Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

кунтан сăмах пирĕн базăра пур.
кунтан (тĕпĕ: кунтан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ун вырӑнне ҫурт ҫамки ҫинчи фигурӑсем, ҫӗртен пӑхсан сӗтел лампинчен те пысӑк мар пек туйӑнаканскерсем, кунтан пӑхсан буфет шкафӗнчен те кая мар иккен…

Зато лепные фигуры у карниза на фронтоне нашего дома, всегда казавшиеся мне не больше настольной лампы, на самом деле оказались размером в целый буфет…

9 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Мускав кунтан, ҫурт тӑрринчен, питӗ те чипер курӑнать.

Москва отсюда, с крыши дома, была очень хороша.

9 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Уяв умӗнчи кунсенче кунти ҫивитти тимӗрӗ управдом тата дворниксен ури айӗнче халтӑртатса тӑнӑ, вӗсем кунтан канатсемпе фасад ҫине транспорантсем хӑпартнӑ, портретсем майлаштарнӑ, тӗрлӗ тӗс парса ҫунакан иллюминаци лампочкисене йӗркеленӗ.

В канун праздников железо кровель грохотало под ногами управдома и дворников, которые спускали отсюда на канатах или подтягивали на фасаде транспаранты, портреты и светящиеся разноцветными огнями лампочки иллюминации.

9 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Унтан хамӑр районӑн мӗнпур колоннипе кунтан Хӗрлӗ площаде тухса каяттӑмӑр.

И потом шли отсюда вместе с колонной всего нашего района на Красную площадь.

8 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Хӑш чухне вӑл каланине юри итлес мар тетӗн, чуна хускатакан хыпартан упранма пӑхатӑн, анчах ыратнинчен тарма ҫук, кунтан та ҫавах.

Иногда не хотелось слышать то, что сообщалось, хотелось уберечь себя от этого тревожного знания, но деваться от него было некуда, как от боли.

8 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Тата темиҫе кунтан манӑн В. профессор патне кӗмеллеччӗ, вӑл наука енӗпе ертсе пыраканниччӗ.

Через несколько дней я должна была явиться к профессору В., который был назначен руководителем научной части.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах та вӑл лаборатори кунтан кӑштах пысӑкрахчӗ.

Только та лаборатория была немного побольше.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах та вӑл ӗнерхи кунтан пуҫласа вырӑсла калаҫма манса кайрӗ.

Но со вчерашнего дня он забыл русскую речь.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Марья Ивановнӑна тумлан-тарнӑ та, тепрер кунтан, Палашӑпа тата Савельичпа пӗрле, вӑрӑм ҫула ӑсатса янӑ.

Марью Ивановну снарядили, и через несколько дней она отправилась в дорогу с верной Палашей и с верным Савельичем.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк. Суд // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Вунпӗр сехетре эпӗ пахча ҫимӗҫ сутакан лавккана кӗрсе лартӑм, кунтан петӗм Тверской-Ямской курӑнать.

В одиннадцать часов я засел в овощной лавке, из которой была видна вся Тверская-Ямская.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ӗнерхи кунтан вара мӗн чухлӗ улшӑну пулчӗ!

Как необыкновенно все изменилось со вчерашнего дня!

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кунтан тӗлӗнмелле, анчах та Катька нимӗн те ыйтса пӗлмест.

Это было очень странно, но Катька ничего не спрашивала.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Хура кунтан мӗн хӑрасси пур: эс мана яланах юратсан, чи хура кун та маншӑн уяв пек туйӑнӗ.

— И что мне бояться черного дня: если ты меня всегда будешь любить, самый черный день мне покажется праздником.

15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Настройщикран эпир ҫакна пӗлтӗмӗр: просмотрта пулса иртнӗ истори хыҫҫӑн темиҫе кунтан фабрикӑна Аслӑ комитетран ятарласа тунӑ комисси килнӗ, вара Причалин картинине пуҫӗпех пӑрахӑҫланӑ.

От настройщика мы узнали, что через несколько дней после истории на просмотре из Главного комитета прибыла специальная комиссия, картина Причалина была решительно забракована.

15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Тепӗр икӗ кунтан Причалинран фабрикӑна пыма йыхрав илтӗм.

А через несколько дней я получила вызов на фабрику к Причалину.

12 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Расщепей юлташ! — унтан та кунтан илтӗнет.

Товарищ Расщепей! — слышалось и там и тут.

11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Кунтан; тухатмӑш та тарать, шуйттан та шикленет.

Тут крестятся ведьмы и тошно чертям…

10 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эпӗ пӗр ҫӳлӗ хурӑн тӑррине улӑхса кайрӑм, кунтан, тарават асанне пурӑнакан сӑртри ҫӳлӗ хурӑн ҫийӗнчен, Калуга ҫулӗ янках курӑнать, ҫав ҫулпа француз ҫарӗ Мускавран шӑвӑнать.

Я влезаю на высокую березу, и отсюда, с горы, где живет бабка, приютившая меня, с вершины высокой березы видно: по Калужской дороге уходит из Москвы французская армия.

10 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Вут хыпнӑ пӗлӗте унтан та кунтан юн тӗслӗ тӗтӗм юписем ҫӗкленеҫҫӗ.

Столбы кровавого дыма подпирают докрасна накаленное небо.

9 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Хулан вӗҫӗ-хӗрри кунтан та курӑнмасть.

Даже отсюда, с высокого здания, с холма, не видно конца-края городу.

6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней