Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

вӑратас (тĕпĕ: вӑрат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пилӗкӗ тӳсмелле мар ыратма пуҫларӗ, анчах вӑл, ҫывӑракан юлташӗсене вӑратас мар тесе, шӑла ҫыртсах тӳсрӗ.

Помоги переводом

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Вӑл вӑхӑтра вара чи шавлӑ чирлисем те, пӗчӗк сестрана вӑратас мар тесе, йынӑшма чарӑнатчӗҫ, пӗр-пӗринпе пӑшӑлтатса кӑна калаҫатчӗҫ, пысӑк сестрасем вара чӗрне вӗҫҫӗн ҫеҫ утса ҫӳретчӗҫ…

Помоги переводом

II // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

«Мӗнле пырса кӗрес-ха атте-анне килне? Хӑраса ӳкмӗҫ-ши ваттисем? Малтан кӳршӗсене вӑратас мар-ши?» — тесе те шухӑшласа пӑхрӗ Иван.

Помоги переводом

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫӗрле чӗптӗм сасӑ та шав тӑвать те, Улька пӳрте кӗрсе ыттисене чӑрмантарас, ыйхӑран вӑратас темерӗ.

Помоги переводом

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Сассӑр, ачашшӑн ҫутӑ урайне шуса анчӗ, урай хӑмисем тӑрӑх ҫутатса кайрӗ, пытаннӑ пек, тӑлӑх арӑма вӑратас мар тесе вырӑн ҫине йӑпшӑнса хӑпарчӗ.

Помоги переводом

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пӳртне ывӑлӗсене вӑратас мар тесе асӑрханса кӗчӗ.

Помоги переводом

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тул ҫутӑласпа салтак арӑмӗ ун-кун пӑхкаласа, шӑппӑн, ывӑлӗсене вӑратас мар тесе, килӗнчен тухрӗ.

Помоги переводом

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ывӑлӗсене вӑратас мар тесе вырӑн ҫинче шӑппӑн калаҫса выртрӗҫ.

Помоги переводом

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ленука вӑратас пулать (1934)

Разбудите Леночку (1934)

Рысс Евгений Самойлович // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A0%D1% ... 0%B8%D1%87

Мӗтри, сас туса ытти пассажирсене вӑратас мар тесе, плацкарт ҫинчен ерипен анчӗ те, купе алӑкне асӑрханса уҫса, прохода тухрӗ.

Помоги переводом

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Эпӗ вара, аттепе пиччене вӑратас мар тесе, ерипен атӑ тӑхӑнса ятӑм та чикмек тӑрӑх ҫӗре антӑм, картиш варрине тухса тӑтӑм.

Помоги переводом

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Вӑл аптӑранӑ енне юлташӗсене вӑратас тесе, каялла, вӗсен патнелле ҫаврӑнчӗ.

Помоги переводом

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Унӑн шӑллӗне вӑратас килчӗ.

Помоги переводом

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Ӑна Кирукӑн ӑшӑ ыйхӑран вӑратас та килмерӗ.

Помоги переводом

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Елюк картишне кӗчӗ те, ашшӗсене вӑратас мар тесе, парне аттине лаҫҫа лартса хӑварчӗ, хӑй каллех урама тухрӗ.

Помоги переводом

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Ӑна вӑратас марччӗ тесе, питӗ хуллен унпа юнашар кӗрсе выртрӑм.

Помоги переводом

Сывӑ пулӑр! // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Лӑплантӑр, ҫывӑртӑр пулатчӗ — Ыйӑхрине ма вӑратас: Кайса пат ӳкнӗскер выртатчӗ — Ӳпӗннине ма тӑратас.

Помоги переводом

XX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

— Хӑвна пырса вӑратас мар-и?

Помоги переводом

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сана вӑратас мар терӗмӗр, — хуравларӗ Ахтупай.

Помоги переводом

8. Ҫурхи кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Михел вӑратас мар тесе хуллен кӑна чакса хӑйӗн вырӑнне ларчӗ.

Помоги переводом

Вӑрӑм Ура пулӑшни // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней