Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пахчасенче шаннӑ ҫулҫӑсем хушшинче илемлӗн йӑлтӑртатса ларнӑ помидорсене кунта темиҫе пин пӗр пек сайра ҫапнӑ ещӗксем ҫине тултарса хунӑ.
VI. «Тургенев» пароход // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Унтан вӑл пӗр тетрадь кӑларчӗ; унӑн листисем ҫине — тӗнчере мӗнле кӑна автомобиль палли е марки пур, ҫавсене пурне те, тӗрлӗрен журналсем ҫинчен касса илсе, илемлӗн ҫыпӑҫтарнӑ.
17 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ҫакӑ пурте — шывра лӳшкенекен сарлака урамсем те, йӗпе асфальтӑн тӗкӗрӗ ҫинче сӑнланса тӑракан ҫуртсем те, ҫӑкӑр шӑрши те, паллакан номерлӗ трамвайсем те, — пурте, пурте паян ӑраснах илемлӗн, ӑраснах тӑванӑн туйӑнаҫҫӗ, ҫакна пула, манӑн чӗрем татах та хыттӑн ыратса кайрӗ.
7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Куҫӗсем ун сенкер тенипе сенкер, вӗсем илемлӗн ялтӑраса, ман енне ачашшӑн пӑхса илчӗҫ.А глаза у него, какого-то удивительного синего цвета, очень весело сверкнули мне.
4 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Акӑ — илемлӗн тирпейленӗ тӑпӑл-тӑпӑл пӳлӗм.
4 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ҫуллахи вӑхӑтра эпир Кӗмӗл Хырлӑхри тахҫанах пӑрахӑҫа тухнӑ пӗчӗк ҫуртра ирттертӗмӗр, ҫуртӑн йывӑҫ маччисемпе кӗтмен ҫӗртенех стена хӗррине тӗкӗнекен коридорӗсене илемлӗн тӗрлесе пӗтернӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ун патне вӑл вӗҫен кайӑкран ҫӑмӑлтарах чупса ҫитрӗ, пӗшкӗнчӗ, стаканне илчӗ те, вара пӳ-сине ҫав тери илемлӗн хускатса, стаканне ун аллине тыттарчӗ; унтан вӑл калама ҫук хӗрелсе кайрӗ; галлерейӑ ҫинелле ҫаврӑнса пӑхрӗ, амӑшӗ нимӗн те курманнине тавҫӑрсан, ҫав сехетрех лӑпланчӗ пулас.
Майӑн 11-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Кулнӑ чухне унӑн питӗнче темле ача кӑмӑлӗ пур, ӳчӗ унӑн хӗрарӑмӑнни пек, темле ҫемҫе, ачаш ӳт; мӗн ҫуралнӑранпах кӑтра сарӑ ҫӳҫӗ шупкарах кӑна тӑнлӑ ҫамкине илемлӗн кӑтартса тӑрать…
Максим Максимыч // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Нимӗҫсем илемлӗн, тикӗссӗн, пӗр-пӗринпе куҫа курӑнман ҫипсемпе ҫыхӑннӑ пек вӗҫсе пычӗҫ.Немцы шли красиво, ровно, будто связанные между собой невидимыми нитями.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑл каллех хавасланса кайрӗ, кӗҫӗннисем саламланисене хирӗҫ хӑвӑрт, илемлӗн ответ пачӗ, аслисемпе тӗл пулсан, вӗсен патӗнчен хыттӑн пусса утса иртрӗ, ҫӗнӗ тумтир илсен, ӑна БАО-ра апат-ҫимӗҫ ҫырса панӑ ҫӗрте ларакан сержанта хӑйӗн кӗлетки ҫине тӑп-тӑп лармалла тума кайса пачӗ.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Халӗ, хурарах сӑнлӑ тӗреклӗ лётчик хӑйӗн хитре мӑшӑрне илемлӗн ҫавӑрса ташлаттарнине сӑнаса ларса, вӑл ҫакна ниепле те ӗненесшӗн пулмарӗ, ӑна ку темле ултав пек туйӑнчӗ.
5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑл крахмалпа хытарнӑ шап-шур халат тӑхӑннӑ, унӑн пӑхӑр тӗслӗ ҫӳҫӗсем марлӗрен тунӑ тутӑр айӗнчен аялалла усӑнса тӑнӑ, пӗтӗмӗшпе вӑл пӗчӗкҫеҫҫӗн те илемлӗн курӑннӑ.
5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫаксем пурте кӳлӗри сенкертерех, витӗр курӑнакан шыв ҫинче, кутӑн ӳснӗ пек, илемлӗн палӑрса тӑнӑ.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Унӑн питне тусанлӑ ӑшӑ ҫил пырса ҫапрӗ, куҫӗсем хирӗҫ иртсе каякан поездсене, симӗс решуткӑллӑ платформӑсене, симӗс вӑрмантан курӑнакан пӗчӗк дачӑсене, типсе ларма пуҫланӑ пӗчӗк юханшывсене, ҫурта пек тӳрӗ те хитре хырсене, илемлӗн курӑнакан инҫетри хирсене курса пычӗҫ.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Хӗрарӑмсем пурте илемлӗн курӑнаҫҫӗ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Алексей вӗсен пӗлтерӗшӗ ҫинчен шутламарӗ, тӑван сӑмахсем илемлӗн янранине кӑна савӑнӑҫлӑн итлесе выртрӗ.Не вникая в их смысл, Алексей сквозь сон наслаждался звуками родной речи.
14 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫав тери тӳлек те мӑнаҫлӑ ҫак шӑплӑх, ҫавӑнпа та вӑрманта ирхи сасӑсем пурте уҫӑмлӑн янраҫҫӗ: ҫывӑхри уҫланкӑра выҫӑ кашкӑрсем харкашни илтӗнет, тилӗ асӑрхануллӑн вӗркелет тата халӗ ҫеҫ вӑраннӑ улатакка хӑюсӑртараххӑн шаккама пуҫлани вӑрман шӑплӑхӗнче ҫав тери янравлӑн та илемлӗн илтӗнет; кайӑк йывӑҫ вуллине мар, ҫӳхе сӗрме-купӑс хӑмине шакканӑн туйӑнать.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
— Кӗркуннене ҫав тери илемлӗн кӑтартса панӑ.
22 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Вӗсем букварьте ӳкернӗ пӗрене тата ун ҫине лартнӑ пуртӑ ӳкерчӗкпе чалӑш йӗрсем тӑрӑх илемлӗн кӑна: «Чурасем эпир мар. Эпир чурасем мар», тесе ҫырнӑ сӑмахсем хушшинчи шурӑ вырӑна тунӑ схема ҫине ӳкрӗҫ.
15 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Мӗн тери илемлӗн курӑннӑ вӑл!
Нимрен нимӗр турӑмӑр... // Элиза ВАЛАНС. Тантӑш, 2015.07.23, 30 (4444)№