Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

выртмалла (тĕпĕ: вырт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сирӗн величествӑн кӑнтӑрлахи апат ҫиес вӑхӑт иртнӗ, ҫитменнине тата эсир сунарта ҫӳресе ывӑнса ҫитнӗ; ҫавӑнпа сирӗн халь антилопӑна ҫисе ямалла та пӗр-пӗр лапсӑрккарах йывӑҫ айне канма выртмалла.

Вашему величеству уже подошло время обедать, к тому же вы утомились на охоте; поэтому сейчас следует вам скушать антилопу и отдохнуть где-нибудь под тенистым деревом.

Кашкӑрпа, тилӗпе пӗрле сунара ҫӳренӗ тигр ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Турпассене вӑл шӑтӑксенчен тухакан ҫипписем пӗр-пӗрин ҫине хире-хирӗҫ выртмалла мӑшӑрласа хурать.

Складывает дощечки так, чтобы нитки оказались лицом друг к другу.

Тӗрлӗрен хӑю, пиҫиххи // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.

Ӑна тӑршшӗпех кӗтеслӗ, тылӑ хурси кӗрсе выртмалла ыраса тухнӑ.

Вдоль мялки тянется углубление, в него попадает било — «тылӑ хурҫи».

Сӳс-кантӑр, ҫип ҫинчен // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.

Ҫывӑрма выртмалла! — терӗ Лёшӑна асламӑшӗ.

Спать надо! — сказала бабушка Лёше.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Гавриил Байдеряков. Тайц Я.М. Тупни: повесть. Вырӑсларан Г. Байдеряков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 88 с.

Мӗншӗн эсӗ пӗлекен, хытӑ-хытӑ юратакан ҫыпсенех виле-виле выртмалла?

Помоги переводом

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ҫумӑр пек тӑкӑнакан осколкӑсемпе вагон тӗпренчӗкӗсем ан тивччӗр тесе, партизансен ротисем пайтах каялла чакса выртмалла пулчӗ.

Партизанским ротам пришлось отойти от станции на изрядное расстояние, чтобы уберечься от ливня осколков и сыпавшегося на голову крошева вагонов.

Пухӑнмалли пункта // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Ирхине ӗҫрен кая юлас мар тесе, Васькӑн иртерех ҫывӑрма выртмалла.

Ваське нужно было ложиться, чтобы утром не проспать на работу.

1 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Лешӗ ҫав-ҫавах тупӑнмасть, каҫхи апат ҫиме каймалла, унтан ҫывӑрма выртмалла пулса тухать.

Оно так и не отыскивается, приходится идти ужинать и ложиться спать.

Кам пулма туртӑм пур санӑн? // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

— Каҫ выртмалла? —

— На ночь? —

Утрав ҫинче // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Эпир унта каҫ выртмалла каясшӑнччӗ те…

Мы и хотели на ночь…

Утрав ҫинче // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Валек ҫакӑн пек услови лартрӗ: манӑн тул ҫутӑличченех тупӑк ҫинче выртмалла е лармалла, хӑть те мӗн пулас пулсан та, Калинин старик шӑтӑкран тухнӑ чух тупӑкӗ чӳхенме пуҫласан та, ҫапах ун ҫинчен анмалла мар.

Валёк поставил условием, что я должен до света лежать или сидеть на гробе, не сходя с него, что бы ни случилось, если даже гроб закачается, когда старик Калинин начнёт вылезать из могилы.

II. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Орган ҫеҫ кансӗрлет, ӗҫлемелле мар пулсан, ӑҫта та пулин курӑк ҫинче, сулхӑнра, хырӑма каҫӑртса ҫеҫ выртмалла.

Орган вот только мешает, а то, кабы не работа, лег бы где-нибудь на траве, в тени, пузом, значит, вверх, и полеживай себе.

II // Григорий Алентей. Куприн А.И. Шурӑ йыта: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 46 с.

Каблуковпа Смолярчукӑн ҫак ӗҫсене тумалла: лайӑх пытанса выртмалла та чикӗ леш енче мӗн тунине сӑнамалла, ҫавӑн пекех чикӗ патӗнчи ҫывӑхри вырӑнсене те асӑрхас пулать.

Обязанности Каблукова и Смолярчука состояли в том, чтобы, хорошо замаскировавшись, вести наблюдение непосредственно за линией границы, а также за местностью, примыкающей к рубежу.

5 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

Ҫуркуннехи шыв пӑр пек сивӗ пулнине, юхӑмӗ ту ҫинчен анакан шыв юхӑмӗ пек пулнине пӑхмасӑрах, кирек мӗнле пулсан та, унӑн сулахай ҫырана ишсе ҫитмелле, вара малтан палӑртнӑ путӑка пытанса выртмалла.

Пусть весенние ее воды холодны, как лед, бурны, как горный поток, — все равно он переплывет обратно на левый берег и затаится в заранее облюбованной щели.

4 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

Ӗмӗрӗпех ют тинӗссенче ишсе ҫӳресе, ватӑлас умӗн тӑван шыва таврӑнмалла та, хӑвӑн ывӑл-хӗрӳсене курмасӑрах, ҫурӑм ҫине ҫаврӑнса выртмалла.

Бродить всю жизнь в чужих морях, вернуться под старость в родную воду и перевернуться вверх брюхом, не увидев потомства.

«Саго-мару» пӗтни // Михаил Рубцов. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 16–42 с.

Неушлӗ вӑл мӗншӗн килни ҫинчен пӗлмесӗрех ҫывӑрма выртмалла?

Неужели же лечь спать и не дождаться, не дослушать, зачем он пришел?

50 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.

Анчах халӗ сирӗн выртмалла пулать.

Но сегодня ты должен лечь.

IV // В.Г. Шильдяков. Джек Лондон. Мексикенец: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 52 с. — 6–51 с.

— Ҫук, ҫук! — ывӑлне пӳлчӗ директор — Каларӑм эпӗ сире, халӗ килӗрсене саланмалла та ҫывӑрма выртмалла, терӗм.

— Нет, нет! — строго перебил сына директор — Я сказал, что сейчас нужно расходиться по домам и ложиться спать.

Директор каласа пани // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

— Юрӗ аппин, аслаҫу таврӑнсан, ҫӗр выртмалла кил.

— Ну хорошо, когда вернется дедушка, с ночевкой приезжай.

X // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.

— Эпир каравансен сукмакӗ ҫинче! — тенӗ Франциско де Менесес, Кунтан мӗнле те пулин пысӑк хулана каякан ҫул выртмалла: Богарона, Мостаганемӑна.

 — Здесь должен лежать путь к какому-нибудь большому городу: Богару, Мостаганему.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней