Поиск
Шырав ĕçĕ:
Казаксем килӗсенче пӗр кун пурӑнчӗҫ, ӳте кӗчӗҫ те, аялти кӗпи-йӗмӗсене улӑштарса, салӑ, сухари тата ытти апат-ҫимӗҫ илсе, турра пуҫҫапма кайнӑ пек (туясем вырӑнне ҫеҫ винтовкӑсем йӑтнӑ) эшкерленсе, Дон леш енне касса кайрӗҫ, Елански еннелле сулланчӗҫ.
XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Вӗсем ним тунмасӑр каланӑ тӑрӑх, хуторсенче хӗрлисене ӳпкелешекенсем йышлах мар, Хопер округӗнчи улах вырӑнсенче фронтран татӑлса юлнӑ офицерсем пытанса пурӑнаҫҫӗ, восстани тӑвасшӑннисенчен пысӑк вӑй пуҫтарасси пулмасть, мӗншӗн тесен фронтовиксем е килӗсенче лараҫҫӗ, е хӗрлисемпе пӗрле кайнӑ, стариксем тесен, вӗсене пӑрусене витене хуса кӗртнӗ пекех, хӗссе-хуптерлесе ҫитернӗ те, вӗсен халь вӑй та, ӗлӗкхи чапӗ-ячӗ те ҫук.
XXXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Вӑл теме кӗтнӗн килӗсенче пытанса ларать.
XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Паян ҫав миллионшар ҫынсем ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗсенче, хӑйсен килӗсенче лараҫҫӗ.Сегодня эти миллионы сидят у себя по домам, в разных концах страны.
I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Вырӑссем хӑйсен килӗсенче, ылханлӑ кацапсем, таракансем ӗрчетсе тултарнӑ.В русских избах проклятые кацапы везде поразводили тараканов.
IV. Апат // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Аппӑшӗпе йӑмӑкӗ паян каллех, ӗлӗкхи пек, кӳршисемпе тантӑшӗсене хӑйсем патне пуҫтарӑнтарасшӑн пулчӗҫ, анчах Ольховка ҫыннисене ҫил-тӑман хӑйсен килӗсенче тытса усрать.
I // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Урамсенче канализаци тӑватпӑр — ку станицӑра пурӑнакансен килӗсенче ваннӑсем, пит ҫумалли вырӑнсем, ӑшӑ уборнӑйсем тата ытти ҫавнашкал пурнӑҫа ҫӑмӑллатмалли япаласем тума май парать.
III // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ольховка ҫыннисем пурте килӗсенче пытанса ларчӗҫ.
XX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Унта, килӗсенче вӗсене кӗтсе пурӑнаҫҫӗ ӗнтӗ…
XVIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Анчах хӑйсен вӑйӗ ҫине ытлашши шанакан захватчиксене хӑратса тӑракан ҫӗр айӗнчи хӑюллӑ патриотсем чул хушшинчи пӑчӑлӑхра та ҫӳлте, хӑйсен килӗсенче пурӑннӑ чухнехи пек, ӑслӑ та илемлӗ пурнӑҫ законӗ тӑрӑх пурӑнаҫҫӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Арҫынсем хушшинче вӑл ҫав тери мӑнаҫлӑ каппайчӑклӑхпа уйрӑлса тӑрать, дамӑсемпе-тӗк — намӑса пӗлмен хастар пуҫарулӑхпа, картла пысӑккӑн вылять, кирек хӑҫан та телейлӗ ӑнӑҫупа, анчах офицерсен пуххинче мар, гражданла клубра, хула тӳрисемпе поляксен ҫак таврашри ҫӗр улпучӗсен килӗсенче.
XIII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Пушӑ вӑхӑтра вара вӗсем пухура лараҫҫӗ, пикенсех «Инвалид» вулаҫҫӗ те чин ӳстереслӗх тӗлӗшпе тавлашаҫҫӗ, картла выляҫҫӗ, кӗҫӗн офицерсене хаваспах хӑйсене шӑварттарма ирӗк параҫҫӗ, килӗсенче улахсем — ӗҫкӗ-ҫикӗ каҫӗсем — йӗркелеҫҫӗ тата хӑйсен нумай йышлӑ хӗрӗсене качча парасшӑн вӗтеленеҫҫӗ.
VI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Йышлӑ кил-йышӑн сумлӑ амӑшӗсемех хӑйсен килӗсенче пӗтӗм сасӑпа ҫакӑн пек юрлаҫҫӗ:Или как почтенные матери многочисленных семей с жарой распевают во весь голос:
XVIII. Ганко кофейнинче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Лопухов йӑлтах каласа кӑтартать: ӑна уроксем тахҫанах йӑлӑхтарса ҫитерни тата мӗнле ҫемьере е мӗнле ачасем мӗншӗн йӑлӑхтарни, завод кантурӗнче вӗрентесси йӑлӑхтарманни ҫинчен те каласа кӑтартать, мӗншӗн тесен унта вӗрентни питӗ кирлӗ ӗҫ, пӗтӗм заводри халӑха пырса тивет, унта вӑл хӑшпӗр ӗҫсене тума ӗлкӗрнӗ те ӗнтӗ: хут вӗренме кӑмӑл тӑвакансене питӗ нумай шыраса тупнӑ, вӗсене хут вӗрентме вӗрентсе ҫитернӗ, вӗреннӗ работник машинӑсене те, ӗҫе те сахалтарах пӑснине кӑтартса парса, ҫав учительсене фирмӑран шалу памалла тутарнӑ, мӗншӗн тесен работниксене вӗрентсен, прогул тӑвакансемпе ӳсӗр ҫӳрекенсем сахалланаҫҫӗ, паллах, шалӑвӗ ытлашши пысӑках мар ӗнтӗ; тата вӑл рабочисене ӗҫме яманни, ҫавӑнпа вара час-часах вӗсен килӗсенче пулни ҫинчен каласа кӑтартрӗ, — сахал-и унта мӗн пулма пултарать.
XXVI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Пирӗн дамӑсем шӑматкунсенче килӗсенче спектакльсем лартми пулчӗҫ, вӑл сисесрен шикленсе тӑраҫҫӗ; пуп таврашсем ун умӗнче ӳт ҫиме тата картла выляма шикленсе лараҫҫӗ.
Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.
Пурӑнасса та вӗсем чылайӑшӗ манпала кӳршӗлех, Гидротрест килӗсенче пурӑнаҫҫӗ.Ребята из лагеря жили с нами по соседству, в новых домах Гидротреста.
1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Самаях сӑнанӑ: чӑвашсен килӗсенче таса, тирпейлӗ; хӑнасене тараватлӑн кӗтсе илсе атте кӗрекине лартни епле илемлӗ йӑла.
Пирӗн «ылтӑн ҫӳпҫемӗр» — тӑван республика // Лидия Афанасьева. https://chuvash.org/content/3117-%D0%9F% ... 0%BB%D0%B8
Вӗсем пӑр кайнӑ вӑхӑтра килӗсенче лармаҫҫех, — терӗ председатель колхоз активӗпе сывпуллашса.
Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№
Унсӑр пуҫне 1500 инвалид ачана килӗсенче вӗрентеҫҫӗ.
Тӑлӑх тата инвалид ачасен балӗ // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29
46. Вӗсем кулленех пурте пӗрле Турӑ Ҫуртне пуҫтарӑннӑ, килӗсенче ҫӑкӑр хуҫа-хуҫа парса, савӑнса, ырӑ кӑмӑлпа апат ҫинӗ.
Ап ӗҫс 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.