Поиск
Шырав ĕçĕ:
Музыкӑна итленипе ӳсӗрӗлнӗ пек пулса, шӑллӗпе аппӑшӗ валли кирлӗ ӗҫ тума пултарнине туйса, вӑл йӑл кула-кула илчӗ.Она улыбалась, охмеленная музыкой, чувствуя себя способной сделать что-то нужное для брата и сестры.
III // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Унӑн сӑмахне тивӗҫлӗ йӗркене мар, интересленсе ҫеҫ тенӗ пек итленипе унӑн сӑмахӗ Петршӑн уйрӑмах илемлӗ пек туйӑнчӗ.
2. Ҫӗнӗ ҫӗрте // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Малтанах Авдотья вуланин шухӑшне итлесе пӗлессинчен ытларах ҫемьере ҫакӑн пек лӑпкӑ вуласа ларни хӑйшӗн ҫӗнӗ ӗҫ пулнишӗн, Катюшӑн ҫинҫе сассине итленипе тата хӗрачи кӗнекери сӑмахсене питех те ӑнланмалла каланишӗн савӑнса ларнӑ.
4. «Калта» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Серёжа итленипе йӑлтах манса кайнӑ сасартӑк асламӑшӗ ӑна: — Ыран эпир санпа приюта каятпӑр, — тенӗ.Заслушался Сережа, а бабушка вдруг и говорит: — Завтра мы с тобой в приют пойдем.
Улттӑмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.
Аришка хӑй хутне кӗрекенсене шыраса йӗри-тавра пӑхса ҫаврӑнчӗ, анчах тин ҫеҫ хӑйне итленипе макӑракан хӗрарӑмсем ун ҫине ҫиленсе пӑхма пуҫларӗҫ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Пӗр утӑм йӑнӑш ярса пусрӑр, вӗсем сире вӗлерӗҫ те, партизансене итленипе ҫапла тунӑ, тейӗҫ, ывӑлна персе пӑрахӗҫ.
Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Виктор станицӑна кашни хут килмессеренех хӑйӗн землякӗсен ытларах та ытларах пӗлес туйӑм ҫуралнине тата ӑслӑн та тимлесе итленипе вӗсен куҫӗсем ялтӑртатса тӑнине курнӑ.
XV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Варринчи ретре авӑ пӗр парта ҫине виҫҫӗн вырнаҫнӑ: «Власть Советов» колхоз председателӗ Иван Герасимович Родников, илемлӗ уссиллӗ шыҫмакрах арҫын, янаххипе алли ҫине таянса ытла тимлӗн итленипе унӑн ҫӑварӗ кӑшт уҫӑлса тӑрать; унпа юнашар — эпир тахҫанах паллакан Никита Никитич Андриянов, ҫут ҫамкаллӑскер, вӑл праҫникре тӑхӑнмалли хура костюмпа, хӑйӗн шывлӑрах куҫӗсемпе вӑл темле шурӑ йӗрсем ӳкернӗ туска ҫине пӑхать; унпа юнашар лараканни — «Волна революции» колхозри выльӑх-чӗрлӗх ӑстаҫи Матвей Кириллович Сотник; унӑн вӑрӑм куҫхаршийӗсем тарӑн куҫӗсем ҫинех усӑнса аннӑ, вӑл тетрадь ҫине темскер ҫинчен асаплансах ҫырать.
XIV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Кашни килтех пӗрер сехет хушши хӑйсене вӑрҫнине итленипе Лозневой йӑлтах тертленсе ҫитрӗ.За час ругани и криков, слышанных в каждом доме, Лозневой измучился до предела.
VII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Паллах ӗнтӗ, хӑй итленипе итлеменнине Вера Павловна хӑй те пӗлмен; хуть те мӗнле пулсан та, итлесен итлемесен те, ӑна темскер илтӗнет, анчах унӑн хӑй мӗн илтнине ӑнланса илме вӑхӑт ҫук; ҫапах та илтӗнет-ҫке-ха, сӑмах ҫырупа пӗртте ҫыхӑнса тӑман темӗнле урӑх япала ҫинчен пырать, вара Вера Павловна майӗпен итлеме пуҫларӗ, мӗншӗн тесен ҫавӑн патнеллех туртать: нервисем ӑна ҫыру ҫинчен мар, мӗн те пулин урӑххи ҫинчен шухӑшлаттарасшӑн; вӑл нумайччен нимӗн те ӑнланаймарӗ, ҫапах та упӑшкин сивӗ те кӑмӑллӑн илтӗнекен сасси ӑна лӑплантарма пуҫларӗ, унтан вара вӑл ӑнланма та тытӑнчӗ.
XXVI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Чӑнахах та, пуҫ ыратать ӗнтӗ вӗсене итленипе, йӗрӗнмелле…
Застава хыҫне // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 75–89 стр.
Йӗксӗк те вара хӑй… — Кан мучи пурте хӑйне итленипе хӗпӗртет.Ну и паршивец… — Заметив, что все внимательно его слушают, дядя Кан обрадовался.
III // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 23–36 стр.
Вӑл, эпӗ ӑна итленипе итлеменнине пӑхмасӑрах, тинӗспе калаҫнӑ пек калаҫса выртать.Он философствует, не справляясь, слушаю ли я его, точно он говорит с морем:
Сокол ҫинчен хывнӑ юрӑ // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–74 стр.
Ӑна итленипе пирӗн пурин те темскере кӗтсе илесси килсе кайрӗ, ӑна туйрӑмӑр эпир, ҫав темле япалана кӗтсе илнӗ хыҫҫӑн пурӑнма кирлӗ мар пек, е, пурӑнас пулсан та, мӗнпур ҫӗр-шыв патшисем пулса пурӑнмалла анчах пек туйӑна пуҫларӗ, — вӑт мӗнле музыка, ачам!
Макар Чудра // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 7–19 стр.
Канцеляринче хутсем ҫырса ларнӑ вӑхӑтра сӳнме пуҫланӑ; унтан кӗнекесем ҫинче пурнӑҫра мӗн тума кирлине пӗлмен чӑнлӑхсене вуланипе сӳнсе пытӑм; пӗлӗшсемпе чухне сӑмах-юмахсем, элексем, йӗкӗлтенисене, усал та сивӗ шапӑлтатӑва, ниме тӑман калаҫусене итленипе, ним тӗллевсӗр, кӑмӑл туртӑмӗсӗр пурӑннипе ҫыхӑнса тӑракан туслӑха курнипе сӳнсе пытӑм; Мина пирки сӳнсе пытӑм тата вӑя пӗтертӗм: хам илекен тупӑшӑн ҫуррине ытла ӑна тӳлесе пытӑм, ӑна юрататӑп, тесе вӗҫкӗнлентӗм; Невски проспекчӗ тӑрӑх, енот тирӗнчен ҫӗлетнӗ кӗрӗкпе хӑнтӑр ҫухаллӑ ҫынсем хушшинче кичеммӗн те кахаллӑн утса ҫӳренӗ чухне, вечерсенче, хӑнара, хама юрӑхлӑ кӗрӳ вырӑнне хурса хавас кӑмӑлпа йышӑннӑ ҫӗрте, сӳнсе пытӑм; хуларан дачӑна, дачӑран Гороховӑй урамне куҫса ҫӳренипе, устрицӑсем тата омарсем тиесе килнинчен ҫуркунне пулнине уйӑрса илнипе, кӗркуннепе хӗллене — йӑлана кӗнӗ уяв кунӗсемпе, ҫуллана — уҫӑлса ҫӳренипе пӗлтӗм, мӗнпур пурнӑҫа — ыттисем пекех, кахаллӑн та канлӗн тӗлӗрсе ирттернипе сӳнсе пытӑм тата пурнӑҫӑмпа ӑсӑма ҫак вак-тӗвексемшӗн сапаласа пӗтертӗм…
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
19. Пӗр ҫын итлеменнипе нумайӑшӗ ҫылӑхлӑ пулса тӑнӑ, Пӗри итленипе вара нумайӑшӗ тӳрре тухать.
Рим 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1
- 2