Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫурӑмне курпунлантарса, вӑл унӑн атти ҫумне ачашшӑн сӗртӗнчӗ.
10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Рубцов-Емницкийӗн катан пиртен ҫӗленӗ галифипе ҫӑмӑл атти чылаях тусанланнӑ, кӗпи те унӑн тусан пекех сӑрӑ тӗслӗ.
XV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Кӗтӗве хӑвалакан ҫамрӑк хӗрарӑм, арҫын атти тӑхӑнса янӑскер, пуҫ ҫине ула пир витнӗскер тата юбкине тавӑрса чиксе лартнӑскер, каярах юлакан сурӑхсемпе сыснасене хӑваласа ҫул ҫинче пӗр енчен тепӗр еннелле чупкаласа пырать.
II // Феодосия Ишетер. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 93–110 стр.
Чӑн та ӗнтӗ, тумӗ те пит лайӑхчӗ: йӑрӑм-йӑрӑм симӗсрех куҫлӑ кӑвак сукно, жилетки — сӑрланӑ тир пек, йӑмӑх хӗрлӗ галстук, атти сап-сарӑ.
Сысна ҫури йӑли // В. Абакаев. О. Генри. Сысна ҫӳри йӑли // Илемлӗ литература: журнал. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1941. — №4. — 118-126 с.
Унӑн уринчи атти пылчӑкланса пӗтнӗ, гимнастеркипе брюки ҫумӑрпа йӗпеннӗ.Он был в забрызганных грязью сапогах, брюки и гимнастерка промокли и потемнели.
III // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Вӑл хӑйӗн тахҫанхи ҫӳхе пиншакнех тӑхӑнса янӑ, уринчи кивӗрех атти тусанланса пӗтнӗ, кӑвакрах пусма шӑлавар тӑхӑннӑ.
XIX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Крыльца ҫинче тата тепӗр нимӗҫ курӑнса кайрӗ: ҫӳлӗ те мӑнтӑрскер, урине вӑл сарӑ сӑран атӑ тӑхӑннӑ, атти тӗпне тимӗр ҫапнӑ пулас, чӑнклаттарса утнӑ сасӑ илтӗнет.На крыльце показался еще один гитлеровец: высокий, тучный, в желтых сапогах, гремящих железом.
XX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Ҫав йӗрсем Лазарева пӑшӑрхантараҫҫӗ, атти, паллах, шукӑль, салтак тӑхӑнаканни мар, кунашкал атӑ тӑхӑннӑ ҫынна вӑл тахҫанах курнӑччӗ, анчах халӗ астумасть.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Володя сыхлануллӑн плащ-палатка хӗррине ҫӗклерӗ — матросӑн пӗр ури ҫара, темӗнле ҫӗтӗк татӑкӗпе чӗркенӗ; тепри — аяккалла кайнӑ ури, — шыҫса темӗн хулӑнӑш пулнӑ; уринчи атти те ҫӗвви тӑрӑх ҫурӑлнӑ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
«Пӗрре, иккӗ!» — асӗнче шутлать те такта атти пуҫӗсемпе ҫех тытса пырать Ромашов.«Раз, два!» — считает Ромашов мысленно и держит такт одними носками сапог.
XV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Персе пӗтернӗ хыҫҫӑн ҫынсем пӑшалӗсене пӗр ҫӗре тӑратса хучӗҫ те вӗсен ҫумне, салтак атти хӑш-хӑш тӗлте тӑпӑлтарса кӑларма та ӗлкернӗ ҫурхи ҫамрӑк курӑк ҫине выртрӗҫ.
XI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Вӑл ку таранччен нихӑҫан та пачӑшкӑсем шӑлавар тӑхӑнса ҫӳреҫҫӗ теменччӗ, кунта вара Христофор атте чӑн-чӑн пир шӑлавар тӑхӑнса янӑ, ӑна ҫӳллӗ кунчаллӑ атти ӑшне чикнӗ, ҫийӗнче те унӑн кӗске улача куртка иккен.
II // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Иккӗш те вӗсем, Кузьмичовӗ те, Христофор атти те, халӗ ҫӑм сутма каяҫҫӗ.Оба они, как Кузьмичов, так и о. Христофор, ехали теперь продавать шерсть.
I // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Кузьмичовӗ пӗрре те купса пек мар, ытларах пӗр-пӗр чиновник пек туйӑнать: сухалне хырнӑ вӑл, куҫлӑхпа, улӑм шӗлепкепе; Христофор атти вара, вӑрӑм ҫӳҫлӗскер, тӗссӗр пир сӑхманпа сарлака ҫунатлӑ шӗлепке тӑхӑнса янӑ, тӗрӗллӗ сарлака пиҫиххи ҫыхнӑ.
I // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Палламан ҫыннӑн йӗмӗ лӳчӗркенсе пӗтнӗ, атти ҫӗтӗк, — тӳррипе каласан, вӑл тӗрмерен тухса тарнӑ ҫын пек е кирек мӗнле пулсан та тӗрмене ҫакланас ҫын пек курӑнать.
II. Тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Вӑл янахне тап-таса хырса ячӗ, пуҫне ҫурӗ, таса кӗпе, Марина Пояркова упӑшкинчен юлнӑ пустав шӑлавар тӑхӑнчӗ, атти ҫине нумайччен сурчӗ, унтан ӑна кивӗ шинель таткипе пит тирпейлӗ тасатрӗ.
XXVII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Вӑл уҫӑсем илчӗ те, пӗр чӗнмесӗр ҫаврӑнса, атти кӗлисене ҫӗр ҫийӗн сӗтӗрсе, ял Совечӗ еннелле утрӗ.Он взял ключи и, молча повернувшись, шаркая подошвами сапог, пошел к сельсовету.
XI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Алкумне кӗрсенех, атти ҫумне ҫыпҫӑнса тулнӑ, тасатса тасалми пылчӑка йӗпе акаци шӑпӑрӗпе шӑлса тасатнӑ чухнех, Разметнов Нагульнов пӳлӗмӗнчен алӑк хушӑкӗ витӗр тулалла ҫутӑ пайӑрки чалӑшшӑн ӳкнине курчӗ.
32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Тӑраканнисенчен пӗри чикарккине атти ҫумне пусса сӳнтерчӗ те: — Кондрат Майданников, — терӗ.Один из стоявших затушил о сапог цигарку, ответил: — Кондрат Майданников.
16-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Пӗр вараланчӑксӑр, тап-таса саппунӗ айӗнче ҫап-ҫутӑ ҫутатнӑ шукӑль атти пуҫӗсем курӑнатчӗҫ.
Ҫирӗм улттӑпа пӗрре // Петӗр Хусанкай. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 119–131 стр.