Поиск
Шырав ĕçĕ:
Мӗн тумаллине вӗрент пире.
Токороро тата Токколоро // Владислав Николаев. Килти архив
13. Ху манран мӗн илтнине тӗрӗс вӗрентӗвӗн тӗслӗхӗ вырӑнне хурса, Христос Иисуса юрӑхлӑ ӗненсе, Ӑна юрӑхлӑ юратса ҫавӑн пек вӗрент.13. Держись образца здравого учения, которое ты слышал от меня, с верою и любовью во Христе Иисусе.
2 Тим 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Эсӗ вӗсене ырӑ ӗҫсем тума вӗрент, вӗсенӗн пуянлӑхӗ ырӑ ӗҫсем пулччӑр; уҫӑ кӑмӑллӑ пулса, яланах ыттисене пулӑшма хатӗр пулччӑр, 19. ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗмешкӗн хӑйсем валли ҫавӑн пек мул пухчӑр, ҫапла малашнехи валли ырӑ никӗс хуччӑр.
1 Тим 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Эсӗ ҫакна каласа вӗрент.
1 Тим 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Хамӑра панӑ тивлетпе эпир тӗрлӗ хастар илнӗ: санӑн пророк хастарӗ пулсан, эсӗ ху ӗненнине кура пророк ӗҫне ту; 7. ыттисене ӗҫлесе тӑрас хастар пулсан — ҫавна ту; вӗрентекен пулсан — вӗрент; 8. ӳкӗтлекен пулсан — ӳкӗтле; валеҫекен пулсан — таса кӑмӑлпа валеҫ; пуҫлӑх пулсан — тӑрӑшакан пуҫлӑх пул; ырӑлӑх тӑвакан пулсан — савӑнса ырӑлӑх ту.
Рим 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Ху курнине ҫакна пӗтӗмпех кӗнекене ҫырса хӑвар та шанчӑклӑ вырӑна хур; 38. вара хӑвӑн халӑхун ӑслӑ ҫыннисене, вӗсен чӗри ҫак вӑрттӑнлӑхсене йышӑнма тата упрама пултарасса шанатӑн пулсассӑн, вӗрент ҫакна.
3 Езд 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ывӑлун киревсӗр ӗҫӗсемшӗн кулянмалла ан пултӑр тесессӗн, ӑна вӗрент, тӑрӑш уншӑн.13. Учи сына твоего и трудись над ним, чтобы не иметь тебе огорчения от непристойных поступков его.
Сир 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Чӗлхӳ-ҫӑварна киревсӗр калаҫма ан вӗрент: ун пек сӑмахра ҫылӑх никӗсӗ пур.16. Не приучай твоих уст к грубой невежливости, ибо при ней бывают греховные слова.
Сир 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Чӗлхӳне тупа тума ан вӗрент, 9. тупа тунӑ чухне Святой ятне асӑнассине йӑлана ан кӗрт.8. Не приучай уст твоих к клятве 9. и не обращай в привычку употреблять в клятве имя Святаго.
Сир 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Ывӑлусем пур-и санӑн? вӗрент вӗсене, ачаранпах пуҫ тайма пӗлччӗр.
Сир 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫамрӑка хӑй ҫулӗн пуҫламӑшӗнче вӗрент, вара вӑл ватӑлса ҫитсен те ҫав ҫултан пӑрӑнмӗ.6. Наставь юношу при начале пути его: он не уклонится от него, когда и состарится.
Ытар 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Сӗмсӗр ҫынна ан питле: вӑл сана курайми пулӗ; ӑс пуррине питле — ҫавӑншӑн юратӗ вӑл сана; 9. ӑслине ӳкӗтле, вара вӑл тата ӑслӑрах пулӗ; тӳрӗ ҫынна вӗрент, вара вӑл тата пӗлӳ хушӗ.
Ытар 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
133. Манӑн урана Хӑвӑн сӑмахун ҫулӗ ҫине тӑрат, нимӗнле йӗркесӗр ӗҫ те мана ан ҫӗнтерейтӗр; 134. этем пусмӑрлассинчен хӑтар мана, Эсӗ хушнӑ йӗркесене уяса пурӑнам; 135. чуруна Хӑвӑн сӑну ҫутипе ҫутӑлтар, Хӑвӑн йӗркӳсене вӗрент мана.
Пс 118 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
124. Хӑв ырӑлӑхлӑ пулнине кура Хӑвӑн чуруна ырӑ ту, Хӑвӑн йӗркӳсене вӗрент мана.124. Сотвори с рабом Твоим по милости Твоей, и уставам Твоим научи меня.
Пс 118 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ху панӑ йӗркесене вӗрент мана.
Пс 118 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Хамӑр чӗрене ӑслӑлантармашкӑн хамӑр кунсене мӗнле шутласа пымаллине вӗрент пире.12. Научи нас так счислять дни наши, чтобы нам приобрести сердце мудрое.
Пс 89 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Эй Ҫӳлхуҫа, тӑшманӑмсене кура Хӑвӑн ҫулупа пыма вӗрент мана, тӳрӗ сукмакпа илсе кай мана; 12. тӑшманӑмсен аллине ан пар мана: мана суя кӳнтеленсем тапӑнаҫҫӗ, вӗчӗ тытса тӑраҫҫӗ.
Пс 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Эй Ҫӳлхуҫа, Хӑвӑн ҫулусене кӑтарт мана, Хӑвӑн сукмакусене вӗрент мана.
Пс 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ездра священника, Ҫӳлхуҫа саккунне вӗрентекене, Артаксеркс патшаран ҫыру урлӑ янӑ ҫакӑн пек хушу ҫитнӗ: 9. «Артаксеркс патша Ездра священника, Ҫӳлхуҫа саккунне вӗрентекене, савӑнӑҫ сунать. 10. Шухӑшласа пӑхнӑ хыҫҫӑн, ҫынсене юратнипе эпӗ ҫапла тума хушрӑм: пирӗн патшалӑхра пурӑнакан Иудея халӑхӗн ҫыннисем, священниксемпе левитсем, хӑйсен ирӗкӗпе каяс теекенсем, санпа пӗрле Иерусалима кайччӑр. 11. Эпӗ хамӑн чи ҫывӑх ҫичӗ канашҫӑпа ҫакӑн пек шухӑшларӑм: кайма кӑмӑл тунисем ӗнтӗ пуҫтарӑнччӑр та кайччӑр; 12. Иудейӑпа Иерусалимра Ҫӳлхуҫа саккунӗпе килӗшӳллӗн пурӑннипе пурӑнманнине курччӑр, 13. эпӗ тата манӑн ҫывӑх ҫыннӑмсем Израиль Ҫӳлхуҫине пама пулнӑ парнесене, Иерусалимри Ҫӳлхуҫа валли Вавилон ҫӗршывӗнче тупӑнакан ылтӑн-кӗмӗле, хӑйсен Ҫӳлхуҫа Туррийӗн Ҫурчӗ валли халӑх мӗн панипе пӗрле Иерусалима илсе кайччӑр; 14. ылтӑн-кӗмӗлӗ вӑкӑрсем, сурӑхсем, путексем туянма, ӗнтӗ мӗн кирлине туянма кайтӑр, 15. ҫакӑ вӗсен Иерусалимри Ҫӳлхуҫа Туррийӗн парне вырӑнӗ ҫинче Ҫӳлхуҫана парне кӳме пултӑр. 16. Ҫак ылтӑн-кӗмӗлпе ху тата хӑвӑн тӑванусем мӗн тума шухӑшлатӑр, хӑвӑн Турру ирӗкӗпе ҫавна ту. 17. Сана Иерусалимри хӑвӑн Туррун Ҫуртӗнче тыткалама панӑ Ҫӳлхуҫанӑн таса савӑчӗсене Ҫӳлхуҫа Турру умне ларт. 18. Хӑвӑн Туррун Ҫурчӗ валли мӗн кирлине патша хыснинчен парса тӑр. 19. Акӑ эпӗ, Артаксеркс патша, Сирипе Финикия хысни хуҫисене Ездра священника, Ҫӳлти Турӑ саккунне вӗрентекене, мӗн ыйтнине пӗр тӑхтаса тӑмасӑр, ҫӗр талант кӗмӗл таранах, пама хушрӑм, 20. ҫавӑн пекех ҫӗр кор таран тулӑ, ҫӗр виҫе таран эрех пама хушрӑм. 21. Патшанӑн патшалӑхӗпе унӑн ывӑлӗсене Ҫӳлти Турӑ ан ҫиллентӗр, ҫавӑнпа та, Турӑ саккунӗ тӑрӑх, Ҫӳлти Турӑ валли мӗн тумаллине тимлӗн, тӑрӑшса тӑвӑр. 22. Ҫакна та калатӑп сире: священниксемпе левитсене, юрӑҫсемпе хапха хуралҫисене, Турӑ Ҫурчӗ таврашӗнче ӗҫлекенсемпе Турӑ Ҫурчӗн ҫыруҫисене нимӗнле хырҫӑ та, куланай та хумалла мар, никамӑн та ҫакна тума ирӗк ан пултӑр. 23. Эсӗ вара, Ездра, Турӑ панӑ ӑсупа Сирипе Финикия ҫӗрӗнче хӑвӑн Туррун саккунне пӗлекенсене пуҫлӑх пулма, тӳре пулма лартса тух, пӗлменнисене вӗрент; 24. сан Туррун саккунне е патша саккунне пӑхӑнманнисене пурне те айӑпламалла, вӗлермелле е хӗнемелле, укҫан шыраса илмелле е хӑваласа ямалла» тенӗ Артаксеркс ҫырӑвӗнче.
2 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Эппин, хӑвӑр валли ҫак юрӑ [сӑмахӗсене] ҫырса илӗр, ӑна Израиль ывӑлӗсене вӗрент, ӑна вӗсен чӗлхи-ҫӑварне хыв: ҫакӑ юрӑ Мана Израиль ывӑлӗсем ҫинчен пӗлтерсе тӑтӑр; 20. Эпӗ вӗсене, хӑйсен ашшӗсене тупа тунӑ пек, сӗтпе пыл юхса выртакан [ырӑ] ҫӗршыва илсе кӗрӗп; вӗсем унта тӑраниччен ҫисе тутӑ пурӑнӗҫ, мӑнтӑрланса кайӗҫ, урӑх турӑсем еннелле ҫаврӑнӗҫ те вӗсене пӑхӑнса тӑма тытӑнӗҫ, Мана йышӑнмӗҫ, [хӑйсене халалланӑ] Манӑн халалӑма пӑсӗҫ; 21. хӑйсене нумай-нумай инкекпе хӗн-асап ҫитсессӗн, ҫак юрӑ вӗсене айӑплаканӗ пулӗ, мӗншӗн тесессӗн ҫак юрӑ вӗсен [ҫӑварӗнчен тата] вӗсен тӑхӑмӗсен ҫӑварӗнчен тухаймӗ.
Аст 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.