Поиск
Шырав ĕçĕ:
Акӑ вӗсем Миссисипи ятлӑ юханшыв урлӑ каҫрӗҫ, ятне вӗсем каярахпа тин пӗлчӗҫ, вӑл Варта шывӗнчен пӗр виҫӗ хут сарлакарахчӗ, вара ҫӗрле, пит кая юлса, Литль Рока ҫитрӗҫ.
II // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Ирхи ҫапӑҫу хыҫҫӑн тӑшманӑн вӑрӑм колоннисем сӑрт ку енне каҫрӗҫ, патрульсем халь ҫеҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем Кӑйкӑр вӑрманне ҫавӑрса илнӗ.
17 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Хыр вӑрманӗнчен тухсан, вӗсем шыв урлӑ каҫрӗҫ, вара Ястребацӑн чи ҫӳллӗ те чи шӗвӗр юппинче — ту юпписем, сӑрт тӳписем, сӑрт хушӑкӗсем, варсем хушшинче — хӗҫ пек авӑнса выртакан Ҫинҫе Сӑмсахра чарӑнчӗҫ.
15 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Громадӑпа Зубавин чикӗ хӗрринчи йӑрӑм урлӑ каҫрӗҫ, колхоз сачӗсем витӗр тухрӗҫ, виноградниксем хушшинчи сукмакпа хӑпарчӗҫ, вара шырав йытти йӗре ҫухатнӑ вырӑна, автомагистраль ҫине пырса ҫитрӗҫ.
7 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Вӗсем, пӗр сӑмах чӗнмесӗр, шыв юхтарса килсе лартнӑ ҫапӑсен купи урлӑ, чул куписем урлӑ каҫрӗҫ.В молчании пересекли они ломкий плавниковый навал, перелезли через грядку камней.
VI // Михаил Рубцов. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 43–69 с.
Юлашкинчен вӑл хамӑр катера японецсен шхуни ҫумнех илсе пыма пултарчӗ те, икӗ боец пӗр харӑсах унӑн палуби ҫине сиксе каҫрӗҫ.Наконец, ему удалось подойти к японцу впритирку, и двое бойцов разом вскочили на палубу шхуны.
I // Михаил Рубцов. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 43–69 с.
Ачасем урама тухрӗҫ, ял витӗр хӑвӑрт чупса тухса тарӑн вара анчӗҫ те тепӗр енне каҫрӗҫ.
Пӑрлӑ чикӗ леш енче // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Салтаксем бруствер урлӑ сиксе каҫрӗҫ.
Эйзенштрассе урамӗнчи передовой // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 305–318 с.
Приморецсем кӗске тытӑҫусенче тӑшманӑн крепоҫа Ялта ҫулӗн участокӗ ҫинче осадӑра тытӑнакан чаҫӗсене ҫапа-ҫапа аркатса, хамӑрӑннисем тӑракан Салун-ту урлӑ каҫрӗҫ те, Севастополь урамӗсен хушшине пырса тухрӗҫ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Автострада урлӑ каҫрӗҫ, йӑм-хӗрлӗ тӗспе ялкӑшакан мӑкӑньсем хушшипе утрӗҫ, айлӑмри тайлӑмра, ҫул патӗнче, чарӑнса тӑчӗҫ.Перешли автостраду, побрели среди пылающих маков, остановились на склоне долины, у дороги.
XXIX // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Ҫарсем ҫакӑн пек темиҫе ту хырҫи урлӑ та каҫрӗҫ ӗнтӗ.
XIV // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Юханшыв урлӑ шампӑртаттарса каҫрӗҫ.
XIII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Хӑвӑрт юхакан юханшыв урлӑ каҫрӗҫ те каллех шоссе ҫине тухрӗҫ.Переехали вброд быструю горную речку и снова вышли на шоссе.
XIII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Вӗсем ним чӗнмесӗр кӗпер урлӑ каҫрӗҫ те шыв хӗррипе утса кайрӗҫ.
IV // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Вӗсем ҫӳллех мар сӑрт хырҫисем урлӑ иртрӗҫ, каллех ҫырма урлӑ каҫрӗҫ, унтан вӑрманалла кӗчӗҫ.Перешли невысокий гребень холмов, снова перебрались через реку и опять углубились в лес.
Унан-курӑк // Михаил Рубцов. Чумаченко А.А. Уйӑх ҫынни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Вӗсем яка пӑр ҫинче айккинелле сарӑлса каякан йӗлтӗрсене аран-аран кирлӗ пек шутаркаласа Адун урлӑ каҫрӗҫ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Вӗсем Адун урлӑ темиҫе хутчен каҫрӗҫ кукӑр-макӑр вырӑнсене, пӗчӗк юханшывсемпе шыв юпписене, шывӑн икӗ енчи сӑрчӗсемпе айлӑмӗсене тӗпчесе тухрӗҫ.
Икӗ йӗлтӗрҫӗ // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
— Вӗсем ман патӑмра ҫӗр каҫрӗҫ, виҫӗмкун тухса кайрӗҫ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Ун хыҫҫӑн ыттисем те каҫрӗҫ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
Чукун ҫул урлӑ каҫрӗҫ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.