Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

кунсенчех (тĕпĕ: кун) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мускава ҫитес кунсенчех тытса илеҫҫӗ!

Москва-то на днях будет взята!

I // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Нимӗҫсем ялта хӑйсене хӑйсем тыткалани Ерофей Кузьмича малтанхи кунсенчех кӑмӑла каймарӗ: пӗтӗм чунӗпе туйса илчӗ вӑл, вӗсем чӑнахах та пит хытӑ чӗреллӗ те хӗрхенӳсӗр иккен, кунта пурӑннӑ хушӑра вӗсенчен темӗн те кӗтме пулать.

Поведение немцев в деревне не понравилось Ерофею Кузьмичу с первого дня: он всей душой почувствовал, что они в самом деле жестоки и беспощадны и, пока находятся здесь, от них можно ожидать любых злодеяний.

XXIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Влаҫа юратакан, хӑйне ҫынсем хисепленине кура ачашланса кайнӑ Волошин майор влаҫа комиссарпа валеҫесшӗн пулман, ҫавӑнпа та вӗсем хӑйсене хӑйсем малтанхи кунсенчех пӗр-пӗрне юратман пек тыткалама пуҫланӑ.

Любящий власть, избалованный уважением людей майор Волошин не хотел делить власть с комиссаром, поэтому они с первых дней держали невзлюбили друг друга.

XVII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Кӑна ҫак кунсенчех тумалла.

И это вопрос буквально дней.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Малтанхи кунсенчех курнӑ-илтнӗ тӗлӗнмелле япаласем пирки ҫӗкленнӗ пысӑк туйӑмсем кӑштах лӑплансан, паллах, Володьӑшӑн лагерьте чи илӗртӳллӗ вырӑн вӑл Артекри авиа-модель мастерскойӗ пулнӑ.

Когда улеглись первые бурные впечатления, одним из самых увлекательных мест в лагере оказалась для Володи, конечно, авиамодельная мастерская Артека.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Моряк ывӑлӗн ирӗке юратакан чунӗ Артекри лагерьте пурӑннӑ малтанхи кунсенчех ҫаксене хирӗҫ хаяррӑн тӑчӗ.

Вольнолюбивая душа моряцкого сына бурно восстала против всего этого в первые же дни лагерной жизни в Артеке.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Стефчов иртнӗ кунсенчех Огнянова хирӗҫ ҫынсене хӗтӗртетчӗ-ха, элек-сӗлек те саратчӗ, уссине кӑна кураймарӗ, — Огнянов, кирек хӑҫан та ҫӗнтерӳллӗн тухса, ҫын куҫӗ умӗнче тата хисеплӗреххӗн курӑнчӗ.

Стефчов уже давно по мелочам интриговал против Огнянова и клеветал на него, но это не помогало, — Огнянов всегда выходил победителем и еще больше вырастал в глазах людей.

XXI. Хур кӑтартма хӑтланни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Петербурга килнӗ малтанхи кунсенчех вӑл питӗ сире курасшӑн ҫуннӑ; анчах ӑна сирӗн пата паллашма хӑйӗн савнӑ хӗрӗпе е арӑмӗпе килсен лайӑхрах пулас пек туйӑннӑ та — вӑл тӑхтанӑ; сире ӑна пӗччен мар, арӑмӗпе пӗрле курма кӑмӑллӑрах пулассӑн туйӑннӑ.

Он с самого первого дня, как приехал в Петербург, очень сильно желал увидеться с вами; но ему казалось, что лучше будет, если он отложит знакомство до той поры, когда приедет к вам не один, а с невестою или женою; ему казалось, что вам приятнее будет видеть его с женою, нежели одного.

XIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Анчах вӑл кризис хыҫҫӑн малтанхи кунсенчех Полозовсем патӗнче пулма лайӑхах мар тесе шутланӑ: Катерина Васильевна, паллах, халлӗхе ним те ӑнланман-ха; Кирсановӑн вара, ун каччи начаррине курсан (ку ӗнтӗ ҫапла пулмалла пулнӑ та) тата вӑл начаррине сӑмахсӑрах та пулин палӑртсан, ҫак япала сиен ҫеҫ кӳме, Катьӑн чирне кӑна амалантарма пултарнӑ.

Но он почел неудобным быть у Полозовых в первые дни после кризиса: Катерина Васильевна, конечно, еще находится в экзальтации; если он увидит (чего и следует непременно ждать), что жених — дрянь, то уж и его молчаливое недовольство женихом, не только прямой отзыв, принесет вред, подновит экзальтацию.

VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Карчӑк алӑк урати тӗлӗнче урайӗнче выртнӑ, хӗллехи кунсенчех ӑнсӑртран кӑмака сакки ҫине выртса юлнӑ кивӗ сӑран алсана вӑл шӑлсӑр ҫӑварӗпе чӑмласа пӗтернӗ.

Старуха лежала на полу около порога, и случайно забытая на лежанке еще с зимних времен старая кожаная рукавица была изжевана ее беззубыми деснами…

II сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Ҫак кунсенчех е… пачах та тытӑнмастпӑр.

— На этих днях или… вовсе не начнем.

27-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ӗҫлеме тытӑнсан малтанхи кунсенчех вӑрлӑх фондне хывас ӗҫре сахал мар йывӑрлӑхсем пуласси тата срокра ӗлкӗрме те чылаях кансӗрри палӑрчӗ.

С первых же дней работы выяснилось, что засыпать семфонд придется с немалыми трудностями и с большой оттяжкой в сроке.

24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ӗҫлеме яла тухса килнӗ чухне вӑл хулара пурӑннӑ ытлашши айван ҫынах пулман ӗнтӗ, анчах класс кӗрешӗвӗ сарӑлса кайни, унӑн ҫыхланчӑк тӗввисем тата вӑрттӑн-пытанчӑк формисем, ҫапах та, хӑй Гремячий хуторне килсен малтанхи кунсенчех курни чухлӗ кӑткӑс пулассӑн туйӑнманччӗ ӑна.

Он ехал на работу в деревню вовсе не таким уж наивным горожанином, но разворот классовой борьбы, ее путаные узлы и зачастую потаенно-скрытые формы все же представлялись ему не столь сложными, какие увидел он в первые же дни приезда в Гремячий.

13-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӑл сасартӑк хӗрелнине те, шикленмеллех савӑннине те, ачашшӑн е хӗрӳллӗн пӑхнине те — Штольц нихҫан та курман; мӗн те пулин ҫавӑн пекрех пулас пулсан, сӑмахран, Штольц хӑй ҫак кунсенчех Италие каяссине пӗлтерсен, Ольга пичӗ ыратнипе пӗркеленнӗ пек туйӑнать; ҫавнашкал хаклӑ та сайра самантра Штольц чӗри телейлӗн тапма тытӑнать кӑна — сасартӑках йӑлт чаршавпа витӗнет, Ольга айваннӑн та тӳррӗн хушса хурать:

Ни внезапной краски, ни радости до испуга, ни томного или трепещущего огнем взгляда он не подкараулил никогда, и если было что-нибудь похожее на это, показалось ему, что лицо ее будто исказилось болью, когда он скажет, что на днях уедет в Италию, только лишь сердце у него замрет и обольется кровью от этих драгоценных и редких минут, как вдруг опять все точно задернется флером; она наивно и открыто прибавит:

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Яла… лайӑхрах пулать пуль: унта ҫитес кунсенчех ҫӗнӗ ҫуртсем лартма тытӑнмалла.

— В деревню… хорошо, пожалуй: там же стройка начнется скоро,

II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Юрать, юрать, ҫак кунсенчех

— Хорошо, хорошо, на днях…

I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Юрать, ҫак кунсенчех пыратӑп та хваттерне урӑх ҫынна паратӑп, халӗ эпӗ кайма васкатӑп.

— Хорошо, я на днях приеду и передам квартиру другому, а теперь я тороплюсь…

I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Эпӗ ҫак кунсенчех ют патшалӑха каятӑп, — тарӑхса пӳлчӗ Обломов.

Я на днях поеду за границу, — с сердцем перебил Обломов.

VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Трахвим, арманҫӑ, виҫӗмҫул хӑй патӗнче, арманӗнче, пӑвӑнса вилчӗ, эпӗ ӑна ҫакӑ пуличчен икӗ кун маларах кӑна курнӑччӗ те, кукамая ҫавӑн чухнех каларӑм: «Курӑн акӑ, куками, Трахвим ҫак кунсенчех синкерлӗ вилӗмпе вилет», — терӗм.

Трофим, мельник, в позапрошлом году у себя на млине удавился, а я его только за два дня перед тем видела и тогда же сказала бабушке: «Вот посмотри, бабуся, что Трофим на днях дурной смертью умрет».

IV сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Ҫывӑх кунсенчех вӗсем Кронштадт гаванӗнчен тухса кайӗҫ.

Недалек тот день, когда они покинут Кронштадтскую гавань.

Ҫирӗм пӗрремӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней