Поиск
Шырав ĕçĕ:
кабинетӗнче (тĕпĕ: кабинет) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Директор кабинетӗнче вӗрентӳ ыйтӑвӗсене сӳтсе яврӑмӑр, паллах, кунта ытти шкултисенчи пекех лайӑххи те, хуйхӑрмалли те пур.
Тутар чӗлхине те юратса вӗренеҫҫӗ // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29
Ҫамрӑк специалист пурнӑҫ ҫулне Шупашкарти промышленноҫ тракторӗсен заводӗнче пуҫланӑ: малтанхи вӑхӑтра — цехри сывлӑх кабинетӗнче, каярахпа — заводпа юнашар ҫӗкленнӗ поликлиникӑра /халӗ унта — стоматологи поликлиники/, унтан — Больница комплексӗн неврологи уйрӑмӗнче ҫынсен сывлӑхӗшӗн тӑрӑшнӑ.
Несӗлсенчен чунпа, юнпа куҫнӑ туртӑм // Хыпар. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№
Пирӗн республикӑшӑн форум мӗнлерех иртни ҫинчен юнкун ТР Министрсен Кабинетӗнче Премьер-министрӑн ҫумӗ, экономикӑпа промышленность министрӗ Борис Павлов, суту-илӳпе тулашри экономика хутшӑнӑвӗсен министрӗн ҫумӗ Линар Латыпов тата ыттисем каласа пачӗҫ.
Петербургри форум пӗтӗмлетӗвӗсем // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15
«Тутарстанра кӑҫал 2030 пин тӑваткал метр ҫурт тума палӑртнӑ. Ку питӗ нумай, паллах. Паяна республика Раҫҫейре тӑваттӑмӗш вырӑнта пырать. Анчах та тумалли нумай-ха. Кашни уйӑхра 200 пин тӑваткал метр ҫурт хута ямалла», – терӗ ТР Министрсен Кабинетӗнче иртнӗ брифингра ТР строительство, архитектура тата ҪКХ министрӗ Марат Хуснуллин.
Кашни ҫемьене хӑтлӑ хваттер // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08