Поиск
Шырав ĕçĕ:
17. Анчах хунӗ Моисее каланӑ: эсӗ капла аван мар тӑватӑн: 18. эсӗ хӑвна та, хӑвпа пӗрле ҫакӑ халӑха та асаплантарса пӗтерӗн, мӗншӗн тесессӗн ку ӗҫ саншӑн ҫав тери йывӑр: эсӗ ӑна пӗччен тума пултараймастӑн; 19. эппин, манӑн сӑмахӑма итле-ха; эпӗ сана канаш парӑп, Турӑ санпа пӗрле пулӗ: эсӗ халӑхшӑн Турӑ умӗнчи элчӗ пул, [унӑн] ӗҫӗсене Турӑ патне ҫитерсе тӑр; 20. вӗсене [Турӑ] йӗркисене, [Унӑн] саккунӗсене вӗрент, [Унӑн] ҫулне, вӗсем пымалли ҫула тата вӗсем тумалли ӗҫсене кӑтарт; 21. эсӗ вара [хӑв валли] мӗнпур халӑх хушшинчен пултаруллӑ, Турӑран хӑракан ҫынсем, тӳрӗ, мула курайман ҫынсем суйласа ил те [вӗсене] пинпӳсем, ҫӗрпӳсем, алпӳсем, вунпӳсем [тата ҫыруҫӑсем] туса ларт; 22. вӗсем халӑха кирек хӑш вӑхӑтра та сут туса тӑччӑр, тӗрлӗ пысӑк ӗҫсем ҫинчен сана пӗлтерччӗр, пӗтӗм вак ӗҫе хӑйсемех татса паччӑр; вара сана ҫӑмӑлтарах пулӗ, санпа пӗрле вӗсем те йывӑр ӗҫе кӳлӗнӗҫ; 23. ҫапла тусассӑн, сана Турӑ хушсассӑн, эсӗ тытӑнса тӑма пултарӑн, вара ҫакӑ пур халӑх та хӑйӗн вырӑнне канӑҫланса кайӗ, тенӗ.
Тух 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ҫӳлхуҫа Египета пӗтерме кайӗ, Ҫӳлхуҫа алӑк урлавӗпе икӗ янахӗ ҫинчи юна курӗ те алӑк ҫумӗнчен иртсе кайӗ, пӗтермӗше сирӗн килӗрсене кӗртмӗ, сире пӗтерме памӗ.
Тух 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Акӑ вӑл шыв хӗррине кайӗ, эсӗ ӑна: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать, те: Манӑн халӑхӑма яр, вӑл [пушхирте] Мана кӗлтутӑр; 21. эхер те Манӑн халӑхӑма ямастӑн пулсассӑн, акӑ Эпӗ сан ҫине, санӑн чурусем ҫине, санӑн халӑху ҫине те, санӑн килне-ҫуртна та йытӑ шӑни ярӑп, вара Египет ҫыннисен килӗ-ҫурчӗсене те, вӗсем пурӑнакан ҫӗре те йытӑ шӑни тулӗ; 22. сана Эпӗ [пӗтӗм] ҫӗрӗн Ҫӳлхуҫа [Турри] иккенне пӗлтермешкӗн ҫав кун Хамӑн халӑхӑм пурӑнакан Гесем ҫӗрне уйӑрса хӑварӑп, унта йытӑ шӑни пулмӗ; 23. Эпӗ Хамӑн халӑхӑмпа санӑн халӑхна уйӑрӑп.
Тух 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне ҫакӑнтан пӗлӗн: акӑ хамӑн аллӑмри туяпа ҫырмари шыва ҫапӑп та, вӑл юн пулса тӑрӗ, 18. ҫырмари пулӑ та вилсе пӗтӗ, ҫырми те шӑршланса кайӗ, Египет ҫыннисене ҫырмари шыва ӗҫме йӗрӗнчӗк пулӗ тесе калать, те, тенӗ.
Тух 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эпӗ [сан вырӑнна] вӑл калаҫма пултарасса пӗлетӗп, акӑ вӑл сана хирӗҫ тухӗ те сана курсассӑн чунтанах савӑнса кайӗ; 15. эсӗ ӑна каласа тӑрӑн, унӑн чӗлхи-ҫӑварне [Манӑн] сӑмахсене калаттарӑн, Эпӗ вара санӑн чӗлхӳ-ҫӑварупа, унӑн чӗлхи-ҫӑварӗпе пулӑп, сирӗн мӗн тумаллине сире вӗрентсе тӑрӑп; 16. сан вырӑнна халӑхпа вӑл калаҫӗ; ҫапла вара вӑл санӑн чӗлхӳ пулӗ, эсӗ уншӑн Турӑ вырӑнне пулӑн; 17. ҫакӑ [ҫӗлен пулнӑ] туяна аллуна тыт: эсӗ унпа астутаракан паллӑсем тӑвӑн, тенӗ.
Тух 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Египет ҫӗрӗнче ӗнтӗ Иосифа пӗлмен урӑх патша ларнӑ, 9. вӑл хӑйӗн халӑхне каланӑ: акӑ Израиль ывӑлӗсен халӑхӗ йышлӑ, пирӗнтен вӑйлӑрах; 10. унран чеерех пулар, вӑл текех ан ӗрчейтӗр; унсӑрӑн вӑл, вӑрҫӑ хускалас пулсассӑн, пирӗн тӑшмансемпе пӗрлешӗ те, пире хирӗҫ тӑрса, [пирӗн] ҫӗртен тухса кайӗ, тенӗ.
Тух 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Отрасле яракан пӗтӗм кӗмӗлрен 2 млрд тенкӗ пурӑнмалли вырӑн тума кайӗ.
Эпир - малтисен шутӗнче // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
Федерацин Атӑлҫи тата Ҫурҫӗр Кавказ округӗсенчен, Ҫӗпӗрти хӑш-пӗр тӑрӑхра ҫу енне вара хак палӑрмаллах чакса кайӗ.
Сӗт хакӗ мӗншӗн чакать? // Лариса АЛЕКСЕЕВА. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра Пӗрлехи юмах служби ӗҫлесе кайӗ.В ближайшее время в Чебоксарах должна начать работу Единая сказочная служба.
Пӗрлехи юмах служби ӗҫлет // Таисия Ташней. http://chuvash.org/news/10855.html
Тепӗр 240 миллион тенки Мускав кӗперне юсамашкӑн кайӗ.
Чӑваш Енри ҫулсем валли 1 миллиард тенкӗ уйӑрӗҫ // Софья Савнеш. http://chuvash.org/news/11674.html
Ҫак укҫаран 305 миллионӗ ҫул-йӗр хуҫалӑхӗнчи программӑсене пурнӑҫа кӗртмешкӗн кайӗ.305 миллионов из этих денег уйдет на воплощение в жизнь программ дорожного хозяйства.
Чӑваш Енри ҫулсем валли 1 миллиард тенкӗ уйӑрӗҫ // Софья Савнеш. http://chuvash.org/news/11674.html
Кӑҫал пысӑк пахалӑхлӑ клинкер брусчатки тата ҫулталӑкне 36 миллион штук пиччӗн клинкер кирпӗч туса кӑларакан предприяти хута кайӗ.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945