Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ишме (тĕпĕ: иш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Натка ачаранах хӑвӑрт юхакан сивӗ шывра шыва кӗме хӑнӑхнӑ, ҫавӑнпа тӑварлӑ та лӑпкӑ хумсем ҫинче ишме калама ҫук кулӑшлах ҫӑмӑллӑн туйӑннӑ ӑна.

После всегда холодной и быстрой реки, в которой привыкла Натка купаться ещё с детства, плыть по солёным спокойным волнам показалось ей до смешного легко.

Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.

Эпӗ шывпа чыхӑнса кайрӑм, алӑсене ним йӗркесӗр сулкаларӑм, хам ишме пуҫланӑ ҫыран хӗрринче каллех шавланине, йытӑ вӗрнине илтрӗм.

Я захлебнулся, бестолково замахал руками и опять услышал голоса, шум и лай.

Вӑрманти тӗтӗм // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 77–104 с.

Асӑрханса ҫеҫ вӑл, пӗр сас тумасӑр ишме тӑрӑшрӗ.

Плыл осторожно, стараясь не всплескивать волн.

Иккӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Пик ишме пӗлмен.

Пик не учился плавать.

Карап тусни // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 45–72 с.

Аса илтеретӗп: 2019 ҫулхи раштав уйӑхӗнче эпӗ «Ачасен сывлӑхне ҫирӗплетмелли тата вӑй-халне аталантарма пулӑшмалли хушма майсем ҫинчен» калакан Указа алӑ пусрӑм, ӑна пурнӑҫланӑ май пуҫламӑш классенче вӗренекен ачасене тӳлевсӗр майпа ишме вӗрентеҫҫӗ.

Напомню, что в декабре 2019 года мной подписан Указ «О дополнительных мерах по укреплению здоровья и содействию физическому развитию детей», в рамках которого ученики младших классов будут бесплатно обучаться плаванию.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ ҫыру (2020) // Михаил Игнатьев. http://www.cap.ru/events/events/2020-god ... /2020-chuv

Кикак-кикик хурсем, кӑвак хурсем, Ӗнтӗ киле ишме те вӑхӑт пуль, Ай-хаях та мана, телейсӗре, Хуйха-суйха манма та вӑхӑт пуль… — тесе юрласа ячӗ те хӑйӗн ылханлӑ шӑпине ӳпкелешекен ҫинҫе саслӑ хӗрарӑм, Аксинья чӑтса тӑраймарӗ: куҫӗнчен ҫавӑнтах куҫҫуль шӑпӑртатса юхса анчӗ!

Тега-тега, гуси серые, домой, Не пора ли вам наплаваться? Не пора ли вам наплаваться, Мне, бабеночке, наплакаться… выводил, жаловался на окаянную судьбу высокий женский голос, и Аксинья не выдержала: слезы так и брызнули из ее глаз!

XVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Хутортан анатарахра, Дон ӑшӑхрах вырӑнта, ҫаппа-ҫарамас хывӑнчӗ те утсен пуҫӗсем ҫумне ҫие тӑхӑнакан япалисене, аттине, хӗҫпӑшалне майлаштарса ҫыхрӗ, тулли патрон хутаҫҫине шӑлӗпе ҫыртса, лашисемпе пӗрле ишме пуҫларӗ.

Ниже хутора, где Дон был мельче, разделся донага, привязал к лошадиным головам одежду, сапоги, оружие и, держа в зубах подсумок с патронами, вместе с лошадьми пустился вплавь.

XVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ҫӗрле йӗпеннӗ тумпа ишме ытла сивӗрехчӗ.

Плыть ночью в мокрой одежде было слишком холодно.

XI сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.

Ишме ӑна винт пулӑшать.

Двигается с помощью винта.

Вовка Грушинӑн «Архимечӗ» // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 69–84 с.

Сергей алтунине хӗстерчӗ, пӳрне сыпӑкӗсем шӑтӑртатса илчӗҫ, вара алӑсем, ӳт-пӳрен уйрӑлса, сывлӑшра ишме пуҫларӗҫ.

Сергей сжал кисти, хрустнули суставы пальцев, и руки, поплыли в воздухе, отрываясь от тела.

4 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Кӗсменҫӗсем, кимӗсен хӳрисенче тӑрса, хыпаланса ишме тытӑнчӗҫ.

Гребцы, стоя на кормах, проворно орудовали веслами.

IV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Вӑл халь кӑна хӑйне шанса, ҫирӗппӗн калаҫатчӗ, анчах халӗ ҫав ҫирӗплӗх куҫ кӗретех ҫухалса пычӗ, Цапкинӑн вара чӗркуҫҫи таран ҫеҫ пулакан ӑшӑх шывра ишме лекнӗ тейӗн.

Он явно терял свою недавнюю самоуверенность и чем-то напоминал человека, которому приходится плавать там, где вода доходит только до колен.

12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ишсе тухсассӑн — пурне те пӗр харӑс вӗренетӗн, путас пулсан вара — сана ишме пӳрмен иккен!

Выберешься — сразу всему научишься, а потонешь — что ж, выходит, тебе не плавать!

11 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Кӳлӗ варрине ишсе ҫитсен, кимӗ вӗттӗн чӗтренсе тӑракан шыв ҫийӗн шума пуҫласан, Мажаров ишме пӑрахнӑ, ывӑҫ тупанӗпе шыв ӑса-ӑса питне чӳхенӗ.

Когда отплыли на середину озера и лодка стала тихо скользить по живой искрометной ряби, Мажаров перестал грести и, зачерпнув ладонью воду, сполоснул лицо.

19 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Эсӗ райкомра ӗҫлетӗн пулин те, тен, самай пысӑк пуҫлӑх, анчах, ман шутпа, ишме вӗренеймен-ха, каҫар та, купарчу пӗтӗмпех курӑнать!

Хоть ты и в райкоме работаешь, и, может, начальник не маленький, а по мне — мелко ты еще плаваешь, вся задница, извини, у тебя наружу!

2 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ӑҫта вӗсен унта ишме вӗренме?

Где уж им плавать?

LVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Чир енчи казаксем пачах ишме пӗлмеҫҫӗ.

А казаки с Чиру — не пловцы.

LVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Ҫӗленсем ишме пӗлеҫҫӗ-ха, пирӗн ав ниҫта ишме ҫук! — ахӑлтатса илчӗ Богатырев.

— Ужаки плавать умеют, а нам и плавать некуда! — хохотнул Богатырев.

XXXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ишме пӗлмен салтака туртса кӑларнӑ.

Вытащили неумельца солдаты.

Суворовла // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Вара, тӑна кӗнӗ пек, пӗр самант тӑпах тӑчӗ, ҫав вӑхӑтра Грицько кӗсменпе ҫине тӑрса ишме пуҫларӗ, кимӗ хытӑ кайрӗ; акӑ вӑл ҫӑлкуҫсем ҫуркаласа пӗтернӗ чӑнкӑ ту ҫумӗпе иртет, чулсем тӑрӑх, шултӑра куҫҫуль пек, тӑрӑ шыв юхса анать; акӑ кимӗ шыв ҫинче усӑнса тӑракан йывӑҫсен сулхӑнне лекет, ҫынсен пӗшкӗнсе ларма тиврӗ — кимӗ ҫӑра ҫулҫӑсен айӗпе иртет; унтан сарлака шыв варрине тухрӗ, шыв ҫинче сӑрт хыҫӗнчен пӑхакан хӗвел куҫа йӑмӑхтарса ялтӑрать…

Потом, как бы опомнившись, секунду постояла на месте, Грицько налег на весла, и лодка понеслась вперед мимо отвесных стен, источенных родниками, струйки которых, чистые, как серебро, стекали по камням, потом поплыли в тени, под склонившимися на воду ветками, под густой кровлей листьев, так чти людям приходилось низко нагибать головы; наконец выбрались на середину реки, залитой слепящими лучами выглянувшего из-за скалы солнца…

XXVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней