Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

килӗшеҫҫӗ (тĕпĕ: килӗш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пурте вӗсем Коломиецпа килӗшеҫҫӗ.

Все были согласны с Коломийцем.

8. Летчика вӗренекен туссем // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Халӗ те-ха Костя кам пулсан лайӑххине суйласа илеймест — ку та, теори те ӑна пӗр пекех килӗшеҫҫӗ

Костя до сих пор так и не решил, кем лучше быть, — и тот и другой ему нравятся одинаково…

Ятарласа хушнӑ ӗҫ // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Пӗчӗкҫӗ сулхӑн пӳрчӗ те, лӑпкӑ та йӑваш карчӑкӗ те килӗшеҫҫӗ ӑна.

Ему нравится и маленькая прохладная хатка, и ласковая, тихая бабушка.

Кам пулма туртӑм пур санӑн? // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Костьӑпа Тимахви те ҫакӑнпа килӗшеҫҫӗ.

Это признают и Костя и Тимофей.

Паллашӑр, тархасшӑн! // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Юханшывӑн сулахай енчи йӑлӑмри анлӑ ҫарансем, кӑваккӑн курӑнакан инҫетри вӑрман тӑрӑхӗ, пӗр виҫӗ километр аяларахри ҫӳлӗ те чӑнкӑ, ишӗлсе тӑракан ҫырансем Костьӑна чӑннипех те килӗшеҫҫӗ.

Косте и в самом деле нравится широкий простор пойменных лугов левого берега, синеющая вдали полоска леса, обрывы кряжа, подступающего к реке километрах в трех ниже по течению.

Ҫыран хӗрринчи пӳрт // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

— Аслӑ турӑсем килӗшеҫҫӗ пулсан, эсир, ырӑ та маттур патрицисем, килӗшетӗр пулсан, эпир пусмӑртисен ирӗклӗхӗшӗн хӗҫ-пӑшал тытӑпӑр!

— Пусть дадут согласие на это высшие боги и вы, благородные патриции, и мы возьмемся за оружие ради, свободы угнетенных!

V сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

— Юрӑҫи аван та, мӑнкӑмӑлланма юратать, ӑна чарас пулать, — тет вӑл, хӑшпӗр хӑнисем те вара ҫавӑнпа килӗшеҫҫӗ.

— Хорош певец, да кичлив, и надо его одернуть, — говорит он, и некоторые гости соглашаются с ним.

XIX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Эпӗ ӑна хам мӗнле пӗлнӗ пек: «Ҫав ҫынсем мана килӗшеҫҫӗ, вӗсем ӗҫлемесӗр, савӑнӑҫлӑн пурӑнаҫҫӗ» тесе каласа патӑм.

Я сказал ему как умел, что мне нравятся эти люди, — живут без работы, весело.

XVIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Кунпа пурте килӗшеҫҫӗ, анчах… пӗвӗ ытла та пӗчӗккӗ-ҫке: трибуна хыҫне тӑрать те — куҫран пач! ҫухалать.

Все согласны, но… рост уж очень мал: станет за трибуной и — каюк! — скрылся из виду.

Прицепщик Терентий Петрович // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 109–130 с.

Мана фанатиксем килӗшеҫҫӗ, эпӗ вӗсене кӑмӑллатӑп.

Меня воодушевляют фанатики, и я уважаю их.

37 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

— Мана коммунистсем питӗ килӗшеҫҫӗ.

— Мне очень симпатичны коммунисты.

37 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Ҫавнашкал куҫсем килӗшеҫҫӗ мана! — Джурджене пӑшӑлтатса каларӗ Йован.

Люблю такие глаза, — шепнул Джурдже Йован.

25 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Громада генерал чикӗ урлӑ каҫнӑ тӑваттӑмӗш ҫын Явора кӗмесӗр ниҫта та кайма пултараймасть текен шухӑшӗпе штабри офицерсем пурте килӗшеҫҫӗ.

Уверенность Громады в том, что этот нарушитель не может миновать Явор, разделяли все офицеры штаба.

7 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

Дмитрий уҫӑ кӑмӑллӑ та йӑваш, галстукне пуҫӗпе тӳрлетмест, вӗчӗрхенӳллӗн куҫне мӑчлаттармасть тата хӗсе-хӗсе хумасть; ӑна каласа кӑтартнӑ ырӑ шухӑшсем хама килӗшеҫҫӗ; шухӑшсем ҫавнашкал ырӑ пулнӑран, Дмитрий манпа Колпиков хушшинче пулса иртнӗ вӑтанмалли ӗҫшӗн мана йӑлтах каҫарчӗ, уншӑн манран йӗрӗнме пӑрахрӗ, пулӗ тесе шутларӑм, вара эпир нумай япаласем ҫинчен чунтан шанса калаҫрӑмӑр, унашкал япаласем ҫинчен ҫынсем пӗр-пӗрне сайра хутра ҫеҫ калаҫҫӗ.

Дмитрий был общителен и кроток, не поправлял головой галстука, не подмигивал нервически и не зажмуривался; я был доволен теми благородными чувствами, которые ему высказал, полагая, что за них он совершенно простил мне мою постыдную историю с Колпиковым, не презирает меня за нее, и мы дружно разговорились о многом таком задушевном, которое не во всяких условиях говорится друг другу.

XXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

— Эпӗ Королевпа Разумов таврӑннӑшӑн эпир пурте хӗпӗртерӗмӗр, тесен манпа пурте килӗшеҫҫӗ пулӗ тесе шутлатӑп.

— Я думаю, все со мной согласятся, когда я скажу, что все мы рады возвращению Королева и Разумова.

28 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.

— Начар, — килӗшеҫҫӗ вӗсем ним хуйхӑрмасӑрах.

— Плохо, — соглашаются они без малейшей горечи.

3 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.

— Сан ӳкерчӗкӳсем мана килӗшеҫҫӗ, — терӗ учительница.

— Рисунки твои мне нравятся, — сказала учительница.

Переменӑри хирӗҫӳ // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Кольӑна тухтӑрӑн хитре футляр ӑшне чиксе хунӑ хирургилле ачаш инструмента аса илтерекен ҫиелтен курӑнан пӳ-ҫийӗ те кӑмӑллӑ, Ряхин галстукне ӗлккем бант туса ҫыхма пӗлни те, унӑн ҫемҫе кӗписем те, ӑста ҫӗленӗ сюртукӗсем те, шӗвӗр сӑмсаллӑ ботинкисем те тата шап-шурӑ ҫӑмӑл аллисем ҫаврӑнӑҫуллӑн хускалнисем те килӗшеҫҫӗ.

Коле нравилась и внешность доктора, напоминавшая тонкий хирургический инструмент в красивом футляре, нравилось уменье Ряхина завязывать галстук пышным бантом, его мягкие рубашки, ловко сшитые сюртуки, остроносые ботинки и округлые движения белых ловких рук.

Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.

Большевиксем пурте килӗшеҫҫӗ.

Все большевики согласились.

Революци утӑмӗсем // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Нимӗҫ влаҫӗсем килӗшеҫҫӗ.

Немецкие власти согласились.

Йывӑр урок // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней