Поиск
Шырав ĕçĕ:
Реджа с Гарвея шыраса тупас шанӑҫпа вӑл каютӑсем патнелле васкарӗ, ҫула май кухньӑна кӗрсе пӑхрӗ — кунта та япаласем тирпейсӗррӗн сапаланнӑ; урайне типнӗ апат юлашкисем чӑпарлатнӑ, плитан сивӗ тимӗрӗ унӑн аллине вилӗ перӗнӳпе пӗҫертрӗ; шӑрӑх лекнипе какай ҫӗрӗшнӗ, унта шӑнасем кӗшӗлтетеҫҫӗ.
IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Пӑсӑлмасть какай, пӑрлӑхпа селитра пур.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Унӑн хӗрлӗ ҫӳҫӗ ҫӑмламас-ҫӑра, — утӑ уйӑхӗнчи ҫумӑр пек, ҫилпе кушӑрханӑ хӗрлӗ, сарлака пичӗ вара повар какай туракан ывӑса аса илтерет.
«Тӑватӑ ҫил» штурманӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 117–123 с.
Вӑл кашни сыпмассерен кашӑкне ҫуласа, яшкана нумайччен ҫирӗ, кайран, чашкӑра какай татки ҫеҫ юлсан, пӑрӑнса старик ҫине пӑхрӗ, лешӗ халӗ те яшка ҫинине курсан ӑнланса илчӗ.
Таркӑн // Николай Степанов. Чехов А. П. Таркӑн: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 16 с.
Пашка, чашка ҫинче ҫулӑ яшка, яшкара какай татки курсан, «тухтӑр лайӑхран та лайӑх пурӑнать иккен, тата тухтӑр вӑл, малтан шутланӑ пек хаяр ҫын та мар иккен», тесе шухӑшларӗ.
Таркӑн // Николай Степанов. Чехов А. П. Таркӑн: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 16 с.
Хӗрен ним чухлӗ те какай ҫиесси килмен пек пулса, чыслӑн ярӑнса, вӗри сывлӑш юххи тӑрӑх ҫӳлелле хӑпарса кайрӗ.Коршун важно, будто ему совсем и не хотелось мяса, взмыл по горячему току воздуха.
6 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Эмиль амӑшӗ кӑлпасси валли фарш хутӑштаратчӗ тата окорок тума какай татӑкӗсене ятарлӑ шӗвеке хуратчӗ.А мама Эмиля перемешивала фарш для колбасы и обрезала окорок, чтобы положить его в рассол.
Шӑматкун, декабрӗн 18-мӗшӗнче Эмиль пӗтӗм Ленниберга ялне тӗлӗнтерчӗ, ҫакӑншӑн унӑн мӗнпур ҫылӑхӗсене каҫарчӗҫ. Тӗрӗсрех каласан, вӗсем ҫинчен манса кайрӗҫ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Пирӗн хуторта кӑҫал раштав валли какай пулмасть, — терӗ те Эмиль ашшӗ куҫӗпе пӗр пӑнчӑна тӗллесе шӑпланчӗ.У нас на хуторе будет постное Рождество, — сказал папа Эмиля и мрачно уставился в одну точку.
Шӑматкун, декабрӗн 18-мӗшӗнче Эмиль пӗтӗм Ленниберга ялне тӗлӗнтерчӗ, ҫакӑншӑн унӑн мӗнпур ҫылӑхӗсене каҫарчӗҫ. Тӗрӗсрех каласан, вӗсем ҫинчен манса кайрӗҫ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Ҫирӗм пин гуигнгнм Европа ҫарӗ варрине кӗрсе каяссине, вӗсем ҫар стройне аркатса ярассине, ҫар обозӗсене ӳпне-питне ҫавӑрса пӑрахассине, хӑйсен урисенчи чӗрнисемпе вирлӗн ҫапса салтаксенчен какай туса хурассине аса илни те ҫителӗклӗ пулӗ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Лаша ҫак какай таткине ехуне пачӗ, лешӗ вара ӑна ӗмӗтсӗрленсех ҫисе ячӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Бургомистр ҫӑварӗнчи какай татӑкне аранах ҫӑтса ячӗ те Готтфрида тем калама пуҫтарӑнчӗ.
Юнкун, октябӗрӗн 31-мӗшӗнче, Эмиль лашаллӑ пулать тата Петрель-фрупа пӗтӗм Виммербю ҫыннисене вилесле хӑратса пӑрахать // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Пӳрте лаша кӗрсе тӑни ытла та кӗтмен ҫӗртен пулнӑран вӑл чалтах сиксе тӑчӗ те ҫӑварти какай татӑкӗпе чутах чыхӑнса каятчӗ.Когда в дом вошла лошадь, он так и подпрыгнул от неожиданности и подавился куском мяса.
Юнкун, октябӗрӗн 31-мӗшӗнче, Эмиль лашаллӑ пулать тата Петрель-фрупа пӗтӗм Виммербю ҫыннисене вилесле хӑратса пӑрахать // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Сурӑхсем тӑракан ҫӗре те кӗрсе пӑхрӗҫ, чӑхсем патне те, какай тӗтӗмленӗ ҫӗре те, сӑра вӗретмелли лаҫа та.И в овчарню ходили, и в курятник, и в коптильню, и в пивоварню…
Вырсарникун, июнӗн вуннӑмӗшӗ, Эмиль Идӑна флагшток ҫине ҫӗкленӗ кун // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
— Лапшапа какай яшки пӗҫерес, — шухӑшласа илчӗ Лина.
Ытларикун, майӑн 22-мӗшӗ. Эмиль яшка савӑтне пуҫа тӑхӑнни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Чӑнах та, яшка савӑчӗ Эмиль пуҫӗпе тулса ларнӑ пулсан унта урӑх какай шӳрпи яраймастӑн ӗнтӗ.И действительно, раз в супнице застряла голова Эмиля, суп в неё уже не нальёшь.
Ытларикун, майӑн 22-мӗшӗ. Эмиль яшка савӑтне пуҫа тӑхӑнни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Эмиль какай шӳрпине питӗ юратать, ҫавӑнпа васкасах хӗрӗплеттерет.Эмиль очень любил бульон, поэтому он хлебал громко и торопливо.
Ытларикун, майӑн 22-мӗшӗ. Эмиль яшка савӑтне пуҫа тӑхӑнни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Ҫак кун апат валли какай шӳрпи пӗҫерчӗҫ.
Ытларикун, майӑн 22-мӗшӗ. Эмиль яшка савӑтне пуҫа тӑхӑнни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Ҫав тери хаяр ҫапӑҫу пулса иртнӗ, англичансем тимӗр тумтирлӗ ҫынсемпе лашасене какай туранӑ пекех туранӑ.
Азенкур патӗнчи ҫапӑҫу // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.
Пирӗн тӑварланӑ какай, шӑратнӑ ҫу пичкисем, запаслӑх туса хатӗрленӗ колбаса тултарнӑ ещӗксем пурччӗ; гитлеровецсем пӗр ҫын юлми вӗлере-вӗлере тухнӑ поляксен уй-хирӗсенчен хамӑр вырса пухнӑ тулӑ миххисем нумайччӗ.
Сывлӑш ҫавӑрни // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Пӗҫернӗ какай хӑвӑрт пӑсӑлать, вара ҫынсем выҫӑлла-тутӑллах пурӑнатчӗҫ.
Ковпакпа тӗл пулнисем // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.