Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

вӑйран (тĕпĕ: вӑй) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫын утнӑ сасӑпа калаҫӑва урӑх илтменрен Пьер тарӑхмаллипех тарӑхрӗ, алӑка мӗн пур вӑйран урипе те, чӑмӑрӗпе те тапни-ҫапнипе унӑн пӗтӗм кӗлетки чӗтресе йынӑшать.

Пьер в полном бешенстве, не слыша больше звуков шагов и голоса, стал бить в дверь ногами и кулаками с такой силой, что все его тело стонало от сотрясения.

Пьерпа Суринэ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 276–284 с.

— Манӑн ҫывӑрма юрамасть, — терӗ Нок, — ыйха путас тӑк ыран мана, йӑлтах вӑйран кайнӑскере, мундир тӑхӑннӑ патвар арҫын ҫеҫ мар, айван кушак та пӑркӑчлаять.

— Я не должен спать, — сказал Нок, — если засну, то завтра, совсем обессилевшего, меня может поймать не только здоровенный мужчина в мундире, а простая кошка.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Вӑл шыв ҫийӗн пуҫне пӗкнӗ вӑкӑр евӗр усӑннӑ; пӗтӗм вӑйран урса-тилӗрсе сӗкме хатӗрленет тейӗн; Аян кӗтет.

Он несколько склонялся над водой, подобно быку, опустившему голову для яростного удара; Аян ждал.

VIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Май килнӗ таран лӑпланса Аян мӗн пур вӑйран кӑшкӑрчӗ:

Спокойный, насколько это было возможно, Аян крикнул:

VIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

— Джентльменсем! — пӗтӗм вӑйран кӑшкӑрчӗ Сигби; хӑй кама килӗштернине вӑл халӗ те татса паман-ха.

— Джентльмены! — орал Сигби, сам еще не решивший, кого он хочет.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Анчах хӗрарӑм, ку таранччен, сӑмах хӑй ҫинчен мар, такам урӑххи пирки пынӑ пек, пач хускалмасӑр тӑраканскер, сасартӑк Минӑна мӗнпур вӑйран тӗксе ячӗ те, хӑрушшӑн кӑшкӑрса, пахчаналла тапса сикрӗ, кӗпи арки вӗрлӗк туратӗнчен ҫакланса ҫурӑлнине пӑхмасӑр, карта урлӑ вӑшт кӑна каҫса кайрӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Капла вара сӑмах-юмах пулмарӗ, Ваньккапа юлташӗсем, ыттисенчен юлас мар тесе, пӗтӗм вӑйран тӑрӑшрӗҫ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хайхи Король сулахай аллипе Антун енне сулам пек турӗ те, сылтӑммипе пӗтӗм вӑйран туртса ҫапрӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ӗшенсе ҫитнӗскер — Ассоль тата темӗн хушса калама хӑтланчӗ, анчах вӑйран кайни, хумхану, шӑрӑх ӑна ыйхӑлатсах ҫитерчӗҫ, акӑ куҫӗсем хупӑнчӗҫ, ашшӗн тӗреклӗ хул пуҫҫи ҫине пуҫӗпе ӳпӗнчӗ, самант — тӗлӗксен ҫӗр-шывне путатчӗ, анчах сасартӑк, кӗтмен ҫӗртен килсе ҫапнӑ иккӗленӳпе канӑҫсӑрланнӑскер, хупӑ куҫӗсемпех тӳрленсе ларчӗ.

Страшно усталая, она пыталась еще прибавить кое-какие подробности, но жара, волнение и слабость клонили ее в сон, глаза ее слипались, голова опустилась на твердое отцовское плечо, мгновение — и она унеслась бы в страну сновидений, как вдруг, обеспокоенная внезапным сомнением, села прямо, с закрытыми глазами.

I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Самантлӑха шикленсе ӳкнӗскер — Ассоль теттине тепӗр хут аса илчӗ, унтан тарӑннӑн ахлата-ахлата пӗтӗм вӑйран малалла вӗҫтерчӗ.

На мгновение оробев, она вспомнила вновь об игрушке и, несколько раз выпустив глубокое «ф-ф-у-уу», побежала изо всех сил.

I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Юлашкинчен, вӑл вӑйран кайса чутах шыва путман.

Наконец он выбился из сил и чуть не утонул.

Ту арӑсланӗн йӗррипе // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Унтан, Нина вӑйран кайса урайне ӳксен, хырӑмӗнчен тапрӗ те ачисен пӳлӗмне таплаттарса утса кайрӗ.

Помоги переводом

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Вӑл хулпуҫҫийӗпе алӑка мӗнпур вӑйран тӗртрӗ: пӗр пӑта ҫинче ҫеҫ тӑракан алӑк питеркӗчӗ тӑпӑлса тухрӗ.

Помоги переводом

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Белая Калитва умӗнчи ҫула пӗтӗм вӑйран тӳрлетме тӑрӑшатпӑр…

Делаю все усилия к исправлению пути до Белой Калитвы…

4 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

— Смир-р-рно! — ҫамрӑк пырӗпе пӗтӗм вӑйран кӑшкӑрса ячӗ, — аллисене пилӗке тытса боецсен фрончӗ умӗпе ӳпӗнсе пыракан, сӑран курткине хыттӑн туртса ҫыхнӑ нар пек хӗрлӗ ҫамрӑк ҫын.

— Смир-р-рна! — во всю молодую глотку заорал, уперевшись в бока и заваливаясь перед фронтом бойцов, румяный молодой человек в туго перетянутой кожаной куртке.

5 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Зала кӗмелли алӑк патӗнче такамсем усал сӑмахсемпе кӑшкӑрчӗҫ, алӑка пӗтӗм вӑйран прикладсемпе ҫапрӗҫ.

В дверь, ругаясь, били прикладами и кричали:

4 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Мана курсан, Илюха шучча трубана чиксе лартрӗ те, ывҫисене ҫӑварӗ патне тытса, пӗтӗм вӑйран кӑшкӑрчӗ:

Увидев меня, он воткнул шест в трубу и, сложив ладони трубкой у рта, что есть силы крикнул:

1 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Лукос та, унӑн пӗчӗк хуҫи те, мӗнпур вӑйран малалла талпӑнчӗҫ, ҫав тери ывӑнса ҫитрӗҫ, пурпӗрех, пӗчӗккӗн те пулин, малаллах кайрӗҫ.

Луков и его маленький хозяин старались изо всех сил, но они уже вконец измотались и продвигались до ужаса медленно.

Шӑматкун, декабрӗн 18-мӗшӗнче Эмиль пӗтӗм Ленниберга ялне тӗлӗнтерчӗ, ҫакӑншӑн унӑн мӗнпур ҫылӑхӗсене каҫарчӗҫ. Тӗрӗсрех каласан, вӗсем ҫинчен манса кайрӗҫ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Лукоса ҫунана пур вӑйран тапӑҫланса туртать, Эмиль хыҫалтан тӗртет.

Лукас упирался копытами и тянул как мог, Эмиль подталкивал сзади.

Шӑматкун, декабрӗн 18-мӗшӗнче Эмиль пӗтӗм Ленниберга ялне тӗлӗнтерчӗ, ҫакӑншӑн унӑн мӗнпур ҫылӑхӗсене каҫарчӗҫ. Тӗрӗсрех каласан, вӗсем ҫинчен манса кайрӗҫ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Лукос та вӑйран кайрӗ пулас.

Лукас тоже выбился из сил.

Шӑматкун, декабрӗн 18-мӗшӗнче Эмиль пӗтӗм Ленниберга ялне тӗлӗнтерчӗ, ҫакӑншӑн унӑн мӗнпур ҫылӑхӗсене каҫарчӗҫ. Тӗрӗсрех каласан, вӗсем ҫинчен манса кайрӗҫ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней