Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

вуланӑччӗ (тĕпĕ: вула) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗлле эпир Кочубей ҫинчен ҫырнӑ кӗнеке вуланӑччӗ

Зимой мы читали книгу о Кочубее…

VII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Нимӗҫсен Европӑри похочӗсем ҫинчен вуланӑччӗ вӑл, вӗсем пит хӑвӑрт Польшӑна ҫапса аркатнинчен, Норвегие тытса илнинчен, Францие тустарнинчен тата Ҫурҫӗр Африкӑпа Балкана ҫитсе кӗнинчен тӗлӗннӗччӗ.

Он читал о походах немцев по Европе, удивлялся тому, как они быстро захватили Польшу, заняли Норвегию, разгромили Францию, дошли до Северной Африки и Балкан.

XI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Вӗсен — эпӗ пӗр кӗнекере вуланӑччӗ, ятне халь астумастӑп — кашни хӑйне валли нумайтарах илесшӗн, пӗр-пӗринчен туртса илеҫҫӗ.

— У них там — я читал в одной книжке, название только забыл — каждый хочет для себя побольше набрать и друг у дружки отнимают.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

— Кам ҫырнине маннӑ, вуласса вуланӑччӗ

— Я не помню, у кого это я читала…

Пӗрремӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

«Тӗлӗнмелле, ара, — хӑйпе хӑй калаҫрӗ Ромашов, — ӑҫта-тӑр вуланӑччӗ эпӗ этем пӗр ҫеккунт та шутламасӑр тӑма пултараймасть.

«Вот странно, — говорил про себя Ромашов, — где-то я читал, что человек не может ни одной секунды не думать.

III // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Пролетарьятӑн сӑнчӑрсӑр пуҫне урӑх ним те ҫухатмалли ҫук, тесе вуланӑччӗ эпӗ пӗр ҫӗрте.

А пролетарьяту, я в одном месте прочитывал, нечего терять, окромя цепей.

XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ку плаката эпӗ — ҫавӑнтанпах астӑватӑп-ха — ҫирӗммӗш ҫултах, Врангель фронтӗнче вуланӑччӗ.

Я этот плакат читал — и с той поры запомнил — еще в двадцатом году, на врангельском фронте!

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ют ҫӗршывра вӗреннӗ чухнех-ха вӑл, темле майпа эп Яппун хаҫатӗнче кӑнтӑр тинӗсӗсем хӗрринчи ҫӗршывсемпе Китай тӑрӑх пӗр профессор, — китайла ун хушамачӗ Бэньдоччӗ, — курса ҫӳрени ҫинчен вуланӑччӗ.

Я до сих пор помню, как однажды, еще живя в Японии, я узнал из газет о докторе Хонда, который путешествовал по Китаю и по странам южных морей.

Ҫӳҫ ҫинчен // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 46–53 стр.

— Ҫук, — сапаланчӑк шухӑшпа хуравларӗ лешӗ, — ун пек ӗҫ пулса иртни ҫинчен эпӗ тахҫанах пӗрре МОПР журналта вуланӑччӗ.

— Нет, — рассеянно отвечал тот, — когда-то давно читал про такой случай в мопровском журнале.

25-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Унӑн марксистсен конференцинче тухса каланӑ сӑмахне вуланӑччӗ, леш… мӗнле калатчӗҫ-ха ҫавсене…

— Речь его читал на конференции марксистов, этих, как их…

2-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Эпӗ ун ҫинчен таҫта вуланӑччӗ те.

— Я где-то читала об этом.

35-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Сулса яр та ҫав тери хӑвӑрт ҫапса, ху ҫине туртса ил — кун ҫинчен Санька таҫта вуланӑччӗ, кавалеристсем ҫапла хӑва хуллисене касаҫҫӗ, — хӑва тӑррисем ҫулса пӑрахнӑ пек ҫӗре пере-пере анаҫҫӗ.

Взмах, точный резкий удар, оттяжка на себя — Санька где-то читал, что кавалеристы именно так рубят лозу, — и головки цветов, точно подкошенные, падали на землю.

15-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Ҫак сӑмахсене эпӗ нумаях пулмасть таҫта вуланӑччӗ… — Сю кӗнекинче пулас, — сасартӑк кулӑшла каларӗ Ольга, ун енне ҫаврӑнса, — анчах кӗнекере ҫак сӑмахсене хӗрарӑм арҫынна калатчӗ…

— Эти слова я недавно где-то читала… у Сю, кажется, — вдруг возразила она с иронией, обернувшись к нему, — только их там говорит женщина мужчине…

X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Нумаях пулмасть «Правда» хаҫатра вӑл флотра ҫапӑҫакансен ҫырӑвне вуланӑччӗ.

Недавно в «Правде» он прочел письмо краснофлотцев.

Вӑтӑр иккӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Эпир институтра карап тӑвас ӗҫе вӗреннӗ чухне Крыловӑн карапа хумсем силлени ҫинчен калакан теорине вуланӑччӗ.

Нам приходилось изучать теорию качки Крылова в кораблестроительном институте.

Ҫирӗм тӑххӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Техника журналӗсенчен тахӑшӗнче вуланӑччӗ.

Я в одном техническом журнале прочитал.

Улттӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Климов штурманӑн кунҫырӑвӗсене вуланӑччӗ ӗнтӗ, кивӗ латун пакура та тупнӑччӗ — кӑтартусен юлашки палли пек туйӑнатчӗ-ха вӑл мана тахҫан.

Дневники штурмана Климова были уже прочитаны и старый латунный багор найден — последний штрих, так мне казалось тогда, в стройной картине доказательств.

Ҫиччемӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

«Эсӗ Татаринов капитанӑн пурнӑҫӗ ҫинчен вуланӑччӗ, — терӗм эпӗ хама, — анчах юлашки страница хупӑнчӗ-ха».

«Ты прочёл жизнь капитана Татаринова, — так говорил я себе, — но последняя её страница осталась закрытой».

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Палимпсестсем теекен авалхи пергаментсем ҫинчен таҫта вуланӑччӗ эпӗ, ҫавӑнта мӗн ҫырнине пӑсса, ыттисем тӗрлӗ счетсемпе кирлӗ-кирлӗмарсем ҫырнӑ, ҫавӑнтан вара чылай ҫулсем иртсен ученӑйсем чи малтанхи хутчен мӗн ҫырнине вуламалли май тупнӑ та, хӑшпӗр палимпсестсем ҫинче гениллӗ поэтсен сӑввисем пулнӑ.

Не помню, где я читал о палимпсестах, то есть старинных пергаментах, с которых позднейшие писцы стирали текст и писали счета и расписки, но через много лет учёные открывали первоначальный текст, иногда принадлежавший перу гениальных поэтов.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӗр ҫыру тӑрӑх ҫеҫ ученӑйсем хамӑр эрӑччен пулса пӗтнӗ пӗр ҫӗршывӑн пурнӑҫне тупса пӗлни ҫинчен таҫта вуланӑччӗ эпӗ.

Я где-то читал, как по одной надписи, вырезанной на камне, учёные открыли жизнь целой страны, погибшей ещё до нашей эры.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней