Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

влаҫӗшӗн (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Граждан вӑрҫи вӑхӑтӗнче Шолохов, алла пӑшал тытса, тӑван Совет влаҫӗшӗн ҫапӑҫать.

Во время Гражданской войны Шолохов с оружием в руках сражается за родную Советскую власть.

М.А. Шолохов // Леонид Агаков. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 428–431 с.

Эсӗ пӗлетӗн: пирӗн халӑх хӑй влаҫӗшӗн тӑнӑ, малалла та ҫаплах пулать, никам та ним тӑваймасть пирӗн халӑха.

Ты видишь, что весь народ как стоял, так и стоит за свою власть, и никто ничего не сделает с нашим народом.

III // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Совет влаҫӗшӗн, чӑнлӑхшӑн вӑл тем те тума хатӗрччӗ.

Он да правду, за Советскую власть на все готов был идти.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Ҫын совет влаҫӗшӗн ҫапӑҫма шут тытнӑ, пуҫӗнче тахҫанах тӗрӗс шухӑшсем.

Человек за Советскую власть воевать решил, в мозгах у него уже давно прояснилось…

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Эпир пролетарисем, чухӑнсем совет влаҫӗшӗн пулнӑ.

А мы все были за Советскую власть, пролетарии, бедняки.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Хамӑн пулнӑ вӑкӑрсемпе ытти тӗрлӗ выльӑхсене чун-чӗрепех хӗрхенме пӑрахатӑп та, Совет влаҫӗшӗн вунӑ ҫул каярах коммунистсемпе пӗр ретре тӑнӑ пек тӑма партие ҫырӑнатӑп».

Душевно отрекаюсь от всякой жалости к собственным бывшим быкам и прочей живности и записываюсь в партию, чтобы, как и десять лет назад, стоять за Советскую власть в одном строю с коммунистами».

XIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Пӗтӗм ҫутҫанталӑкӗ совет влаҫӗшӗн тӑрать пулсан, капла хӑҫан ку власть пӗтессе кӗтсе илӗн?

Вся природность стоит за Советскую власть, этак когда же дождешься износу ей?

40-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Совет влаҫӗшӗн ҫапӑҫма эпӗ тепӗр хут та кайма пултаратӑп, колхозра та чӗреренех тӑрӑшса ӗҫлетӗп, анчах партие ҫырӑнма пултараймастӑп…

Воевать за Советскую власть я сызнова пойду и в колхозе буду работать на совесть, а в партию не могу вписываться…

37-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эпӗ ыйтава турех лартатӑп; кам совет влаҫӗшӗн тӑрать — ҫавӑ ыран хире тухать, кам хирӗҫ — ан тив хӗвелҫаврӑнӑш шӗкӗлчесе лартӑр.

Я вопрос ставлю круто: кто за Советскую власть — тот завтра едет в поле, кто против — тот пускай семечки лущит.

35-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эпӗ санӑн кӑвапу типсе ҫитичченех совет влаҫӗшӗн ҫапӑҫнӑ, партире тӑнӑ…

У тебя ишо пупок не просох, а я уже бился в то время за Советскую власть и в партии состоял…

28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

… тата совет влаҫӗшӗн тӳсме ҫук кӳренмелле каланӑ сӑмахсене каялла илетӗп, вӗсен умӗнче каҫару ыйтатӑп, тата сӑмах паратӑп, малашне эпӗ, вӑрттӑн ӗҫлекен контра пулин те…»

…и Советской власти, прошу прощения перед ними и обязываюсь впредь, хотя я и есть скрытая контра…»

24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эпӗ совет влаҫӗшӗн инкек куртӑм пулин те мана нимӗн те памалла мар-и?

Я же страдалец за Советскую власть, и мне, значится, не надо?

18-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Мӗн эсӗ, айван, пире совет влаҫӗшӗн агитацилесе тӑратӑн?

— Чего ты, чудак, нас за Советскую власть агитируешь?

4-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Каҫару ыйтатӑп та-ха, вӗсем мӗн пирки убыткӑна кӗрсе ӳкрӗҫ, тата мӗншӗн совет влаҫӗшӗн сиенлӗ пулса тӑчӗҫ?

— А через что, извиняюся, превзошли в убыток и Советской власти в тягость?

4-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней