Поиск
Шырав ĕçĕ:
Мускав чи чаплӑ хула, анчах ашшӗ киле килсе курманни пӗр ҫул ҫитет пулсан, Мускавра та кичем пулма пултарать.
Чукпа Гек // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 105–140 с.
мӗншӗн тесен ӑна курманни икӗ эрне те иртрӗ ӗнтӗ, унӑн юлашки ҫырӑвӗсенче те отрядра кирлӗ хыпарсем кӗскен те ҫителӗксӗр пулчӗҫ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Шанчӑклӑ ҫынсем Федьӑна курманни ҫинчен каласан, Катьӑн ун ҫинчен ҫав тери пӗлесси килчӗ… тата хӑрарӗ те.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Хӑш-пӗр самантра никам та курманни, сӑмахран, аванрах маншӑн.
Тӗнче хӗрри шырама тухса кайни // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 119–126 с.
Вӑл унӑн ырханланса кайнӑ питне кӑнн сӑнаса пӑхрӗ, асӑрхануллӑн ӑна-кӑна ыйтса пӗлчӗ, анчах Григорие курнипе курманни ҫинчен сӑмах та хускатмарӗ.
I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
«Манӑн ӑна хам кам иккенне калас пулать, — шухӑшларӗ вӑл. — Эпӗ чӗнмесен, вӑл ҫакна тӗрӗс мар ӑнланма, эпӗ хама ун умӗнче айӑплӑ туйнӑ пек ӑнланма пултарать. Анчах эпир пӗр-пӗрне курманни вунӑ ҫула яхӑн иртнӗ-ҫке, эпир иксӗмӗр те улшӑннӑ, урӑх ҫынсем пулса тӑнӑ, туйӑмсенчен йӗрри те юлман-и, тен, эпӗ вара хама ҫавӑншӑн пустуях асаплантаратӑп».
6 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Тупнӑ тӗлӗнмелли, пушар курманни нумай пулать-им?
3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Вӑл хӗрлисене Елански чиккине ҫитиччен ниҫта та курманни тата хӗҫпе тураса тӑкнӑ вунӑ казак Петро Мелеховпа пӗрле ҫавӑнтах, ҫыр хӗрринче, йӑваланса выртни ҫинчен хыпарларӗ.
XXXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Эпӗ сире хамӑр пӗлтӗр ҫулларанпа та вӑрҫӑ курманни ҫинчен калатӑп.
I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Сергей Саввӑна курманни пилӗк ҫул, ҫав пилӗк ҫул хушшинче Савва палламалла мар улшӑнса кайнӑ: хулпуҫҫийӗсем сарлакаланнӑ, пичӗ шухӑшлӑ пулса кайнӑ; пысӑк кӑвак куҫӗсем темле ҫавракан курӑннӑ, ӳсессе ҫеҫ ӳсмен, ӗлӗкхи пекех лутра та кӗрнеклӗ пулнӑ…
V сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Сергей кун пек чаплӑ эрех тутанса курманни чылай пулатчӗ.
IV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Сергей ӗне сунине курманни нумай пулать, ҫавӑнпа кӗрентерех сӗт ярӑмӗсем витре тӗпне перӗнсе янранине вӑл савӑнсах пӑхса тӑчӗ.
IV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
«Мӗн халиччен курманни пултӑр кунта?
Пӗр чиркӳри дьяк пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Хӗрарӑмсем хӑйсен ачисене уйӑхшарӑн курманни ӑна пачах та тивмест!А то, что женщины детей своих по месяцу не видят, это его не касается!
VII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ҫак ҫынсем хӗвел, ҫӑлтӑр курманни ҫичӗ эрне ҫитет.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ашшӗне курманни ҫулталӑк та ҫитет ӗнтӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
«Куҫӑм тӗрӗсех курманни улталать пулмалла, — тӗсе шухӑшласа илтӗм эпӗ. — Ҫав нумай ҫулсем хушшинче кунсеренех тинӗс ҫине пӑхнӑ пулин те, эпӗ кунта кимӗ ҫӳренине пӗрре те курманччӗ-ҫке».
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Ҫакӑн хыҫҫӑн вӑрантӑм та лайӑх каннине туйса илтӗм, эпӗ кун пек канса курманни нумай пулать ӗнтӗ.И проснулся таким свежим и бодрым, каким давно уже не чувствовал себя.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Алла пӑшал тытса курманни темиҫе ҫул, пӗр хутчен те пулин персе пӑхмалла-ҫке.Несколько лет не брал ружья в руки, надо же хоть разок его разрядить.
XVI. Ҫӑва калаҫать // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Мелник хунар ҫутса ячӗ, Бойчона арман чулӗпе стена хушшинчен ирттерчӗ, унтан, икӗ лар хушшипе хӗсӗнкелесе, эрешмен карти каркаланӑ пӗчӗк алӑк умне ҫитсе чарӑнчӗ, ҫав алӑка уҫса курманни нумай пулать пулас.
XV. Кӗтмен тӗл пулу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.