Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Аташса каясран хӑратӑр-и? — ыйтрӗ вӑл хирӗҫ.
Вӑрманти тӗлпулу // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 123–131 с.
— Итле-ха, — терӗм йӗкӗте, — ку таврашра сирӗн аташса кайма пулмасть-и?
Вӑрманти тӗлпулу // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 123–131 с.
— Ытлашши шала ан кӗр, аташса кайӑн, — асӑрхаттарать мана асатте.
Вӑрман тухтӑрӗ // Николай Иванов. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 86 с.
Государьпа аслӑ атаман Овчинников чӑннипех те ҫапӑҫӑва тӗрӗс пуҫласа ячӗҫ, анчах кайран ним ӑнланмалла мар ӗҫ пулма тытӑнчӗ: отрядсем пӗр-пӗрне пулӑшма пӗлеймерӗҫ, ҫавӑнпа командирсем хӑюсӑррӑн вырӑнтан вырӑна куҫрӗҫ, кайран пурте тем аташса кайрӗҫ…
Сутӑнчӑк шӑпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Укаслупа Алюнов хӑйсен ҫыннисемпе патька-патша хушнӑ пек Атӑлӑн сулахай ҫыранӗпе кӑшт ҫурҫӗрелле кайса пӑхма, хресченсен аташса ҫӳрекен ушкӑнӗсене пухма шутларӗҫ.
Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
— Савали, ларса канар, ҫитет кунта вӑрман тӑрӑх аташса ҫӳреме!
Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.
Кирук ӑна сисмест мар, сисет, анчах ун шухӑшӗ паян ирхи тӗлӗк ҫине кайнӑ, ҫав тӗлӗкпех аташса пырать вӑл.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Ҫав, аташса кайни ҫинчен каласа парас тетӗп.
Маруся // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Хуралпа мӑнастиртен таврӑннӑ чух эпир аташса кайса таҫта пырса тухнӑ.
Маруся // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Кайран «нервное потрясение» терӗҫ, эпӗ ӑнсӑр выртнӑ чух аташса калаҫнӑ сӑмахсене илтсен.
Выҫлӑх ҫул, хӗлле // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Аташса кайрӑн-и-мӗн? — тет Шурик.
Чӑн ҫуркунне // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Вӑл та такамран татӑлса юлса аташса ҫӳрет-ши?
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Лена ним шарламасӑр тухтӑр хыҫҫӑн кӗтӳрен аташса юлнӑ сурӑх путекки пек утрӗ, ҫине-ҫинех чӗререн тухакан вӗри сывлӑша йывӑррӑн сывла-сывла кӑларчӗ.
V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Ытти чухне, шухӑ ҫил йывӑҫсем тӑрринче аташса ҫӳренӗ вӑхӑтсенче, Ленӑсен пахчинче ҫулҫӑсем вӑрманта евӗр шӑпӑлтататчӗҫ, йывӑҫ тӑррисем хумханатчӗҫ.
I // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Вӑл хуҫинчен аташса юлнӑ пулӗ тесе шухӑшларӑм, тупӑнсанах парса яма пултӑм.
Выльӑхӑн та чунӗ пур // Александр ЛЕОНТЬЕВ. http://avangard-21.ru/gazeta/44271-vyl-k ... a-chun-pur
Пулать вӗт-ха пӗр пек тӗлӗк, — сӑмах хушрӗ Улаев, — эпӗ те сан пекех аташса пӗтнӗ кӗҫӗр.
Майлаштарсан майлашать // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 26–29 с.
Утӑ капанӗсемпе утӑ урисем хушшинче ҫӗрӗпех аташса ҫӳретчӗ пулӗ Ҫтаппан, Правлени ҫуртне вутӑ хутма пынӑ Униҫҫе ӑна тимӗр турчӑкапа уринчен тӗксе вӑратса ячӗ:
Юрать-ши, юрамасть-ши... // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 15–19 с.
Тем аташса пырӑн.
I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ҫывӑрнӑ чухне те санпа аташса выртатчӗ.
III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
«Вӑт йытӑ тӑк йытӑ! Тепӗр чӗлхесӗр ҫын Хусанта аташса юлас пулсан, килме те пӗлес ҫук, ку, ав, ҫитрӗ», — тӗлӗннӗччӗ ҫавӑн чухне Сахар.
Килте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.