Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

каясса (тĕпĕ: кай) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Паллах ӗнтӗ, вӗсем дрезинӑпа пирӗнсӗрех каясса эпӗ шухӑша та илмен, ун пек ирсӗр шухӑша Ромашов ҫеҫ туртса кӑларма пултарчӗ.

Разумеется, я и мысли не допускал, что они могли уехать на дрезине без нас, как это подло предполагал Ромашов.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Таҫта аякра тупӑсен аслатийӗ, йӗпене каясса пӗлтернӗ пек, таттисӗр авӑтать.

Далеко где-то погромыхивают орудия.

28 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Авалхи ҫурт халь-халь хыпӑнса каясса, шурӑ колоннӑсене вут ыталаса илессе эпӗ тавҫӑрса илтӗм, унтан кӑвар хурал пӳрчӗ ҫине сиксе ӳкӗ, пирӗн лаҫ тивсе кайӗ, лаҫра, кӑмака ҫинче чирлӗ Игорь хутланса выртать.

Я представила себе, как вспыхнет сейчас старинный дом, как обовьется пламя вокруг белых колонн, загорится сторожка, потом наша маленькая пристройка, где на печке трясется в ознобе больной Игорь.

27 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Саня отпускра, вӑл отпускра пулни маншӑн та пит лайӑх, акӑ эпир Севастополе кайма шутлатпӑр, унтан ӑҫта каясса хамӑр та пӗлместпӗр-ха.

Саня в отпуску, и я так счастлива, что он в отпуску и что мы вдруг решили поехать в Севастополь, а оттуда и сами не знаем куда.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

«Утсем тем пекех кирлӗ. Дюльдяль каясса сиссе кӗҫенет пулмалла», — ҫырать вӑл малалла.

«Кони нужны будут. Дюльдяль, наверно, ржет, чуя, что пойдет скоро в бой», — писал он.

7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Пиртен, ҫичсӗмӗртен, никам та ҫавӑн чух ыран ирех ӑнланма хӗн инкек пуҫланса каясса сӗмленмен, ыранхи кунпа пӗрле пирӗн пурнӑҫа темскер, усал та хӑрушӑскер килсе кӗрессе шутламан.

И никто из нас семерых не подозревал, что загадочные беды начнутся уже наутро, а вместе с завтрашней ночью в нашу жизнь войдет нечто чудовищно огромное и злое.

2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ачасен пӗр пайӗ тӗрлӗ ҫӗрелле саланчӗ, пирӗн иккӗмӗш сменӑра лагере каясса кӗтсе, хуларах юлмалла пулчӗ, ҫавӑнпа та ҫак хушӑра эп 'хамӑн пионерсемпе курнӑҫсах тӑтӑм.

Часть ребят разъехалась, а мы должны были попасть в лагерь во вторую смену, и я продолжала встречаться со своими пионерами.

2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ҫиленнипе ӑнран каясса ҫитрӗм эпӗ…

От негодования я даже растерялась.

1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Анчах эпӗ ҫапла ӑнран каясса ҫитни ӑна килӗшетчӗ те пулас, пӗррехинче вӗт номере апат илсе пыракан хӗре те кӳлешсе илтӗм.

Но ему, кажется, даже нравилось, что я стала такая сумасшедшая и что один раз даже приревновала его к девушке, которая принесла в номер обед.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ӑнран каясса ҫитен — апла та хӑмах чӗнмест.

Из себя выходишь — молчит.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Лешӗ вара ӑсран каясса ҫитет — пуп ачи ҫинчен калатӑп.

И этот просто из себя выходит, — попович-то.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Слобода тавра чиперех ҫаврӑнса каясса шаннӑччӗ, сасартӑк тӗттӗмре ман ума чукмарсем тытнӑ пӗр пилӗк мужик сиксе тухрӗҫ.

Я надеялся объехать слободу благополучно, как вдруг увидел в сумраке прямо перед собой человек пять мужиков, вооруженных дубинами.

Вунпӗрмӗш сыпӑк. Пӑлхавлӑ слобода // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Эпӗ вӗсем тухса каясса кӗтсе илтӗм те Катьӑпа сывпуллашрӑм.

Я дождался, пока они ушли, и простился с Катей.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Халӗ ӗнтӗ сасартӑк алӑк уҫӑлса каясса, ашшӗ кӗрсе тӑрасса никам та ӗненмест.

Теперь никто не надеялся, что вдруг откроется дверь — и войдет.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пысӑк, хӑрушӑ бастионсем, башнясем тата вӑл курӑнса каясса кӗтсе пыратӑп.

Ожидал увидеть грозные бастионы, башни и вал.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк. Крепость // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Вӗсем хушшинче эпӗ ӑсран каясса ҫитнӗ карчӑкӑн питне-куҫне асӑрхарӑм.

Среди их бросилось мне в глаза значительное лицо старухи, выражавшее безумное отчаяние.

Фаталист // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Вӑл шухӑшлатчӗ-ха вара… итле-ха, вӑл сана ӑнран каясса ҫити юратса пӑрахнӑ, мӗскӗн.

А она думает… знаешь ли, она влюблена в тебя до безумия, бедняжка!..

Июнӗн 15-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Эпӗ, вӗсенчен кӑшт аяккарах пӑрӑнса, тепӗр тенкел ҫине пырса лартӑм, палланӑ Д… офицерсене иккӗшне те чарса тӑтӑм та вӗсене темӗн ҫинчен каласа патӑм; эпӗ калани ытла кулӑшла пулчӗ пулас та, вӗсем ӑнран каясса ҫити ахӑлтатма тытӑнчӗҫ.

Я поместился в некотором расстоянии на другой лавке, остановил двух знакомых Д… офицеров и начал им что-то рассказывать; видно, было смешно, потому что они начали хохотать как сумасшедшие.

Майӑн 13-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

— Начар! — терӗ штабс-капитан, — пӑхӑр-ха, тӗтрепе юртан пуҫне урӑх йӗри-тавра нимӗн те курӑнмасть, — тепӗр сакӑлтана анса каясса кӗтсех тӑр, е пӗр-пӗр шӑтака кӗрсе ларӑпӑр; лере ав, аяларах, Байдарӑ урӑм-сурӑм иртӗхнӗ пуль, ун урлӑ каҫса та каяйрас ҫук.

— Плохо! — говорил штабс-капитан; — посмотрите, кругом ничего не видно, только туман да снег; того и гляди, что свалимся в пропасть или засядем в трущобу, а там пониже, чай, Байдара так разыгралась, что и не переедешь.

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Вӑл пулемет мӗнле пенине итлемерӗ, пульӑсем мӗнле вӗҫнине те курмарӗ, анчах хӑй ӑна лектернине ӗненчӗ, вара чарӑнса тӑмасӑрах тӑшман самолёчӗ ҫине малаллах ыткӑнса пычӗ, мӗншӗн тесен ӑна пырса ҫапӑниччен лешӗ аялалла анса каясса пӗлчӗ.

Он не слышал выстрелов, не видел даже огневых трасс, но знал, что попал, и, не останавливаясь, продолжал нестись на вражеский самолет, зная, что тот провалится и он не столкнется с ним.

4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней