Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

выртрӑм (тĕпĕ: вырт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл мана хӑйӗн кравачӗ ҫине сарса парасшӑн пулчӗ, анчах та эпӗ сартармарӑм, урайне выртрӑм.

Он хотел постлать мне на своей кровати, но я не дал и лёг на полу.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ вырӑн ҫине выртрӑм, выртмасӑр — ара 6 сехет те ҫитнӗ ӗнтӗ, урамра такам тата шӑпӑрӗпе чӑштӑртаттарать.

и я лег, потому что был шестой час и на улице кто-то уже шаркал метлою.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ ҫав тери лӑпкӑн шухӑшласа выртрӑм.

Я лежал очень спокойно и думал.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ачасем культпоходран таврӑничченех эпӗ вырӑн ҫине кӗрсе выртрӑм.

Еще ребята не вернулись из культпохода, а я уже был в постели.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ йывӑр бронхитпа виҫӗ эрне хушши ним тапранмасӑр выртрӑм.

Три недели я пролежала с тяжелым бронхитом.

15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Чӑнкӑ сӑртпала пырсан-пырсан, эпӗ ӳпне кайса ӳкрӗм, вара, пӳрнесене ӗнсе ҫине хурса, йӗпе те сулхӑн курӑк ҫинче темӗнччен выртрӑм.

Я бегу по крутому холму, валюсь ничком на холодную, мокрую траву и лежу так, сплетя пальцы на затылке.

10 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Кирек мӗнле пулсан та, эпӗ ҫур ҫул хушшине яхӑн больницӑра выртрӑм.

Как бы то ни было, я провел в больнице не менее полугода.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Акӑ мана тытса тӑми те пулчӗҫ, эп выртрӑм та киленсе кайса урана тӑсрӑм.

Наконец меня перестали держать, я лег и с наслаждением вытянул ноги.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ те выртрӑм.

Я тоже лег,

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Куҫӑмсене уҫнӑ хыҫҫӑн эпӗ чылай вӑхӑт хушши хама мӗн пулнине ӑнланса илеймесӗр выртрӑм.

Очнувшись, я несколько времени не мог опомниться и не понимал, что со мною сделалось.

Пиллӗкмӗш сыпӑк. Юрату // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Киле ҫитсессӗн, хамӑн хӗҫӗме кӑларса, унӑн вӗҫӗн ҫивчӗшне тӗрӗслесе тухрӑм, унтан Савельича хама ҫиччӗмӗш сехетре тӑратма хушса, ҫывӑрма выртрӑм.

Пришед домой, осмотрел свою шпагу, попробовал ее конец и лег спать, приказав Савельичу разбудить меня в седьмом часу.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк. Пӗрне-пӗри // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Кантӑк патӗнчен пӑрӑнтӑм та каҫхи апат ҫимесӗрех ҫывӑрма выртрӑм.

Я отошел от окошка и лег спать без ужина.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк. Крепость // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Пӳртре сивӗ, урасем шӑнса кайнӑ пулин те, эпӗ мӗн ирчченех вырӑн ҫинче выртрӑм.

В избе было холодно, ноги застыли, но я так и не встал до утра.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хам ҫав хушӑрах ҫывӑрма хатӗрленсе сак ҫине выртрӑм.

Между тем я расположился ночевать и лег на лавку.

Иккӗмӗш сыпӑк. Вожатый // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Ҫавӑнпах та эпӗ тем чул вӑхӑт хушши ним хускалмасӑр, хуйха-суйха пула хама хам пӗлмесӗр, пӗр сӑмах илтмесӗр выртрӑм.

и несколько минут я лежал не двигаясь, не помня себя от горя и не слыша ни слова.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫук, эпӗ мар, йӑмӑк ҫывӑрчӗ, эпӗ куҫа уҫса, атте пуринпе те сывпуллашни ҫинчен, унтан мӑнтӑр приставпа унӑн матроска тӑхӑннӑ пӗчӗк ывӑлӗ ҫинчен шухӑшласа выртрӑм.

то есть сестра спала, а я лежал с открытыми глазами и думал: сперва об отце, как он со всеми прощался, потом о толстом приставе, потом о его маленьком сыне в матроске,

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хам кӗнӗ хыҫҫӑн пӳлӗм алӑкне хупрӑм, ҫурта ҫутрӑм та вырӑн ҫине выртрӑм; ыйхӑм кӑна ку яхӑнта яланхинчен те ытларах кӗттерчӗ.

Я затворил за собою дверь моей комнаты, засветил свечку и бросился на постель; только сон на этот раз заставил себя ждать более обыкновенного.

Фаталист // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Тепӗр минутран эпӗ хваттере чупса ҫитрӗм, хӑвӑртрах салтӑнтӑм та выртрӑм.

Через минуту я был уже в своей комнате, разделся и лег.

Июнӗн 15-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Ку мӗскер иккенне пӗлес тесе, эпӗ ун патне йӑпшӑнса пытӑм та чӑнкӑ анакан ҫыран хӗрринчи курак ҫине тӑсӑлса выртрӑм.

Я подкрался, подстрекаемый любопытством, и прилег в траве над обрывом берега.

Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Эпӗ, шинельпе витӗнсе, сак ҫинчи ҫуртана сӳнтермесӗрех ҫывӑрма выртрӑм.

Я лег на диван, завернувшись в шинель и оставив свечу на лежанке, скоро задремал.

Максим Максимыч // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней