Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫывӑхри вӑрман ӑшнелле кӗрсен, разведчиксем гусеницӑсем хӑварнӑ ҫӗнӗ йӗрсене асӑрханӑ, ҫав йӗрсем тӑрӑх асӑрхануллӑн утса, вӗсем вӑрман уҫланки патне пырса тухнӑ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Ӗҫ тухмарӗ пулсан, паллах, йӗрсене шӑлса лартмалла.
XI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Лазарев галерейӑна хӑпарсах нумайччен ҫав йӗрсене пӑхса ҫӳрерӗ.Лазарев самолично поднялся в эту галерею и долго рассматривал следы.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Володя, хунарне ҫӗр ҫумнерех тытса, темиҫе минут тискер йӗрсене пӑхса ҫӳрерӗ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Чи малтан аякра-аякра, ҫӗрпе пӗлӗт пӗрлешнӗ тӗлте, аллисене сулласа тӑракан пӗчӗкҫӗ этем евӗр-ҫил арманӗпе ҫаврака сӑртлӑхсем патӗнче, ҫӗр ҫийӗн сарлака ҫутӑ сарӑ йӗр шуса иртрӗ; тепӗр минутран ҫавнашкал йӗр кӑшт кунтарах куҫса килчӗ те, сылтӑмалла шуса кайса, сӑртлӑхсене ҫутатрӗ; темле ӑшӑ япала Егорушка ҫурӑмне сӗртӗнчӗ, ҫутӑ ани, хыҫалтан пытанса килнӗскер, кӳмепе лашасем урлӑ сиксе каҫрӗ те ытти ҫутӑ йӗрсене хирӗҫ васкарӗ, вара пӗтӗм сарлака ҫеҫенхир хӑй ҫинчи ҫурма сӗмлӗхе сирсе пӑрахрӗ, кулса ячӗ, сывлӑмпа йӑлтӑртатма тытӑнчӗ.
I // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Манпа пӗрле манӑн Давыдов тусӑм пулнӑ пулсан, вӑл сана пирӗн йӗрсене таптанӑшӑн тав туман пулӗччӗ!
XI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Лашине вӑртах ҫавӑрса тӑратрӗ, йӗрсене юр шӑлса лартман-ши тесе, лаши ҫинчен сиксе анчӗ, ҫула тимлӗн пӑхса ҫаврӑнчӗ.Круто повернул коня, спрыгнул, внимательно разглядывая, не замело ли их снегом.
6-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Эхер те вӑл Обломовӑн чӗринчи пытанса юлнӑ ӗлӗкхи йӗрсене: кӑштах ывӑннипе, кӑштах палӑракан ыйхӑлӑха асӑрхасан, — Ольга унӑн чунне шалтанах курма пӗлет, — вал ӑна ӳпкелешет, сайра хутра ҫак ӳпкевре ӳкӗнни те, хӑй йӑнӑш тӑвасран хӑрани те хутшӑнса каять.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Пурнӑҫ ҫине ансат, тӗрӗсрех каласан, тӳррӗн пӑхасси — унӑн яланхи тӗллевӗ пулса тӑрать, ҫав тӗллев патне хуллен-хуллен ҫывхарса пынӑ чух, унта ҫитме мӗн тери йывӑррине ӑнланса илет те хӑй ӑшӗнче мухтанать, хӑйӗн ҫулӗ ҫинчи кукӑр-макӑр йӗрсене асӑрхама, тӳррӗн ярса пусма май килсен, кашни хутӗнчех хӑйне телейлӗ тесе шутлать.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Обломовсен ҫуртӗнчи ҫак штатпа ҫывӑх ҫынсем пурте Илья Ильича ярса тытаҫҫӗ те ачашлама, мухтама тытӑнаҫҫӗ; вӑл вӑра хӑйӗнчен ыйтмасӑр чуптунӑ йӗрсене аран-аран шӑлса ӗлкӗрет.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Кунта икӗ шут кӑна пулма пултарать: е иртнӗ вӑхӑтри пур йӗрсене те шӑлса тӑкасси, е Николай Антоныча хӑй аллинче тытас тени.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Капла каланине Грушницкий тӳсеймерӗ: пур ача-пӑча пекех вӑл хӑйне пысӑка хурасшӑн; пичӗ ҫинчи юрату инкекӗсемпе юлнӑ йӗрсене пурнӑҫ ҫулӗсем хӑварнӑ йӗрсем тесе шутлать.
Июнӗн 5-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ҫак вӑхӑтра вара Алексей горизонт хӗрринчи пӗлӗтре ҫакӑнса тӑракан нумай хура йӗрсене асӑрхарӗ.
5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Унӑн ҫӗмӗрӗлсе пӗтнӗ, тусанпа витӗннӗ борчӗсем ҫинчи шурӑ йӗрсене тата «Полевая почта» тесе ҫырнине те аран уйӑрса илме май пулнӑ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Халӗ ак, вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи Мускава пӑхса пырса, Мересьев куҫӗсемпе ҫав налётсем хыҫҫӑн пулнӑ йӗрсене шырарӗ, шырарӗ те — тупаймарӗ.И вот теперь, рассматривая военную Москву, Мересьев искал глазами следы налетов, искал и не находил.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Тутлӑ шӑршӑ кӗрекен пӑши йӗрне, ҫӗнӗ йӗрсене шӑршларӗ те выҫҫӑн сывласа илчӗ, таврари сас-чӗвве итлерӗ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
— Хӗресленнӗ йӗрсене куратӑн-и тата?
21 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Халӗ разведчиксем ҫӗр ҫинче Ваньӑна ӑҫталла сӗтӗрсе кайнине кӑтартакан йӗрсене уҫҫӑнах курнӑ.Теперь разведчики ясно увидели на земле следы, показывающие, в какую сторону потащили Ваню.
14 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Ак ку йӗрсене пӑх тата.
Пӗрремӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив
Медэкспертиза каснӑ йӗрсене тупса палӑртман.
Пӗччен хӗрарӑм патне упӑшкуна ан яр ӗҫлеме // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №