Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ачасене хампа юнашар ҫитӗнтертӗм, бухгалтерта тӑрӑшнӑ май ӗҫе илсе каяттӑм та пӗрне пӗр енне, теприне тепӗр енне лартаттӑм.
«Улмуҫҫие кӗреплепе туратпӑр» // Елена АТАМАНОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№
18. Ӑна ҫавӑнта хӗрес ҫумне пӑталанӑ; Унпа пӗрле тата икӗ ҫынна пӑталанӑ: пӗрне — пӗр енне, тепӗрне — тепӗр енне; Иисус вара варринче пулнӑ.18. Там распяли Его и с Ним двух других, по ту и по другую сторону, а посреди Иисуса.
Ин 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫӳлхуҫа сирӗн чӗрӗре Турӑ юратӑвӗ енне, Христос тӳсӗмлӗхӗ енне ҫавӑртӑр.5. Господь же да управит сердца ваши в любовь Божию и в терпение Христово.
2 Фес 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Эпӗ, хам ирӗклӗ пулсассӑн та, ӗненекенсен йышӗ ӳстӗр тесе пуриншӗн те чура пек пултӑм: 20. иудейсене хам енне ҫавӑрас тесе вӗсемшӗн эпӗ иудей пек пултӑм; саккуна пӑхӑнакансене хам енне ҫавӑрас тесе (хам саккуна пӑхӑнмастӑп пулин те) вӗсемшӗн эпӗ саккуна пӑхӑнакан пек пултӑм; 21. саккуна пӗлменнисемшӗн (хам Турӑ саккунне уяса пурӑнатӑп пулин те, Христос саккунне пӑхӑнса пурӑнатӑп пулин те) саккунсӑрри пек пултӑм.
1 Кор 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эпир те — сирӗн пек ҫынсемех; эпир сире ҫак суя турӑсене пӑрахтарса Чӗрӗ Турӑ енне, тӳпепе ҫӗре, тинӗсе, вӗсенче мӗн пуррине пултарнӑ Чӗрӗ Турӑ енне, ҫавӑрасшӑн Ырӑ Хыпар пӗлтерсе ҫӳретпӗр; 16. Вӑл халӑхсен унчченхи тӑхӑмӗсене харпӑр хӑй ҫулӗпе ҫӳреме чарман, 17. ҫавах та Вӑл пире тӗрлӗ ырӑлӑх кӑтартса, тӳперен ҫумӑр ҫутарса, тырӑ-пулӑллӑ ҫулсем ярса, ҫимӗҫпе тӑрантарса, пирӗн чӗрене савӑнтарса Хӑй ҫинчен пӗлтерме чарӑнман, тенӗ.
Ап ӗҫс 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. «Пуҫ тӳпи» теекен вырӑна ҫитсессӗн Иисуса та, усал ҫынсене те хӗрес ҫумне пӑталанӑ: пӗрне Унӑн сылтӑм енне, тепӗрне сулахай енне пӑталанӑ.
Лк 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ангел ӑна каланӑ: ан хӑра, Захария: санӑн кӗллӳне илтнӗ, санӑн арӑму Елисавета сана ывӑл ача ҫуратса парӗ, эсӗ ӑна Иоанн ятлӑ хурӑн; 14. санӑн савӑнса хӗпӗртемелле пулӗ; вӑл ҫуралнӑшӑн нумайӑшӗ савӑнӗ: 15. вӑл Ҫӳлхуҫа умӗнче аслӑ пулӗ; эрех те, ҫиккер те ӗҫмӗ, амӑшӗ варӗнчех Таса Сывлӑшпа хӑватлӑланӗ; 16. Израиль ывӑлӗсене нумайӑшне хӑйсен Ҫӳлхуҫа Турри енне ҫавӑрӗ; 17. вӑл Унӑн умӗн Илия хастарлӑхӗпе, хӑвачӗпе килӗ те халӑха Ҫӳлхуҫа умне тӑратма хатӗрлемешкӗн ашшӗсен кӑмӑлне ачисен енне ҫавӑрӗ, ӳкӗте кӗменнисене тӳрӗ ҫынсемпе пӗр шухӑшлӑ тӑвӗ, тенӗ.
Лк 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Унпа пӗрле икӗ вӑрӑ-хураха пӑталанӑ: пӗрне — Унӑн сылтӑм енне, тепӗрне — сулахай енне.27. С Ним распяли двух разбойников, одного по правую, а другого по левую сторону Его.
Мк 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Вӗсем Ӑна каланӑ: Эсӗ, мухтавлӑ вырӑнна ларсассӑн, пире пӗрне Хӑвӑнтан сылтӑм енне, тепӗрне сулахай енне лармалла тусамччӗ, тенӗ.
Мк 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38. Ҫавӑн чухне Унпа пӗрле икӗ вӑрӑ-хураха: пӗрне — сылтӑм енне, теприне сулахай енне пӑталанӑ.38. Тогда распяты с Ним два разбойника: один по правую сторону, а другой по левую.
Мф 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Этем Ывӑлӗ Хӑйӗн мухтавӗпе, мӗнпур ангелӗпе пӗрле килсессӗн Хӑйӗн мухтавлӑ патша пуканӗ ҫине ларӗ, 32. Ун умне вара пур халӑхсем те пухӑнӗҫ; Вӑл вӗсене пӗр-пӗринчен кӗтӳҫӗ сурӑхсене качакасенчен уйӑрнӑ пек уйӑрӗ; 33. сурӑхӗсене Хӑйӗн сылтӑм енне, качакисене сулахай енне тӑратӗ.
Мф 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Эй кӗнекеҫӗсем, фарисейсем, икӗ питлӗскерсем, хуйхӑ ҫитӗ сире! эсир пӗр ҫынна хӑвӑр тӗн енне ҫавӑрасшӑн тинӗс тавра, ҫӗр тавра кайса ҫӳретӗр; хӑвӑр енне ҫавӑрсан, ӑна эсир хӑвӑртан икӗ хут ытла усала кӑларатӑр, тамӑк ачи тӑватӑр.
Мф 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Вӑл вара вӗсене ҫапла калать: Эпӗ ӗҫес куркана ӗҫессе ӗҫӗр, Эпӗ курас асапа та тӳсӗр, анчах Хамран сылтӑм енне, сулахай енне лартасси Манран килмест, ӑна Аттем кам валли хатӗрленӗ, ҫавӑ ларӗ унта, тет.
Мф 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл Ӑна ҫапла калать: ҫак икӗ ывӑлӑма Хӑвӑн Патшалӑхунта пӗрне Хӑвӑнтан сылтӑм енне, тепӗрне сулахай енне ларма хушсамччӗ, тет.
Мф 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38. Ытти юланутҫӑсене, икӗ пая уйӑрса, кирлӗ чухне хӑрушлӑх ҫинчен систерччӗр, йывӑр килнӗ ҫӗрте пулӑшчӑр тесе, пӗрне ҫарӑн пӗр енне, тепӗрне тепӗр енне тӑратса тухнӑ.
1 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Эпӗ килсессӗн ҫӗре ылханпа пӗтерсе пӑрахмалла ан пултӑр тесе, вӑл ашшӗсен чӗрине ачисем енне, ачисенӗн чӗрине ашшӗсем енне ҫавӑрӗ.
Мал 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Хӑвӑр аҫӑрсен вӑхӑтӗнченех эсир Эпӗ панӑ йӗркесенчен пӑрӑнтӑр, вӗсене тытса тӑмастӑр; Ман енне ҫаврӑнӑр, Эпӗ те сирӗн енне ҫаврӑнӑп, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа.
Мал 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Вӑл мана каларӗ: ку вӑл пӗтӗм ҫӗр пичӗ ҫине янӑ ылхан; унӑн пӗр енне вӑрлакан ҫынсене ылханса ҫырнӑ, тепӗр енне улталаса тупа тӑвакансене ылханса ҫырнӑ.
Зах 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Дарий патшана ларсан иккӗмӗш ҫулхине, саккӑрмӗш уйӑхӗнче, Захарийӑна — Аддо ывӑлӗн Варахийӑн ывӑлне, пророка — Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулнӑ: 2. Ҫӳлхуҫа сирӗн аҫӑрсене питӗ хытӑ ҫилленсе ҫитнӗ, 3. ҫавӑнпа эсӗ вӗсене кала: Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать те: Ман енне ҫаврӑнӑр, вара Эпӗ те сирӗн енне ҫаврӑнӑп, тесе калать Саваоф Ҫӳлхуҫа те.
Зах 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Аслӑ пуҫлӑха ку енне те, тепӗр енне те пай парӑр, вӑл Ҫӳлхуҫана уйӑрса панӑ сӑваплӑ ҫӗр ҫумӗнче тата хула ҫӗрӗ ҫумӗнче — анӑҫ енче анӑҫ еннелле, тухӑҫ енче тухӑҫ еннелле — пултӑр, унӑн тӑршшӗ анӑҫ чиккинчен тухӑҫ чиккине ҫитиччен ытти пай ҫӗрсен тӑршшӗпе танлашмалла.
Иез 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.