Поиск
Шырав ĕçĕ:
Сӗтел ҫине карандашсемпе хут кӑларса хурӑр.
Прямой провод тӑрӑх пулса иртнӗ калаҫу // Николай Степанов. Герасимов, Е. Щорс: [тулли мар вӑтам шкулсем валли] / Е. Герасимов, М. Эрлих; Н. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 208 с.
Хӑш-пӗр ҫӗрте виле тӑприсем хуран курӑнкалаҫҫӗ; вӗсем ҫинче пӗчӗкҫеҫ хӑма татӑкӗсем ҫапса хунӑ ҫӗнӗ юпасем лараҫҫӗ; хӑмисем ҫине тӗрлӗ тӗслӗ карандашсемпе тӗрлӗрен вырӑсла ятсем ҫыра-ҫыра хунӑ.
XIX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Эпир, Игорьпе иксӗмӗр те, часрах пӗшкӗнсе лартӑмӑр, хут листисене ҫепӗҫӗн тыта-тыта, тӗслӗрен карандашсемпе сӑрланӑ, халӗ тӗс кайма ӗлкӗрнӗ Зодиак паллисене пӑхкаласа тирпейлӗн ҫырнӑ страницӑсене васкавлӑн вулама пуҫларӑмӑр.
26 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Уншӑн кунта пурте — япаласем те, ҫынсем те тӑван пек ҫывӑх пулнӑ: кивӗ, куштӑрканӑ, вӑрҫӑ пуҫланнӑранпа тӗссӗрленнӗ сӑран реглансем, йытӑ тирӗнчен ҫӗленӗ унтӑсем тӑхӑннӑ, хӗвелпе пиҫнӗ; сассисем ҫӗтнӗ савӑнӑҫлӑ ҫынсем — тӑван; авиаци базин сӑмсана ҫуракан вичкӗн те тутлӑрах шӑрши ҫапнӑ сывлӑш, ӑшӑтакан моторсен кӗрлевӗпе тата вӗҫсе каякан самолётсем тикӗссӗн кӗрленӗ сасӑсемпе тулнӑ сывлӑш — тӑван; ҫулланса пӗтнӗ комбинезонсем тӑхӑннӑ, ураран ӳкес пек ывӑнса ҫитнӗ техниксем; хӗвелпе бронза тӗслӗ пуличченех пиҫсе ларнӑ хаяр инструкторсем; метеорологи будкинчи хӗрлӗ питлӗ хӗрсем; команднӑй пункт ҫуртӗнчи кӑмакаран йӑсӑрланса тухакан кӑвак тӗтӗм; зуммерсем нӑйлатни тата телефонсем хыттӑн шӑнкӑртатни; фронта тухса каякансем «асӑнмалӑх» чиксе кайнипе столовӑйсенче кашӑксем ҫитменни; тӗрлӗ тӗслӗ карандашсемпе ҫырнӑ «боевой листоксем», сывлӑшра хӗрсем ҫинчен шухӑшлакан ҫамрӑк лётчиксенчен тӑрӑхласа тунӑ карикатурӑсем; вӗҫмелли уйри самолёт кустӑрмисемпе урлӑ та пирлӗ чӗркелесе пӗтернӗ, шӑнса ларнӑ хӑмӑр тӗслӗ пылчӑк; тӑварлӑрах сӑмахсемпе тата авиаци терминӗсемпе хутӑштарнӑ хаваслӑ калаҫу — ҫаксем пурте уншӑн ҫывӑх, хӑнӑхнӑ япаласем пулнӑ.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Тӗрлӗ тӗслӗ карандашсемпе урлӑ та пирлӗ паллӑ туса тухнӑ ҫав карттӑсене вӗсем площадка хӑмисем ҫине юнашар сарса хунӑ.Карты эти, меченные-перемеченные разноцветными карандашами, лежали рядом, разостланные на досках.
2 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
- 1