Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

каҫрӗҫ (тĕпĕ: каҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хыпӑнса ӳкнипе атӑ-пушмакӗсемпе ҫи-пуҫ ялалисене ҫыран хӗрринех пӑрахса хӑварнӑ Дружинниксем Вешенскине вӑрман кукринчен уйӑрса тӑракан сарлака кӳлӗ урлӑ тӳрӗрен ишсе каҫрӗҫ.

Через широкое озеро, отделявшее Вешенскую от луки, дружинники перебирались вплавь, в спешке побросав на берегу обувь и одежду.

II // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Чи юлашкинчен Григорий Мелеховӑн 1-мӗш дивизине кӗрекен Вешенски полкӗн утлӑ сотнисем каҫрӗҫ.

Последними переправлялись конные сотни Вешенского полка 1-й дивизии Григория Мелехова.

LXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Лашасем чиперех ишсе каҫрӗҫ.

Лошади благополучно переплыли.

LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫул урлӑ хӑмӑртарах тӗслӗ тӑсмака тыркассем чупа-чупа каҫрӗҫ, шиклӗн шӑхӑра-шӑхӑра илчӗҫ.

Бурые длинные суслики перебегали дорогу, тревожно посвистывали.

LI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Лашисене Базки хуторӗнче хӑварса, Дон урлӑ кимӗпе каҫрӗҫ.

Через Дон переправились на баркасах, оставив коней в Базках.

XLV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Гранатӑсем е хуторти урамсене пыра-пыра ӳкрӗҫ (вара тӑкӑрлӑксем тӑрӑх, хӑрушла хуйханса кайса, картасене аркатса, выльӑхсем кӗпӗртетсе чупрӗҫ, ҫынсем кӗлеткисемпе хутланса вӑркӑнса каҫрӗҫ), е, шӑн ирӗлсен чӑмакаллӑ хӑмӑр ҫӗре сирпӗтсе, кивӗ масар хыҫӗнчи ҫил арманӗсем патӗнче ҫурӑлчӗҫ.

Гранаты то ложились по хутору, — и по проулкам, в диком ужасе, ломая плетни, мчался скот, перебегали, согнувшись, люди, — то рвались за старообрядческим кладбищем, возле ветряков, на безлюдных песчаных буграх, вздымая бурую, не оттаявшую комкастую землю.

XXXIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Чукарин хуторӗнче ҫӗр каҫрӗҫ.

Ночевали в Чукарином.

XXXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӗсем Базкинче ҫӗр каҫрӗҫ.

Ночевали они на Базках.

XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Дон урлӑ каҫрӗҫ.

Дон переехали.

XXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫула май юханшыв урлӑ каҫрӗҫ, чарӑнса тӑчӗҫ.

По дороге переехали ручей, остановились.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Казаксем халӑх сахал пурӑнакан пысӑк мар хуторта ҫӗр каҫрӗҫ.

Ночевали на хуторе, небольшом и пустынном.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хопер шывӗ урлӑ Дундуков хуторӗнче каҫрӗҫ.

Через Хопер переправлялись на хуторе Дундуковом.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫул ҫине тухни иккӗмӗш талӑк ҫине кайсан, каҫ пулас умӗн, хӑтасем Миллеровӑна ҫитрӗҫ, хӑмӑр хӳмеллӗ элеваторпа юнашар пурӑнакан палланӑ украинец патӗнче ҫӗр каҫрӗҫ.

На вторые сутки к вечеру приехали в Миллерово, заночевали у знакомого украинца, жившего под бурым боком элеватора.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Григорипе Христоня, утсен хырӑмсарлӑхӗсене хытарчӗҫ те сиккипе хутортан тухса вӗҫтерчӗҫ, — каялла пӗрре ҫаврӑнса пӑхмасӑр сӑрт тӗмески урлӑ каҫрӗҫ.

Подтянув подпруги, Григорий и Христоня наметом выехали из хутора, — не оглядываясь, перевалили через бугор.

XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Площадь урлӑ каҫрӗҫ.

Проехали площадь.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Сергей ӑна аллинчен тытрӗ те, вӗсем иккӗшӗ площадь урлӑ каҫрӗҫ.

Сергей взял ее под руку, и они пошли через площадь.

XXVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Кривцовпа Сергей Голубева патӗнче ҫӗр каҫрӗҫ.

Кривцов и Сергей ночевали у Голубевой.

XXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫапла калаҫса пынӑ май вӗсем кӗпер урлӑ та каҫрӗҫ, Рощенски станица айккипе ҫаврӑнса, тавар пушатакан килкарти хапхи умӗнче чарӑнчӗҫ.

И пока они так разговаривали, обоз тем временем проехал мост, обогнул окраину станицы Рощенской и остановился у ворот товарного двора.

XIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ниловна та хӗрес хыврӗ, вара вӗсем хуҫине пуҫ тайрӗҫ те ним чӗнмесӗр алӑк пуканӗ урлӑ каҫрӗҫ.

Перекрестилась и Ниловна, потом они поклонились хозяйке и молча переступили порог.

VI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Алӑк урати урлӑ каҫрӗҫ — ҫенӗк.

Переступили порог — сенцы.

«Ӑҫталла ҫул тытатӑн?» // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней