Поиск
Шырав ĕçĕ:
Типӗтнӗ какай пӗр купа выртать ӗнтӗ, анчах казаксем курӑнмаҫҫӗ-ха.
4. Урачко казакӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ӗҫсӗр ҫӳрекен ҫынна ҫакӑн пек типӗтнӗ какай парса ямаҫҫӗ.
4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
— Шӗпӗн, вӗрентме пӑхать тата, — тем самантран тин вӑрҫса илчӗ Элекҫи, хурана кӗмен какай татӑкӗсене ҫака чӗресе хурса.
I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.
Ашшӗ пуҫ ҫӗклесе те пӑхмарӗ, вӗрекен хурана ҫаплах какай вакла-вакла ячӗ.
I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.
Ашшӗ какай пайлама тытӑнчӗ.
Касак Ваҫҫи // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Кӗҫӗр ҫӗрӗпех пирӗн патӑрта староста Куҫук Петӗрӗ, Иванюк тата тепӗр такам эрех ӗҫрӗҫ, сурӑх какай пӑтти ҫирӗҫ, — терӗ Анук.
Касак Ваҫҫи // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Выльӑх пуснӑ кунсенче какай шӳрпи пиҫет хуранта, тултармӑш пӑсланса ларать сӗтел ҫинче.
III // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Ӗнерхи яшкари какай татӑкӗ ӑна шӑп кӑна ҫав чӗрӗ чун пӗҫҫи евӗрлӗ туйӑннӑччӗ.Не зря ему во вчерашнем супе что-то показалось похожим на лягушачью лапку…
II // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Тӑртаннӑ тути чӗрӗ какай пек хӗрлӗ.
Ҫухалнӑ ҫынна тупни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Ҫӑварӗнчи какай турамне кӑларса ӳкернӗ те Укка — ӳкӗнет халь?
Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Карчӑкне хӗр валли чи лайӑх какай ӑшалама хушать.И заставлял матушку готовить самые вкусные блюда из самого лучшего мяса.
Хитре хӗрӗн чап каять // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Хӑй пуринчен пысӑк, пуссан тӑват-пилек пӑт тӗш какай тухӗ.Изо всех самый крупный, зарезать — пудов пять-шесть чистого мяса выйдет.
Кӗркунне // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Таҫта ҫӗрӗк ҫӑмартапа пусӑхнӑ какай выртать тейӗн.
Ҫӗнӗ хуҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Шахрунӑн сулахай алли чӗп-чер юн, ывӑҫ тупӑнӗнчен какай татки усӑнса тӑрать.Левая ладонь Шахруна в крови; видно, как оттуда свисает клок живого мяса.
Ҫурҫӗр иртсен // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Какай кӑлараҫҫӗ.
Ҫӗвӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Ҫулаккаласа ҫӗре выртать вӑл, сӗтел ҫинче какай курӑнми пулнипе каллех тӑрса ларать, капла та лайӑххӑн курӑнманнипе пӑртак каялла чакать.
Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Ҫынсем ҫуллӑ какай татӑкне ҫӑварӗсене хыпнӑ чухне вӑл кашнинчех тӑма хӑтланнӑ пек туса хӳрине хускатать, куҫне ҫынсем ҫинчен илмесӗр, темле хӑяккӑн шуса урӑх вырӑна куҫса ларать, анаслас килмен ҫӗртенех анаслать.
Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Шупашкара какай сутма тухнӑ кун Салакайӑкшӑн темрен те паха вара.День, когда Салагаик едет на чебоксарский базар продавать мясо, для него высочайший праздник.
Микки // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Пуррисем — кулачӑ, какай, сӗт-ҫу…
Мултиер // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Какай пиҫнӗ вӑхӑтра пулсан ҫуррине вӑрттӑн татса илсе хыпать, тути-ҫӑварне пӗҫерте-пӗҫерте ӗселенет.Выхватит мясо, ополовинит его и тут же, обжигаясь, проглотит.
Мулкач Терушӗ, Някуҫ тата ыттисем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.