Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

аташса (тĕпĕ: аташ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫапла эпӗ вӑрманта каҫченех аташса ҫӳрерӗм.

Так проблудил я по лесу до вечера.

I сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

«Аташса кайрӑм-ши вара?» — ӑшӗнче теветкеллӗн кӑшкӑрать Джис.

«Да неужели я заблудился?» — с отчаянием вскричал Джис.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 371–378 с.

«Хула тумӗ; ку ҫын е аташса кайнӑ, е хуларан тухса тарнӑ.

«Костюм городской; этот человек или заблудился, или бежал из города.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 350–355 с.

Тӑпра пирки нимӗн те чухламасӑр Стомадор ҫав вӑхӑтрах мул тупӑнассипе сӗмленет; романпа лавкка хушшинче аташса ҫӳрекен ӑнӗ авал-авал ҫапнӑ ылтӑн укҫапа тулсах ларнӑ тимӗр арчасене курать.

Ничего не зная о почвах, Стомадор тем временем ожидал открытия клада; заблудившийся между романом и лавкой ум его созерцал железные сундуки, полные золотых монет старинной чеканки.

XII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Эсир ҫул пӗлетӗр: сӑртсем урлӑ сылтӑмалла, ниепле те аташса каймастӑр, шоссе ҫине тӳрех тухатӑр.

А вам дорога известная: через холмы и направо, никак не собьетесь, прямо выйдете на шоссе.

IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Юлашки уйӑхсенче эсӗ маузерсӗр та ытла аташса кайрӑн, кама та пулин персе вӗлерен-ха ӑнсӑртран!

Ты и без маузера за последние месяцы какой-то шальной стал, еще застрелишь кого-нибудь!

IV сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Иртен-ҫӳрен ӑна театр ҫулне темиҫе хутчен те кӑтартрӗ, анчах вӑл каллех ҫула арпаштарать: пӗрре тӑвар склачӗсен тӗттӗм лапамне пырса лекрӗ, тепре хула варринчен айккинелле тӑсӑлакан тӑкӑрлӑксен пусмисенче аташса ҫӳрерӗ.

Много раз прохожие указывали ему дорогу к театру, но он все сбивался, попадая то на темную площадь товарных складов, то на лестницы переулков, уводящих от центра города.

VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Эсир шутсӑр ӑнӑҫлӑ аташса кайнӑ — унталла е кунталла, е тепӗр ҫӗрелле кӑтартни сире усӑ кӳмест.

Вы заблудились так удачно, что указания не принесут вам никакой пользы.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 345–359 с.

Аташса кайни — начар, — асӑрхаттаруллӑн кулкаларӗ Ганэль.

— Плохо заблудиться, — предупредительно улыбаясь, сказал Ганэль.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 345–359 с.

Ганэль эсреле итлерӗ те — халӗ, ав, ҫул тупаймасӑр темиҫе талӑк аташса ҫӳрет, тилӗрсе ятлаҫни кун пек чухне мӗнех патӑр…

Ганэль, вняв сатане, расплачивался теперь сутками яростного блуждания в дебрях.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 345–359 с.

Енчен енне пӑрӑнса, ӳкнӗ йывӑҫсен упа сарри сырса явакланӑ вуллисем урлӑ сике-сике каҫса — аташса кайнӑ ҫын малтанах халиччен нихҫан курман, уҫӑмлах мар темӗнле ҫул тупрӑм пуль тенӗччӗ, анчах чӑтлӑхӑн капӑр пӗр евӗрлӗхӗ кӗҫех ӑна йӑлӑхтарса ҫитерчӗ, килӗ пирки пуҫӗнчен тухма пӗлми шухӑшӗсене шӑвакан тимӗр пальмӑсемпе пандануссен хӗҫ евӗрлӗ ҫулҫисемпе, черчен азалисемпе тата ҫӳллӗ курӑкпа ҫавӑрса-ҫыхлантарса тертлентерчӗ; вӗҫленми, чӗмсӗр ҫак хор шурлӑх-путлӑхӑн, ҫурма типнӗ ҫырмасен хавхаллӑ аромачӗпе сывлать, вӑйсӑрланнӑ тимлӗхе хӑлхари шав-кӗрлевпе, кайӑксен сайра сассисемпе йӗрлет.

Сворачивая из стороны в сторону, перескакивая обросшие папоротником стволы упавших деревьев, заблудившийся человек сначала еще держался какого-то смутного, совершенно фантастического направления, но пышное однообразие чаши скоро утомило его, закружило, переплело мысли о доме с черными винтами ползучих железных пальм, саблевидной листвой панданусов, нежными азалиями и высокой травой; этот бесконечный немой хор дышал тревожным ароматом болот и полузасохших ручьев, преследуя обессиленное внимание звоном в ушах и редкими голосами птиц.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 345–359 с.

Вӑл Анготэя куҫ кӗски ӑшне кӗрсе унта аташса кайнине ҫирӗп ӗненет.

Он убежден, что Анготэя ушла в зеркало и заблудилась там.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 216–225 с.

Эпӗ аташса тертлентӗм, тӑваттӑмӗш кун ӗнтӗ христиан апатне ҫӑвара пӗр чӗптӗм те яман, тӳрех каламалла — йывӑҫ хуппипе тата ҫулҫӑпа кӑна тӑранкаларӑм.

Я заблудился и четвертые сутки не принимал никакой христианской пищи, питаясь, прямо сказать, корой и листьями!

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 174–191 с.

— Хапха уҫӑ та, пӗр тухса кайсан, аташса ҫӳремӗн-ши? — илтӗнчӗ алӑк патӗнчен.

Помоги переводом

Ял кӳлли аслӑ // Василий Алентей, А. Андреев. «Капкӑн», 1962, 1№.

Ҫав вӑхӑтрах Сисменов ҫуна ҫинчен сиксе анат те, ҫапса вӗрекен ҫил-тӑмана ылхана-ылхана, аташса кайнӑ ҫула шырама тытӑнать.

Помоги переводом

II // Эселе Петӗрӗ. «Капкӑн», 1931, 2№, 12–13 с.

Вӗсем ман чуть кӑна аташса кайса вилмен…

Они у меня чуть не заблудились насмерть…

I // Эселе Петӗрӗ. «Капкӑн», 1931, 2№, 12–13 с.

Хул пуҫҫисем сураҫҫӗ, шыҫса кайнӑ; ӑнӗ тӗтрере аташса ҫӳрет, курӑнми алӑ куҫӗсене хупласа хунӑ та — ӑна лӑпкӑ хумсене, «Тар ҫинчи фитиль» тӑракан бухтӑна кӗмелли кӑвак ҫула, иртнӗ талӑксен янкӑр уҫӑ, чӗрӗ сӑн-питне кӑтартасшӑн мар пек.

Плечи опухли, ныли; сознание бродило в тумане, словно невидимая рука все время пыталась заслонить от его взгляда тихий прибой, голубой проход бухты, где стоял «Фитиль на порохе», и яркое, живое лицо прошлых суток.

IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Эпир пӗр урамран иртрӗмӗр, тепринчен; пӑрӑна-пӑрӑна тӑкӑрлӑксенче аташса ҫӳрерӗмӗр, анчах хамӑрӑн куҫӑмӑрсен хӗлхемӗсӗр пуҫне ниҫта та нимӗнле ҫутӑ курмастпӑр.

Мы прошли одну улицу, другую; свернули, путались в переулках, но нигде, кроме искр своих собственных глаз, не видели никакого света.

«Тӑватӑ ҫил» штурманӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 117–123 с.

Ҫавӑнпах сан пата аташса кӗрсе кайнӑ…

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сыхлӑха мансах ҫапла темиҫе кун аташса пурӑнчӗҫ, юрать-ха Сидор йыттисене иккӗшне те вӗҫертсе ячӗ, хӑй те тавраналла тухкаласах тӑчӗ.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней