Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

илнӗччӗ (тĕпĕ: ил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Ун чух эпӗ Таньӑран ҫыру илнӗччӗ… тата сӑнӳкерчӗкне!»

«Я же получил тогда письмо от Тани… и фотографию!»

2 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Ун чухне мӑшӑр аист пурӑнакан кивӗ ЛЭП юпи ҫывӑхӗнче пӗлтӗрхи курӑк ҫунма тытӑннӑччӗ, Гильчин айлӑмӗ йӑлтах хыпса илнӗччӗ.

Тогда вблизи от старой опоры ЛЭП, на которой обитает пара аистов, произошло возгорание прошлогодней растительности, пылала долина Гильчина.

Амур облаҫӗнче аист ҫӑмартине хӑйӗн кӗлеткипе хупланӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/24811.html

Пилот тата унпа пӗрле вӗҫсе килнӗ офицер аэропланӑн пӗчӗк кабининчен тухсанах вӗсене казаксем сырса илнӗччӗ.

Пилот и прилетевший с ним офицер вылезли было из кабинки, их окружили казаки.

III // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Таҫта миҫемӗш страницӑрине ҫырса илнӗччӗ те… — вӑл, каҫару ыйтса, хулпуҫҫийӗсене сиктерчӗ.

— Записал где-то номер страницы, и вот… — Он, извиняясь, пожал плечами.

15 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Ҫапла, темле хут илнӗччӗ

— Да, была какая-то бумажка.

20 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— «Эпӗ 1898 ҫула аса илетӗп, — вуланӑ Тимофей Ильич, — ун чухне эпӗ пуҫласа чугун ҫул мастерскойӗсенче ӗҫлекен рабочисен кружокне ертсе пыма илнӗччӗ

— «Я вспоминаю 1898 год, — читал Тимофей Ильич, — когда я впервые получил кружок из рабочих железнодорожных мастерских…

XX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ун чухне Листницкий Елански станица чиккинчи сӑрт тӳпинченех, пӗр вун-вун икӗ ҫухрӑмран пулӗ, айлӑмри садсен симӗс мӗлкине тата кӑшласа янӑ шӑмӑ пек шуррӑн курӑнакан чиркӳн ҫӳллӗ тӑррине асӑрхаса илнӗччӗ.

Тогда еще с гребня, от Еланской грани, верст за двенадцать, увидел он зеленое марево садов в низине, белый обглоданный мосол высокой колокольни.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Эпӗ кӑна станцире… кӳме ҫинчен сӳсе илнӗччӗ

Украл я ее на станции, с забора…

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Куна эпӗ чӗлӗм ҫавӑрма илнӗччӗ.

А поднял затем, что бумаги на завертку нету.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Чӗлӗм ҫавӑрма илнӗччӗ, — ҫӗрелле пӑхакан куҫне ҫӗклемесӗр кулса илчӗ казак.

— На курево поднял, — не поднимая опущенных глаз, улыбнулся казак.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫуркунне ку ҫулсем палӑрсах каймастчӗҫ, вӗсене мӑянпа курӑк пусса илнӗччӗ, халӗ вӗсем тӑрӑх тусан ҫӗкленнӗ, вӗсем такӑрланчӗҫ, сарӑлчӗҫ, кӗрлесе ҫеҫ выртаҫҫӗ, ӗнтӗ кашни ҫулӗ ҫеҫенхирти тракт пек туйӑнать…

Ранней весной это были обычные, ничем не примечательные дороги, лежавшие по проселкам в траве и в бурьянах, теперь же над ними закружилась пыль, и они расширились, ожили, и что ни дорога, то уже считай ее степным трактом…

XV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

ГЭСра пире Гаврил Александрович Александров ӑшшӑн кӗтсе илнӗччӗ.

В ГЭСе нас тепло встретил Гаврил Александрович Александров.

Вӗсем Ҫӗнтерӳпе яла таврӑннӑ // Николай Воронцов. «Канаш», 2020.02.14

Ӑна вӑл Житомир хулинче усламҫӑ еврейрен икӗ тенкӗ парса илнӗччӗ те, хӑйӗн куҫ шӑрҫине сыхласа усранӑ пекех сыхласа усранӑччӗ, походсенче кӑлара-кӑлара пӑхса, унӑн асамат пек кӑвакӑн-симӗсӗн йӑлкӑшса тӑракан тӗрри ҫине пӑхса савӑнса пурӑнатчӗ.

Его купил он в Житомире у торговца-еврея за два рубля и хранил как зеницу ока, вынимал на походе и любовался его переливчатой радугой цветов.

24 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Юланутпа чаплӑ чупма пӗлнӗшӗн пин те сакӑрҫӗр сакӑрвун виҫҫӗмӗш ҫулта, патша смотрӗнче, санӑн аҫу илнӗччӗ вӗт-ха пӗрремӗш приз?

Ведь это отец получил на императорском смотру первый приз за джигитовку?

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

«Калас пулать», — шутласа илнӗччӗ вӑл, анчах ҫавӑнтах, хӑранипе чӗтресе кайса, хӑрушӑ шухӑшне хӑваласа ячӗ.

Надо сказать», — решила было, но сейчас же, дрогнув от испуга, отогнала страшную мысль.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Тутар ҫӗлӗкӗ вӑл, эп ӑна пуҫӗ-мӗнӗпех касса илнӗччӗ; мӗнпур хӗҫпӑшалӗ ман алла лекрӗ; чунне ҫеҫ ирӗке ятӑм эп унӑнне.

Я ее снял вместе с головою у татарина, весь его снаряд достался мне; одну только его душу я выпустил на волю.

II // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Манӑн Вальтер ятлӑ пистолета туртса илчӗҫ, — астӑватӑр пулсан, эпӗ ӑна леш, куҫне хура пусмапа ҫыхса лартнӑ нимӗҫ капитанӗнчен туртса илнӗччӗ.

Отобрали у меня мой пистолет «вальтер», что я отобрал, если помните, у того немецкого капитана с черной повязкой на глазу.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.

Пасарта тупса илнӗччӗ.

На базаре купила.

XXIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Вӑл чарлансене тытас тесе пӑшалне илнӗччӗ.

Он нес ружье, чтобы стрелять чаек.

Шыва сикни // Евстафий Владимиров. Лев Толстой. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 3–7 стр.

Хӑй ӑшӗнче вӑл айӑпӗ хамра та пур, тесе шутларӗ: вӑрманта чух вӑл, Ярцева тӗл пулсан, хытӑ хӑрани лешне сутӑнчӑкла ӗҫ тӑвасси патне илсе пынине тавҫӑрса илнӗччӗ, анчах ун ҫинчен командирсене каласа пама хӑяймарӗ — ҫул тӑршшӗпех хӑйӗн ҫемйи ҫинчен ӑшшӑн калаҫса пыракан Ярцева хӗрхенчӗ.

Втайне Андрей считал, что на нем лежит доля вины: встретив Ярцева в лесу, он догадался, что страх начинает толкать того к измене, но не решился рассказать об этом командирам — пожалел Ярцева, который всю дорогу тогда проникновенно говорил о своей семье.

XIX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней