Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

вӗшле сăмах пирĕн базăра пур.
вӗшле (тĕпĕ: вӗшле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫакӑн пек хытӑ кайнӑран вӗсене уиппетсем — «вӗшле йытӑсем» тесе ят панӑ (уиппет англичанла хыҫран хӑвалакан вӗшле йытӑ тени пулать).

Из-за такой резвости эти танки стали называть уиппетами — «гончими собаками» (уиппет — по-английски гончая собака).

Тӑшмана хӑваламалли «хурҫӑ йытӑсем» // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.

Ҫав вӑхӑтрах ҫапӑҫу хӗрӳлӗхӗпе хавхаланнӑ Андрий, хӑйӗн аллине ҫыхса янӑ парнене тивӗҫлӗ пулас тесе, ҫамрӑк вӗшле йытӑ пек, йыт кӗтӗвӗнчи чи хитре те хытӑ чупакан вӗшле йытӑ пек малалла талпӑнать.

А он между тем, объятый пылом и жаром битвы, жадный заслужить навязанный на руку подарок, понесся, как молодой борзой пес, красивейший, быстрейший и молодший всех в стае.

IX // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

Ахӑртнех, патька-патша тупписене туртса илсе Пӑкачавӑн пӗтӗм ҫарне халсӑрлатса хӑварас тенӗ пулӗ хӑй шучӗпе вӗшле йытӑ Михельсон.

Помоги переводом

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Ҫук, ҫитет вӗшле йытӑран тарса пыни.

Помоги переводом

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Йӗрпех килет иккен, вӗшле йытӑ.

Помоги переводом

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Михельсон — вӗшле йытӑ — ҫаплах хыҫалтан хӑвалать.

Помоги переводом

Ҫынна кура — хисепӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— «Воевотӑ — ҫӑхан пыр, Вӗшле йытӑ, чӗрӗ мур!» — Тесе анчах асӑнать, Пуп таврашне ылханать: — «Хам виличчен тавӑрап, Мускав тӗлне кӑтартап!» — Тесе пӗрмай асӑнать.

Помоги переводом

XII. Элек // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Кӗреҫҫӗ шывне, анчӑка евӗрлесе мӑкӑлтатаҫҫӗ, шапа ишши тукалаҫҫӗ, хур аҫисем пек шампӑлтатаҫҫӗ: хулӑн пӳ-силлӗ, питне-куҫне ик-виҫӗ хутлам хупланӑ, латака генерал ку енче, вӗшле йытӑ пек ҫинҫешке, хӑмла шӑччи пек тӑсланкӑ адьютант — тепринче.

Помоги переводом

Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.

Куратӑп: чӑнах та, катаранах та мар, ҫирӗм-вӑтӑр утӑмран пирӗн паталла тротуарпа вӗшле йытӑ пек хыткан, йӑпӑш питлӗ тӑсланкӑ ҫывхарать.

Помоги переводом

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Ула Тимӗр асӑрхарӗ: Полинапа пӗр класрах, анчах вӑтам вӗреннӗ, усӑк хулпуҫҫиллӗ, вӗшле сӑмсаллӑ, урлӑ хӑлхаллӑ, чавка ҫӑмарти питлӗ, йӑкӑс тумланнӑ янкӑс каччӑ, райпотребсоюз председателӗн ывӑлӗ, Вертихвостов хушаматлӑскер, Полинана тӗлме-тӗл лараканскер, хӗре куҫӗпе ҫакӑнтах салтӑнтарассӑн, лутӑркаса пӑрахассӑн пекех ҫисе ларать.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вӗшле йытӑ пек чупса ҫӳретчӗҫ вара урамра — ҫил ҫунатпа хуса ҫитеймӗн.

Помоги переводом

IX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Тӳре-шарасен сӑмси — вӗшле йытӑ сӑмси.

Помоги переводом

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӗшле йытӑ евӗр хӑлхисене лӑпчӑтса ҫил пек вӗҫтерекен лаша, плащ аркисене хӑлат ҫуначӗ пек варкӑштарса пыракан, хӑрах аллипе чӗлпӗр, тепринпе пӑшал тытнӑ хуралҫӑ самантрах айӑплӑ ҫын умне ҫитсе тӑраҫҫӗ.

Помоги переводом

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Икӗ овчарка, хӳрисене хӗстерсе, темиҫе утӑм каялла чакса ларчӗҫ, пӗр ула вӗшле кӑна хуҫинчен хӑрамасӑр Элекҫейӗн тусанланса пӗтнӗ аттине сӗртӗнсе илчӗ.

Помоги переводом

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Янтул-Ильмук пытанса пурӑннине Ивукпа вӗшле полицейски мар, пуп та мар, чи малтан ӳсӗр Микки пӗлчӗ.

О том, что Яндул-Ильмук живет тайной жизнью, первым узнал не ушлый полицейский, и не Ивук, и не поп, а пьяный Микки.

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Такам ҫапасран шикленнӗ пек йӑпшӑнса пӑхакан вӗшле старик, Хушаҫҫӗ Петӗрӗ, халӑх ҫинче ҫеҫ чӑхӑмласа, кутӑна персе ҫӳренӗ.

Весь собравшись в комок, будто боясь, что его вот-вот ударят, долговязый старик сейчас вовсе не походил на норовистого упрямца, каким он держал себя на людях.

Хушаҫҫӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Килях, килях, лар, тӗпелелле ирт, — тинех хӗссе кӑларнӑ сӑмахӗсене Хушаҫҫӗ Петӗрӗ, лутра пӳ-силле вӗшле старик.

— Проходи, проходи, садись, — засуетился Петр Велят, юркий низкорослый старик.

Купӑс калакан // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хура кӗркунне Салакайӑк хӑйӗн вӗшле сыснисене вӑрмана кайса ярать.

Осенью отец Александр уводит своих длиннорылых питомцев в лес.

Микки // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Тепӗр ҫӗрте Ахтупай чӗрӗ тилӗ, упа ҫури тата вӗшле йытӑсем сутнине курчӗ.

Помоги переводом

14. Мускавра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӗшле йытӑсем!

Помоги переводом

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней