Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

выляткаласа (тĕпĕ: выляткала) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӑпӑрккине теветкеллӗн выляткаласа, шала кӗрсе кайрӗ.

Вошел воинственно, играя плетью.

XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Степан усӑнса тӑракан тӗреклӗ хулпуҫҫисем ҫинчен путтешкесем тӑхӑнчӗ те, хулпуҫҫийӗсене выляткаласа, ал тупанне мӑнкӑмӑллӑн старикӗн кӑштӑркка алли ҫине хучӗ.

Степан одел подтяжками вислые могучие плечи, пошевелил ими и с достоинством вложил свою ладонь в шершавую руку старика.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӑл, урисене ҫирӗппӗн ярса пусса, ҫаврака хулпуҫҫийӗсене выляткаласа, хваттерӗ еннелле малтан утса кайрӗ.

Он первый пошел к своей квартире, старательно печатая шаг, шевеля сутулым плечом.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Урядник хӑй те ҫак самантра темле намӑс ӗҫ туса хунӑ пек куҫне урлӑ-пирлӗ выляткаласа илчӗ, шӑппӑн мӑкӑртатса каларӗ:

Урядник, тоже блудя взглядом, будто совершал в этот миг что-то постыдное, проговорил:

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Калмыков, сӑмси ҫунаттисене выляткаласа, Бунчукӑн кӑшт пӗкӗрӗлерех кӗнӗ пӗвӗ ҫине йӗрӗннӗ пек пӑхса илчӗ:

 — Калмыков, шевеля ноздрями, презрительно и сожалеюще оглядел сутуловатую фигуру Бунчука.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пӗри, ҫӳллӗ те хураскер, ҫӳҫне тӳрлетсе тирпейлерӗ; ҫамрӑкраххи, ӑна кӗтнӗ хушӑра, аллинчи сунчӑкне выляткаласа тӑчӗ.

Одна, высокая и черная, поправляла прическу, другая, помоложе, ожидала, играя зонтиком.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Киленчӗклӗн выртса пырать Григорий, кашни сас-чӗве итлесе, ҫара ура пӳрнисене выляткаласа.

И Григорий лежал, вслушиваясь, шевеля пальцами босых ног.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Петро куҫхаршийӗсене выляткаласа илчӗ те каялла, хыҫалта утса пыракан Григорий еннелле, ҫаврӑнса ларчӗ.

Петро пошевелил бровями и пересел спиной к лошадям, лицом к Григорию, шагавшему позади.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫӗн кӗрӳ ҫине пӑхса, куҫхаршисене выляткаласа илчӗ.

Поиграла тонкими ободьями бровей, оглядывая жениха.

15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Мелехова Дарья, ыйхӑллӑ та хӗрлӗ питлӗскер, илемлӗ те авӑнчӑк куҫхаршийӗсене выляткаласа, хӑйсен ӗнисене кӗтӗве хӑваласа тухать.

Мелехова Дарья, заспанная и румяная, поводя красивыми дугами бровей, гнала в табун своих коров.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӑкӑрӗсем ҫакна ӑнланаҫҫӗ пулас та, ҫавӑн пекех вӑраххӑн, утӑмне кӑшт та хӑвӑртлатмасӑр, клеще евӗрлӗрех урисемпе ҫӗре хыпашласа малалла утаҫҫӗ, хӳрисене выляткаласа пыраҫҫӗ.

Быки, видно понимая это, не прибавляли шагу, так же медленно, ощупью переставляли клешнятые ноги, мотали хвостами.

9 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Кулӑшла такмаксем каласа та юрларӗ старик, шур илнӗ куҫӗсене выляткаласа, куракан ҫын пек, халӑх ҫинелле пӑханҫи те пулчӗ вӑл; пӳрнисем ҫине вӑл шӑмӑран тунӑ шӗвӗр пӳрнескесем лартса янӑ та, ҫав пӳрнесем вара хӗлӗхсем ҫийӗпе шӑна пек вӗл-вӗл вӗҫеҫҫӗ; хӗлӗхӗсем хӑйсем тӗллӗнех янӑраҫҫӗ тейӗн; йӗри-тавра халӑх тӑрать, — ваттисем пуҫӗсене уснӑ, ҫамрӑккисем старик ҫине пӑхнӑ та, пӗр-пӗринпе пӑшӑлтатса илме те хӑймаҫҫӗ.

Пел и веселые песни старец и повоживал своими очами на народ, как будто зрящий; а пальцы, с проделанными к ним костями, летали как муха по струнам, и казалось, струны сами играли; а кругом народ, старые люди, понурив головы, а молодые, подняв очи на старца, не смели и шептать между собою.

XVI // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Пурте, хӳрисене выляткаласа, йӗкӗтсем чипер хӗрсем умӗнче явкаланса ҫӳренӗ пек, тухатмӑшсем умӗнче явкаланса ҫӳреҫҫӗ; музыканчӗсем тата хӑйсен вӗрсе карӑнтарнӑ питҫӑмартийӗсене чашкисемпе супӑнь ҫапнӑ пек ҫапа-ҫапа, сӑмсисемпе волторна шӑхӑртнӑ пек шӑхӑртаҫҫӗ.

Вертя хвостами, увивались около ведьм, будто парни около красных девушек; а музыканты тузили себя в щеки кулаками, словно в бубны, и свистали носами, как в валторны.

Пӗр чиркӳри тиечук пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Ҫав тери хӑрушла сысна пуҫӗ курӑнса кайрӗ; вӑл, куҫӗсене выляткаласа: «А эсир мӗн тӑватӑр кунта, ырӑ ҫынсем?» тенӗнех туйӑнчӗ.

Стекла, звеня, вылетели вон, и страшная свиная рожа выставилась, поводя очами, как будто спрашивая: «А что вы тут делаете, добрые люди?»

VII // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

— Сан аллу мӗншӗн капла пулнӑ вара? — тесе ыйтрӗ Корней ҫӗнӗ ҫынран, ун аллинчен тулли чей курки тытнӑ май куҫхаршийӗсене выляткаласа.

— Что ж это рука у тебя неисправная? — спросил он у нее, осторожно принимая от нее полную чашку и пошевеливая бровями.

III // Феодосия Ишетер. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 93–110 стр.

Зиновьевӑн-и? — терӗ старик, хура куҫхаршийӗсене темле выляткаласа илсе.

Зиновеева, значит? — сказал старик, как-то значительно поводя черными бровями.

II // Феодосия Ишетер. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 93–110 стр.

Пилӗк ҫулсене ҫитнӗ тепӗр ачи, сарӑ кӑтра ҫӳҫлӗскер, куҫӗсене телейлӗн выляткаласа ашшӗпе юнашар ларать, вӑл та пӑтӑ ҫиет, хушӑран-хушша ачашшӑн ашшӗ ҫумне йӑпшӑнкаласа илет.

Другой сын, лет пяти, белокурый и вихрастый, сидел рядом с отцом, счастливо поблескивая глазами, тоже ел кашу и иногда, преисполненный счастья, прижимался головой к боку отца.

XVII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Анчах ҫавӑнтах Петро Семиглаз, сӑмса шӑтӑкӗсене выляткаласа илсе, Умрихина ятлама тытӑнчӗ:

Но тут же Петро Семиглаз, подернув ноздрями, напал на Умрихина:

XV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

— Куратӑн-и? — Вӑл сулахай аллинчи пӳрнисене выляткаласа кӑтартрӗ.

— Видишь? — Он поиграл пальцами левой руки.

XIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Марийка вӗсем ҫине кулкаласа пӑхса илчӗ те, сассине выляткаласа, сӑмах хушрӗ.

Усмехаясь, Марийка оглядела их и спросила с тем озорством в голосе.

XV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней