яланхи пекех пусма картлашки ҫинчен пассажирсем ҫине мӑнаҫлӑн та тирпейсӗр пӑхса тӑрать.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Минька кӑвак курточка тӑхӑннӑ, курточки ҫине матрос тӳмисем лартнӑ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
- 1